Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Хисеп ячĕ – Имя числительное
Чăваш чĕлхинче те, вырăс чĕлхинче те хисеп ячĕсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççĕ: - шут хисеп ячĕсем – количественные числительные: один, два, три, десять, сто, тысяча – пĕрре, иккĕ, виççĕ, вуннă, çĕр, пин; - йĕрке хисеп ячĕсем – порядковые числительные: первый, второй, третий, десятый, сотый, тысячный – пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, вуннăмĕш, çĕрмĕш, пинмĕш; - пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем – собирательные числительные: вдвоëм, двое, трое, пятеро, шестеро, семеро – иксĕмĕр, виçсĕмĕр, иккĕн, виççĕн, пиллĕкĕн, улттăн, çиччĕн; - вак хисеп ячĕсем: çурă, чĕрĕк; виççĕ-тăваттăмĕш – половина, четверть; три четвëртых. Кунта асăннă ушкăнсемсĕр пуçне, чăваш чĕлхинче валеçÿ хисеп ячĕсем тата валеçÿ-пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем пур: икшер – виçшер тăватшар – пилĕкшер икшерĕн – виçшерĕн т.ыт.те. Вырăс чĕлхинче вĕсене предлогпа шут хисеп ячĕсен майлашăвĕ тивĕçлĕ: по три, по четыре, по пять т.ыт.те. Икĕ чĕлхинче те хисеп ячĕсен функцийĕсем пĕр пекех. Хисеп ячĕсем предложенире подлежещи, сказуемăй, определени, дополнени, обстоятельство пулма пултараççĕ. Тĕслĕхсем: подлежащи: Ку тăваттă санăн лайăх çырăнайман. – Это четыре у тебя написано плохо; сказуемăй: Тăватă хут тăваттă – вун улттă. – Четырежды четыре – шестнадцать; дополнени: Пиллĕк икке пайланмасть. – Пять на два не делится; определени: Пиллĕкмĕш студент кăшт каярах юлчĕ. – Пятый студент немножко отстал. обстоятельство: Эпĕ улттăра вăрантăм. – Я проснулся в шесть часов. Вырăс чĕлхинчи хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсене чăваш чĕлхинче шут хисеп ячĕсем е пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем тивĕçлĕ: двое саней – икĕ çуна; трое колхозников – виçĕ колхозник. Нас было двое – эпир иккĕн пулнă. Их было четверо – вĕсем тăваттăн пулнă. Кунсăр пуçне, вырăс чĕлхинчи хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсене чăваш чĕлхинче камăнлăх аффиксĕ йышăннă шут хисеп ячĕсем тивĕçлĕ: Мы все трое. – Эпир виçсĕмĕр те. Мы все шестеро. – Эпир ултсăмăр та. Вырăс чĕлхинче арçынна пĕлтерекен япала ячĕсемпе çыхăнакан хисеп ячĕсем шут хисеп ячĕсен формине те, пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсен формине те йышăнма пултараççĕ: двое учеников – два ученика; двое парней – два парня; двое мальчиков – два мальчика. Хĕрарăма пĕлтерекен япала ячĕсемпе шут хисеп ячĕсем çеç çыхăнма пултараççĕ: две ученицы, две студентки (двое учениц, двое студенток мар). Чăваш чĕлхинчи йĕрке хисеп ячĕсем шут хисеп ячĕсен туллии форми çумне -мĕш аффикс хушăннипе пулаççĕ: иккĕмĕш студент, вуннăмĕш уйăх, çирĕммĕш салтак т.ыт.те (вунăмĕш, икĕмĕш, çирĕмĕш мар). Чăваш чĕлхинчи шут хисеп ячĕсем пĕрререн пуçласа тăхăр вуннă таран виçĕ формăра пулаççĕ: тулли, кĕске тата кĕскерех: пĕрре – пĕр (студент), иккĕ – икĕ ( е ик) хĕрача, тăхăр вуннă – тăхăр вунă ( е тăхăр вун) тенкĕ. Вак хисеп ячĕсем вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те пĕр пекех пулаççĕ: числитель вырăнĕнче – тулли шут хисеп ячĕ, знаменатель вырăнĕнче – йĕрке хисеп ячĕ: две третьих – иккĕ виççĕмĕш; пять шестых – пиллĕк улттăмĕш. Хăйсен тытăмĕпе хисеп ячĕсем икĕ чĕлхинче те виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) хутсăр хисеп ячĕсем: один, пять, девять – пĕрре, пиллĕк, тăххăр; 2) хутлă хисеп ячĕсем: одиннадцать, девяносто; 3) икĕ е ытларах сăмахран пулнă хисеп ячĕсем: двадцать два – çирĕм иккĕ; сто тридцать три – çĕр вăтăр виççĕ. Вырăс чĕлхинче 11-19 хисеп ячĕсем çапла пулнă: 11 – один на десять 20 – два десять 30 – три десять 80 – восемь десять 200 – две+сътъ (две+сто). Хисеп ячĕсен вĕçленĕвĕ Вырăс чĕлхинче шут хисеп ячĕсен падеж тăрăх вĕçленеççĕ: Им. п. один человек Род. п. одного человека Дат. п. одному человеку Вин. п. одного человека Тв. п. одним человеком Пр. п. об одном человеке Япала ячĕсемпе тата паллă ячĕсемпе танлаштарсан, шут хисеп ячĕсем род тăрăх (один, два, оба, полтора сăмахсемсĕр пуçне) улшăнмаççĕ. Малалла хăш-пĕр хисеп ячĕсен падеж вĕçленĕвне кăтартатпăр: Им. п. одни две сорок сто Род. п. одних двух сорока ста Дат. п. одним двум сорока ста Вин. п. одни, одних две, двух сорок сто Тв. п. одними двумя сорока ста Пр. п. об одних о двух о сорока о ста
Им. п. полтора (ы) оба обе трое Род. п. полутора обоих обеих троих Дат. п. полутора обоим обеим троим Вин. п. полтора (ы) оба, обоих обе трое Тв. п. полуторами обоими обеими троими Пр. п. о полутора об обоих об обеих о троих
Им. п. три пятых двести пятьдесят пятьсот Род. п. трех пятых двухсот пятидесяти пятисот Дат. п. трем пятым двумстам пятидесяти пятистам Вин. п. три пятых двести пятьдесят пятьсот Тв. п. тремя пятыми двумястами пятьюдесятью пятьюстами Пр. п. о трех пятых о двухстах о пятидесяти о пятистах Полтора хисеп ятне япала ячĕсемпе çыхăнтарса каланă чухне падеж тăрăх мĕнле вĕçлемеллине те пĕлмелле. Кунта род категорийĕн витĕмĕ палăртать. Полтора хисеп ячĕ женский родри япала ячĕпе çыхăннă чухне полторы форма йышăнать: полторы тонны (картофеля), полторы груши, полторы секунды, полторы группы. Мужской тата средний родри япала ячĕсемпе çыхăннă чухне çак хисеп ячĕ (ăна вырăсла количественно-дробное числительное теççĕ, чăвашла шут-вак хисеп ячĕ) полтора форма йышăнать: полтора стакана, полтора часа, полтора ведра, полтора яблока. Çак хисеп ячĕсемпе япала ячĕсем два, две, три, четыре хисеп ячĕсемпе çыхăннă пекех çыхăнаççĕ: два человека – две девушки, два дома – две стены, два яблока – две тетради т.ыт.те. Чăваш чĕлхинче япала ячĕсемпе çыхăнакан хисеп ячĕсем, паллă ячĕсем пекех, падеж тăрăх вĕçленмеççĕ. Т. п. пĕр çын пиллĕкмĕш класс К. п. пĕр çыннăн пиллĕкмĕш класăн П. п. пĕр çынна пиллĕкмĕш класа В. п. пĕр çынта (ра) пиллĕкмĕш класра Т. п. пĕр çынтан (ран) пиллĕкмĕш класран П. п. пĕр çынпа пиллĕкмĕш класпа Ç. п. пĕр çынсăр пиллĕкмĕш классăр П. п. пĕр çынлă пиллĕкмĕш класлă П. п. пĕр çыншăн пиллĕкмĕш класшăн Япала ячĕсемпе çыхăннă чухне йĕрке хисеп ячĕсене тулли формăра калаççĕ (пилĕкмĕш класс маар, пиллĕкмĕш класс). Кун пек сăмах çыхăнăвĕсенче студентсемпе шкул ачисем йăнăш час-часах тăваççĕ. Тулли шут хисеп ячĕсем падеж тăрăх япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ. Т. п. иккĕ пиллĕк вăтăр К. п. иккĕн пиллĕкĕн вăтăрăн П. п. икке пиллĕке вăтăра В. п. иккĕре пиллĕкре вăтăрта Т. п. иккĕрен пиллĕкрен вăтăртан П. п. иккĕпе пиллĕкпе вăтăрпа Ç. п. иккĕсĕр пиллĕксĕр вăтăрсăр П. п. иккĕллĕ пиллĕклĕ вăтăрлă П. п. иккĕшĕн пиллĕкшĕн вăтăршăн Пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем те падеж тăрăх япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ: Т. п. иксĕмĕр иксĕр иккĕшĕ К. п. иксĕмĕрĕн иксĕрĕн иккĕшĕн П. п. иксĕмĕре иксĕре иккĕшне В. п. иксĕмĕрте иксĕрте иккĕшĕнче Т. п. иксĕмĕртен иксĕртен иккĕшĕнчен П. п. иксĕмĕрпе иксĕрпе иккĕшĕпе Ç. п. иксĕмĕрсĕр иксĕрсĕр иккĕшĕнсĕр П. п. иксĕмĕрлĕ иксĕрлĕ иккĕшĕнлĕ П. п. иксĕмĕршĕн иксĕршĕн иккĕшĕншĕн Чăваш чĕлхинче йĕрке хисеп ячĕсем падеж тăрăх та, хисеп тăрăх та улшăнмаççĕ: Т. п. вăтăрмĕш çын пинмĕш салтак К. п. вăтăрмĕш çыннăн пинмĕш салтакăн П. п. вăтăрмĕш çынна пинмĕш салтака В. п. вăтăрмĕш çынра пинмĕш салтакра Т. п. вăтăрмĕш çынран пинмĕш салтакран П. п. вăтăрмĕш çынпа пинмĕш салтакпа Ç. п. вăтăрмĕш çынсăр пинмĕш салтаксăр П. п. вăтăрмĕш çынлă пинмĕш салтаклă П. п. вăтăрмĕш çыншăн пинмĕш салтакшăн Йĕрке хисеп ячĕсем падеж тата хисеп тăрăх камăнлăх форминче кăна улшăнаççĕ: Т. п. виççĕшĕ тăхăрвуннăмĕшĕ К. п. виççĕмĕшĕн тăхăрвуннăмĕшĕн П. п. виççĕмĕшне тăхăрвуннăмĕшне В. п. виççĕмĕшĕнче тăхăрвуннăмĕшĕнче Т. п. виççĕмĕшĕнчен тăхăрвуннăмĕшĕнчен П. п. виççĕмĕшĕпе (виççĕмĕшпе) тăхăрвуннăмĕшĕпе (тăхăрвуннăвĕшпе) Ç. п. виççĕмĕшĕсĕр (виççĕмĕшсĕр) тăхăрвуннăмĕшĕсĕр (тăхăрвуннăмĕшсĕр) П. п. виççĕмĕшĕллĕ (виççĕмĕшлĕ) тăхăрвуннăмĕшĕллĕ (тăхăрвуннăмĕшлĕ) П. п. виççĕмĕшĕшĕн (виççĕмĕшшĕн) тăхăрвуннăмĕшĕшĕн(тăхăрвуннăмĕшшĕн) Вырăс чĕлхинче, один хисеп ячĕсĕр пуçне, ытти пур шут хисеп ячĕсем те япала ячĕсене пĕр-пĕр падежра тытса тăраççĕ, вĕсемпе пĕрле сăмах майлашăвĕсем тăваççĕ. Один хисеп ячĕ япала ятне ăнлантарнă чухне унпа пĕр родра, падежра, хисепре пулать: один дом, одна скамейка, одно место, одни числа. Два, три, четыре хисеп ячĕсем япала ячĕсене пĕрреллĕ хисепри камăнлăх (родительный) падежра тытса тăраççĕ, ытти хисеп ячĕсем нумайлă хисепри камăнлăх (родительный) падежра тăраççĕ: два карандаша, три карандаша, четыре карандаша; пять карандашей, двадцать парней, девять домов т.ыт.те.
Date: 2015-05-22; view: 1732; Нарушение авторских прав |