Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем





Вырăс чĕлхинчи çакăнта асăнса тухнă йышши паллă ячĕсене чăваш чĕлхинче япала ячĕсем, япала ячĕсемпе причастисен майлашăвĕсем, хăйне уйрăм причастисем тивĕçлĕ:

комнатная собака – пÿлĕмре усракан йытă;

комнатная температура – пÿлĕм температури;

стенной шкаф – çакмалли шкаф;

брикетный завод – брикет завочĕ;

бритвенный прибор – хырăнмалли хатĕрсем;

ножной мускул – ура мускулĕ;

печная заслонка – кăмака питлĕхĕ;

речной порт – юханшыв порчĕ;

ржаной хлеб – ыраш çăкăрĕ;

кожаная сумка – сăран сумка;

деревянный пол – йывăç урай;

бородатый мужчина – сухаллă арçын;

талантливый композитор – талантлă композитор;

скрипучий пол – чĕриклетекен урай;

лежачий больной – чирлĕ выртакан çын т.ыт.те.

И.П. Павлов хăйĕн «Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи» (Шупашкар, 1965) ятлă морфологийĕнче çапла çырать: «…юлашки 20-25 çул хушшинче, тĕрлĕ сăлтавсене пула, -лă(-лĕ) аффикс хушса çĕнĕ паллă ячĕсем тăвас туртăм анлă сарăлчĕ. Хăшĕ-пĕрисем, чăваш тата вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсен уйрăмлăхĕсене тĕплĕн шута илмесĕр, вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене чăвашла ытларах -лă (-лĕ) аффикс хушăннипе пулакан паллă ячĕпе е тата -ла(-ле) аффикс хушăннипе пулакан наречипе куçарма тăрăшаççĕ…» (160 с.).

Тĕрĕсмарлăхсене монографи авторĕ çапла ушкăнласа тухнă:

1) -лă(-лĕ) аффикспа пулнă паллă ятне изафет çыхăнăвĕнчи пĕрремĕш вырăнта тăракан япала ячĕ вырăнне калаççĕ е çыраççĕ:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

опытная станция опыт станцийĕ опытлă станци

революционная теория революци теорийĕ революциллĕ теори

историческая тема истори теми историллĕ тема

классовый враг класс тăшманĕ класлă тăшман

национальная культура наци культури нациллĕ культура

империалистическая война империализм вăрçи империализмлă вăрçă

техническая культура техника культурисем техникăллă культурăсем

партийный принцип парти принципĕ партиллĕ принцип

общественное хозяйство общество (халăх) хуçалăхĕ обществăллă хуçалăх

дипломная работа диплом ĕçĕ дипломлă ĕç

отчетное собрание отчет пухăвĕ отчетлă пуху

Советский Союз Совет Союзĕ Советлă Союз

организационный вопрос организаци ыйтăвĕ оганизациллĕ ыйту

социалистические страны социализм çĕршывĕсем социализмлă çĕршывсем

Илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен çакă курăнать: вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене чăваш чĕлхинче ытларах япала ячĕсем тивĕçлĕ;

2) -лă(-лĕ) аффикспа пулнă паллă ячĕпе атрибутлă сăмах майлашăвĕнчи пĕрремĕш вырăнти япал ячĕ вырăнне усă кураççĕ:

 

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

асфальтовый тротуар асфальт тротуар асфальтлă тротуар

запасный полк запас полк запаслă полк

запасная часть запас пай запаслă пай

3) тепĕр чухне -лă(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă паллă ячĕпе калама май пур çинчех вырăс чĕлхинчи паллă ячĕн формипе каланине асăрхама пулать:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

колонный зал колонăллă зал колоннăй зал

рамочный улей рамкăллă вĕлле рамочнăй вĕлле

4) çавăн пекех –лă(-лĕ) аффикс хушмалли сăмах тĕпне тĕрĕс мар тупмасăр йăнăшсем тăваççĕ:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

Орловская область Орëл облаçĕ Орлов облаçĕ

федеративная республика федерациллĕ республика федеративлă республика

агглютинативные языки агглютинациллĕ чĕлхесем агглютинативлă чĕлхесем

автономная республика автономиллĕ республика автонăмлă республика

консервативная партия консерваторсен партийĕ консервативлă парти

И.П. Павлов, кунсăр пуçне, авторсем пĕр ăнлавах икĕ е виçĕ расна пĕлтерĕшлĕ формăпа палăртнине те тиркет:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

социалистические страны социализм çĕршывĕсем социализмла çĕршывсем

идеологическая работа идеологи ĕçĕ идеологиллĕ ĕç

сатирическое произведение сатира произведенийĕ сатирăллă произведени

творческая работа творчество (пултарулăх) ĕçĕ творчествăллă ĕç

Ученăйăн маларах асăннă кăтартăвĕсем чĕлхери пăтраштарăва пĕтерме май параççĕ. Апла пулин те вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕпе япала ячĕн майлашăвĕсене пур чухне те изафет (пуçламăш формăри япала ячĕ+виççĕмĕш сăпат аффиксне йышăннă япала ячĕ) формипе куçарма май çук: чĕлхере çак формăн пĕлтерĕшĕ майĕпен сарăлса пырать (тĕслĕхрен, социализм çĕршывĕсем, сатира произведенийĕ, организаци ыйтăвĕ теме те, социализмлă çĕршывсем, сатирăллă произведени, организациллĕ ыйту теме те пулать).

 

33-мĕш хăнăхтару. Вырăс чĕлхинчи çак сăмах майлашăвĕсене кирлĕ чухне словарьсемпе усă курса чăвашла куçарăр.

Вологодская область Гренландское море

Адриатическое море Гудзонов залив

Адыгейская область Гудзонов пролив

Аральское море Зондские острова

Багамские острова Ирландское море

Кабардино-Балкарская Керченский пролив

Республика

Калмыцкая Республика Киргизское государство

Карачаево-Черкесская автономная Кольский полуостров

область

Карельская республика Командорские острова

Карибское море Коми-Пермяцкий автономный

округ

Корсиканский пролив Молдавская Республика

Корякский автономный округ Мордовская Республика

Кулундинская степь Онежский залив

Курильские острова Онежское озеро

Лигурийское море Панамский канал

Маггеланов пролив Персидский залив

Малайский архипелаг Синайский полуостров

Мальдивская Республика Осетинская область

Марпанские острова Таманский полуостров

Чукотский полуострв Тувинская Республика

 

34-мĕш хăнăхтару. Çак пайăр ятсене кирлĕ чухне словарьсемпе усă курса вырăсла куçарăр.

Абхази Республики Азов тинĕсĕ

Агински Бурят автономиллĕ Азор утравĕсем

округĕ

Аджар Республики Алай ту хырçи

Адриатика тинĕсĕ Алану утравĕсем

Адыгеей автономиллĕ облаçĕ Алеут утравĕсем

Амур-çи-Комсомольск Альп тăвĕсем

Анд тăвĕсем Беринг проливĕ

Аппенин тăвĕсем Беринг тинĕсĕ

Аравии тинĕсĕ Бермуда утравĕсем

Атăлçи тÿпемĕ Валдай тÿпемĕ

Атлантика океанĕ Вăтаçĕр Америка

Африка сăмсахĕ Верхоянск ту хырçи

Балтика тинĕсĕ Гавая утравĕсем

Баффин çĕрĕ Гренландии тинĕсĕ

Чукча автономиллĕ округĕ

 

35-мĕш хăнăхтару. Чăваш Республикинчи ял-хула, юхан-шыв, сăрт-ту ячĕсене чăвашла калăр, скобкăра вĕсем мĕне пĕлтернине (тĕсл., юхан-шыв, ял, хула т.ыт.те.) кăтартăр, паллă ячĕсене тĕрĕс куçарма хăнăхăр.

Нижняя Кумашка Средние Кибечи

Большое Тугаево Русские Алгаши

Большие Чаки Малые Яуши

Большие Катраси Малая Кокшага

Большие Тарханы Малый Цивиль

Большие Алгаши Старые Атаи

Новое Чурашево Передние Яндоуши

Малое Карачкино Большая Выла

Малое Буяново Большой Цивиль

Большое Яниково Верхний Мачорин

Большие Абакасы Татарские Кунаши

Степное Тугуево Татарские Сугуты

Новое Ахпердино Первое Чурашево

Новые Мураты Восточный поселок

Новое Буяново Полевые Бикшики

Северный поселок

 

36-мĕш хăнăхтару. Вырăс чĕлхинчи çак паллă ячĕсене япала ячĕсемпе çыхăнтарса сăмах майлашăвĕсем тăвăр та чăвашла куçарăр.

Тĕслĕх: Авансовый отчет – аванс отчечĕ.

Абстрактное Фазаний

Конкретное Факсимильный

Абитуриентский Факультативный

Аборигенные Факультетский

Авансированная Фальцованный

Авантюристические Фанерованный

Августовское Фантастический

Автозаводской Фарфорно-фаянсовый

Автоматизированный Фаршированный

Автоматичный Фашистский

Автомодельный Фаянсовый

Долларовая Октябрьская

Фабричные Фармацевтический

Фельдшерско-акушерский

 

 

Date: 2015-05-22; view: 1054; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.006 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию