Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Хисеп категорийě – Категория числа





Чăваш чěлхинче пěрреллě хисеп форми, вырăс чěлхинчипе танлаштарсан, вăйлăрах палăрать: кунта кашни япала ячěн пěрреллě хисеп форми пур, вырăс чěлхинче вара хăш-пěр япала ячěсем нумайлă хисепре çеç пулаççě: каникулы, обои, очки, часы, брюки, ясли, джунгли, Ишлеи, Альпы, Пиренеи, Вурнары, Урмары, Красные Четаи, прения, духи, консервы, белила, опилки, макароны. Çак сăмахсенчен чылайăшě чăваш чěлхине те кěнě, кунта вěсене ытларах пěреллě хисепре калаççě: каникул, обой, прени, консерв, белила, макарон т.ыт.те. Маларах асăннă сăмахсенчен хăш-пěрисем чăваш чěлхине нумайлă хисеп формипе кěнě пулсан та, кунта пěрреллě хисепри сăмахсем пек шутланаççě, нумайлă хисепре кламалла чухне вěсем çумне -сем аффикс хушăнать: брюкисем, туфлисем, яслисем, каникулсем. Икě чěлхе хушшинчи çак уйрăмлăха пěлменни калаçакансемпе çыракансене чылай чухне йăнăшсем тутарать: начался летний каникул; купил одну банку белила; кончился чернил т.ыт.те. Кун пек йăнăшсене ытларах шкулта вěренекенсемпе студентсен сочиненийěсенче асăрхама пулать.

Чăваш чěлхинче мăшăр япаласене пěлтерекен сăмахсен пысăк ушкăнě пур: куç, алă, хăлха, ура, йěлтěр, пушмак. Вěсем ытларах пěрреллě хисепре пулаççě: глаза не видят – куç курмасть, руки устают – алă ывăнать, уши болят – хăлха ыратать, ноги потеют – ура тарлать.

Кунта çакна палăртмалла: енчен те çыннăн хăрах куçě курмасть пулсан, сылтăм е сулахай куç курмасть темелле. Куç курмасть тени икě куçě те курманнине пěлтерет.

Чăваш чěлхи мăшăр япала ячěсенчен пуян. Кунта вěсем авалтанах пулса пыма тытăннă: апат-çимěç, çăкăр-тăвар, чашăк-тирěк, шăна-пăван, атă-пушмак, ěçкě-çикě, улăх-çаран. Кайрантарах пулса кайнисем: хаçат-журнал, кěнеке-журнал, улпут-мулçă, лару-тăру, тытăçу-тÿпелешÿ. Мăшăр япала ячěсем ытларах пěрреллě хисепре пулаççě: хаçат-журнал çырăнса ил, çăкăр-тăвар хире-хирěç, атă-пушмак туян. Хаçат-журналсем çырăнса ил тени чěлхе картне лараймасть.

Вырăс чěлхинче мăшăр япала ячěсен пулăвě чăваш чěлхинчи пек вăйлă аталанайман. Ун пек сăмахсем юлашки вăхăтра (иртнě ěмěрěн 20-90-мěш çулěсенче) пулса пыма тытăнчěç: завод-автомат, вагон-ресторан, платье-костюм, изба-читальня, кафе-закусочная, самолет-разведчик, летчик-космонавт, кресло-кровать, альфа-частицы, бизнес-класс, бизнес-план, бизнес-программа, блиц-интервью, блиц-опрос, ватт-секунда, ватт-час, вертолет-кран. Чăваш чěлхинчи мăшăр япала ячěсен иккěмěш компоненчě çеç падеж тăрăх вěçленет пулсан (атă-пушмакăн, атă-пушмака, атă-пушмакра), вырăс чěлхинчи мăшăр япала ячěсен (парные слова) падеж тăрăх икě компоненчě те вěçленет: вагона-ресторана, завода-автомата, вертолета-крана.

Япала нумайлăхне пěлтерекен сăмахсемпе çыхăннă чухне япала ячěсене пěрреллě хисепре калама кирлě: нумай çын, чылай студент, тем чухлě кěнеке, сахал мар ача, темиçе çурт. Вырăс чěлхинче кун пек çыхăнури япала ячěсене нумайлă хисепре калаççě: много людей, множество книг, немало детей, столько тетрадей. Хисеп ячěсемпе çыхăнакан япала ячěсене чăвашла пěрреллě хисепре, вырăсла пиллěке çитиччен пěрреллě, пиллěкрен малалла нумайлă хисепре каламалла: икě студент – два студента, пилěк студент – пять студентов, миллионшар рабочи – миллионы рабочих (миллионшар рабочисем тěрěс мар).

Икě чěлхери хисеп категорийěсем хушшинчи уйрăмлăхсене пěлмесěр чăвашсем, çав шутрах шкул ачисемпе студентсем те, вырăсла каланă чухне тěрлě йăнăшсем тăваççě:

1. В сочинении Иры Петровой ошибки нет (студент педагогика практикинче каланинчен) (тěрěс: ошибок нет).

2. На экзамене по русскому языку провала не было (педагогика практики çинчен тунă отчетран) (тěрěс: провалов не было).

3. Наступает зима, а у нас дрова кончилась (тěрěс: кончились).

4. Мальчик на салазке покатился вниз (тěрěс: на салазках).

5. Как только показался свадебный кортеж, ворота тут же открылась (тěрěс: ворота открылись).

Чăваш чěлхинчи хисеп ячěсен уйрăмлăхěсене пěлменни те калаçакансемпе çыракансене çине-çинех йăнăш тутарать. Акă хăш-пěр тěслěхсем:

1. Манăн анне ěне ферминче нумай çулсем хушши тăрăшса ěçленěшěн темиçе хутчен те премисем илме тивěçлě пулчě (тěрěс: нумай çул хушши, темиçе хутчен те преми илме).

2. Акă вакунсем юсакан заводра С.Леонтьев рабочи çирěм çулсене яхăнах ěçлет (тěрěс: вакун юсакан завод, çирěм çула яхăн).

3. Сывă çынсем усă куракан чашăк-тирěксене чирлě çыннăн алăсене çумасăр тытмалла мар (тěрěс: чашăк-тирěке, алă çумасăр).

4. Юлашки çулсенче хула çыннисем те, ял çыннисем те хаçат-журналсем сахалрах çырăнса илме тытăнчěç (тěрěс: хаçат-журнал).

Date: 2015-05-22; view: 879; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.006 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию