Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем





Çыхăну паллă ячĕсем япала паллине тÿрех мар, тепĕр япала ячĕ урлă кăтартаççĕ. Чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене ытларах япала ячĕсем тивĕçлĕ: детские игры – ача-пăча вăййисем, партизанский отряд – партизансен отрячĕ; школьная столовая – шкул столовăйĕ; городская жизнь – хула пурнăçĕ.

Хăйсен лексика пĕлтерĕшĕсене кура вырăс чĕлхинчи паллă ячĕсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççĕ:

- япала паллине вăл çынсемпе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: детская коляска; молодежная одежда; человеческий фактор; солдатская шинель; женское пальто;

- япала паллине вăл чĕрчунсемпе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: конский базар; соловьиное гнездо; коровье молоко;

- япала паллине вăл чĕрĕ мар япаласемпе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячăсем: железная лопата; золотое кольцо; серебряная ложка; деревянный пол;

- япала паллине вăл абстрактлă ăнлавпа мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: научный труд; сознательная жизнь; героический поступок;

- япала паллине вăл пĕр-пĕр вăхăтпа мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: старые обычаи; вчерашний день; октябрьские дни; прошлогодние события;

- япала паллине вăл пĕр-пĕр вырăнпа мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: здешние жители; чебоксарские вузы; московские встречи; деревенские новости;

- япала паллине вăл пĕр-пĕр хисеппе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: двойная плата; тройная длина; седьмой день т.ыт.те.

Маларах каланă пек, вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене чăваш чĕлхинче тĕпрен илсен япала ячĕсем тивĕçлĕ. Хăш-пĕр паллă ячĕсем кăна чăвашла паллă ячĕсене тивĕçлĕ: вчерашний день – ĕнерхи кун; сегодняшние события – паянхи событисем; прошлогодние успехи – иртнĕ çулхи çитĕнÿсем т.ыт.те.

Чăваш грамматикисенче ĕлĕкрех çыхăну паллă ячĕсем тесе пăхнă сăмахсене япала ячĕсем тесе шутлани наука енчен тĕрĕсрех. Çакна чылай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Акă, портфельлĕ студент сăмах майлашăвнех тишкерсе пăхар-ха. Çак тĕслĕхри портфельлĕ сăмахра конкретлă япала уççăнах палăрать: студентăн портфель пур. Апла пулсан асăннă сăмаха япала ячĕ тесе пăхмалла. Ытти тĕслĕхсем: куçлăхлă ача; сумкăллă хĕрача; велосипедлă спортсмен; лашаллă хуçалăх; туяллă ват карчăк т.ыт.те. Çак тĕслĕхсенче пуринче те малтан çыхăну паллă ячĕсем тесе пăхнă сăмахсем япала ячĕсем шутланаççĕ.

Вырăс чĕлхинче кун пек формăллă (тытăмлă) сăмах майлашăвĕсене япала ячĕсен майлашăвĕсем е причастиллĕ сăмах майлашăвĕсем тивĕçлĕ: куçлăхлă ача – мальчик в очках (очковый мальчик мар ); шурă тутăрлă хĕрарăм – женщина в белом платке; велосипедлă спортсмен – спортсмен, имеющий велосипед (е у которого есть велосипед) т.ыт.те.







Date: 2015-05-22; view: 897; Нарушение авторских прав



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.005 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию