Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
Чăваш чěлхи вырăс чěлхинчен камăнлăх категорийě пуррипе уйрăлса тăрать. Камăнлăх категорийě – пěр сăмахпах япалине те, хуçине те палăртни: кěнекем, çуртăм, çěршывăм, ялăм. Вырăс чěлхи çак категорисěрех çырлахать: кěнекем – моя книга, ялăм – моя деревня, çěршывăм – моя страна. Чăваш чěлхинчи кашни япала ячě тенě пекех камăнлăх аффиксěсене йышăнма пултарать. Паллах, эпир камăнлăха синтаксис мелěпе те палăртатпăр: манăн юлташ, пирěн ял, вěсен хули, манăн йăмăк т.ыт.те. Анчах синтаксис мелě камăнлăх категорийě тумасть. Чăвашсем хальхи вăхăтра пěрремěш сăпат аффиксěпе сахалрах усă кураççě, 2-мěш сăпат форми ытларах тěл пулать, 3-мěш сăпат формипе вара усă курмасăр май çук: унăн юлташ мар, унăн юлташě тетпěр. Ытти тěслěхсем: университет çурчě, студент портфелě, атте çěлěкě, анне савăнăçě т.ыт.те. Чăваш чěлхинче камăнлăх категорийě тăватă тěслě: 1) япали те, хуçи те пěрре: тутăрăм (мой платок), юлташăм (мой товарищ), мăнукăм (мой внук), ывăлăм (мой сын); 2) япали нумай, хуçи пěрре: ывăлăмсем (мои сыновья), юлташăмсем (мои товарищи), чечекěмсем (мои цветы), кěнекемсем (мои книги); 3) япала пěрре, хуçи нумай: ывăлăмăр (наш сын), кěнекемěр (наша книга), юлташăмăр (наш товарищ), президентăмăр (наш президент); 4) япали те, хуçи те нумай: ывăлăмăрсем (наши сыновья), кěнекемěрсем (наши книги), юлташăмăрсем (наши товарищи). Пуплевре çак формăсене пěр-пěринпе пăтраштарса йăнăшсем тăвасран асăрханма кирлě. Акă калаçу чěлхинчен илнě тěслěх: «Эпě иртнě эрнере университетăн тěп корпусěнче сирěн пиччÿпе курса калаçрăм (тěрěс: сирěн пиччěрпе)». Чăваш чěлхинче местоименисемпе çыхăнакан пат хыçсăмах та камăнлăх формине йышăнма пултарать: Пěрреллě хисеп Нумайлă хисеп 1-мěш сăпат ман патăмра пирěн патăмăрта 2-мěш сăпат сан патăнта сирěн патăрта 3-мěш сăпат ун патěнче вěсем патěнче Камăнлăх аффиксěсене йышăнакан пат хыçсăмаха усă курнă чухне калаçакансем тăтăшах йăнăш тăваççě: пирěн патěнче, пирěн патне, сирěн патěнче, сирěн патне. Сăлтавě – пěрремěшпе иккěмěш сăпатри пат хыçсăмахпа калаçакансем сайра-хутра çеç усă курнинче. Тěрěс формăсем: пирěн патăмăрта, пирěн патăмăра, сирěн патăрта, сирěн патăра (тěслěхрен: «Пирěн патăмăрта кăçал çу ăшă пулчě»; «Сирěн патăрта çак сăмаха мěнле калаççě?»). Арлăх категорийě – Категория рода Вырăс чěлхинче арлăх категорийě япала ячěн чи анлă сарăлнă, чи пěлтерěшлě грамматика категорийě шутланать. Чăваш чěлхинче ун пек категори çук. Вырăс чěлхинчи кирек хăш япала ячěн те арлăх форми пур: вăл е мужской, е женский, е средний родра пулать. Çак шута нумайлă хисепре çеç пулакан япала ячěсем кăна кěмеççě (тěслěхрен: шипцы, ножницы, дрожжи, сливки, очки, консервы). Забияка, невежа, сирота йышши сăмахсем арçын çинчен каланă чухне мужской родри, хěрарăм çинчен каланă чухне женский родри сăмахсем шутланаççě: круглый сирота – круглая сирота, настоящий невежа – настоящая невежа, полнейший невежа – полнейшая невежа. Япала ячěсен арлăхне (хăш родрине) морфологи мелěпе, е сăмахсен вěçěсемпе, палăртаççě: весовщик – весовщица, летчик – летчица, отличник – отличница, студент – студентка. Бригадир, врач, директор, инженер, профессор, техник, философ, лингвист, филолог йышши сăмахсемпе арçынсене те, хěрарăмсене те пěлтереççě. Тěслěхсем: директор школы Васильева – директор школы Петров; врач Петрова – врач Иванов; филолог Андреева – филолог Андреев. Профессисене кăтартакан маникюрша, машинистка (пичетлекенни), балерина тата ытти хăш-пěр сăмахсем женский родри сăмахсем çеç шутланаççě, вěсен мужской род форми çук. Чăваш чěлхинче арлăх категорийě çукран çын арçын е хěрарăм, выльăх ама е аçа иккенне уйрăм сăмахсемпе палăртаççě: атте – анне, пичче – аппа, шăллăм – йăмăк, вăкăр – ěне, така – сурăх. Хăш-пěр чěрчунсемпе кайăксен ячěсене пěр-пěринчен уйăрса илме аçа тата ама сăмахсемпе çыхăнтарса калаççě: хур аçи – хур ами (е аçа хур – ама хур); кушак аçи – кушак ами; кролик аçи – кролик ами; кăвакал аçи – кăвакал ами; сысна аçи – сысна ами; аçа выльăх – ама выльăх; йытă аçи – йытă ами. Вырăс чĕлхин витĕмĕпе чăваш чĕлхинче род (арлăх) категорине палăртакан сăмахсем анлă сарăлчĕç: артист – артистка, студент – студентка, ударник – ударница, пианист – пианистка, комсомолец – комсомолка. Вырăс чĕлхинче сăмахсем хăш родрине çак паллăсем кăтартаççĕ: Мужской род: 1) хытă хупă сасăсемпе вĕçленекен тата сăмах вĕçĕсемсĕр япала ячĕсем: город, ландыш, нож, топор; 2) - й сасăпа вĕçленекен япала ячĕсем: сарай, гербарий, ручей, хоккей, жокей, герой, самурай, Алтай, апогей т.ыт.те; 3) çемçе хупă сасăсемпе вĕçленекен япала ячĕсен ытларах пайĕ: гвоздь, январь, февраль, апрель; 4) падеж тăрăх вĕçленмен хăш-пĕр япала ячĕсем: маэстро, кули (анчах депо – средний родри сăмах); 5) арçынсене пĕлтерекен сăмахсем: Боря, Митя, артист; 6) мужской родри япала ячĕсем çумне -ино, -ище, -ишка, -ишко суффикссем хушăннипе пулнă япала ячĕсем: домино, домище, шалунишка, домишко. Женский род: 1) - а сасăпа вĕçленекен япала ячĕсен ытларах пайĕ: школа, парта, сумка, ноша, свеча; 2) - я саспаллипе вĕçлесе çыракан япала ячĕсен ытларах пайĕ: земля, семья, линия, организация, милиция; 3) çемçе хупă сасăпа вĕçленекен хăш-пĕр япала ячĕсем: тетрадь, речь, власть, авиамодель; 4) хытă ж, ш сасăсемпе (çырасса вĕсене çемçелĕх паллипе çыраççĕ) пĕтекен япала ячĕсем: рожь, тушь; 5) уçă тата хупă сасăсемпе пĕтекен, анчах падеж тăрăх вĕçленмен япала ячĕсем (хĕрарăма пĕлтерекеннисем): леди, мадам, Шмитд (хĕрарăм хушамачĕ). Средний род: 1) - о тата редукциллĕ о сасăпа вĕçленекен япала ячĕсем: слово, лицо, мыло, дерево, олово, золото; 2) jо (ë) тата редукциллĕ jэ (транскрипцири) сасăсемпе вĕçленекен япала ячĕсем: поле, знание, чтение, ружье, печенье, страдание; 3) -мя сасăсемпе вĕçленекен вунă япала ячĕ: бремя, время, вымя, знамя, имя, пламя, племя, семя, стремя, темя. Женский родра та, мужской родра та пулакан япала ячĕсем: 1) - а (редукциллĕ а) сасăсемпе вĕçленекен, морфемăсем çине пайланман сăмахсем: брюзга, егоза, забияка, задира, заика, калека, невежа, невежда; 2) - ака,-яка, -ла, -уга (-юга), -ыга, -ка, -ука (-юка), -с-а, -х-а, -уля, -оша, -уша, - ëна, -он-я, -и-ца морфемăсемпе вĕçленекен япала ячĕсем: зевака, гуляка, зубрила, бродяга, хапуга, ворюга, торопыга, лакомка, злюка, плакса, растеряха, грязнуля, святоша, копуша, сластена, тихоня, тупица. Çемçелĕх паллипе (ь) вĕçленекен япала ячĕсен арлăхне (родне) палăртмалли правилăсем Çемçе хупă сасăпа вĕçленекен япала ячĕсен пĕр пайĕ женский род, тепĕр пайĕ мужской род шутланать: речь, часть – ж.р., гвоздь, январь, февраль – м.р. Хăш сăмахсем женский родра, хăшĕсем мужской родра пулнине çакăн тăрăх пĕлеççĕ: 1. Камăнлăх падежĕнче (родительный падеж) - jа сасăпа вĕçленекен пур япала ячĕсем те мужской родри сăмахсем шутланаççĕ: секретарь – секретаря, слесарь – слесаря, токарь – токаря, пахарь – пахаря, пекарь – пекаря, январь – января, медведь – медведя, учитель – учителя, гость – гостя, Чистополь – Чистополя. 2. Камăнлăх падежĕнче (родительный падеж) - и сасăпа вĕçленекен япала ячĕсем (путь – пути сăмахсăр пуçне) женский родри сăмахсем шутланаççĕ: лошадь – лошади, ночь – ночи, речь – речи, рожь – ржи, вещь – вещи, тушь – туши, власть – власти, честь – чести, радость – радости. Чăвашсем вырăсла калаçнă чухне род (арлăх) категорийĕпе çыхăннă йăнăшсем тăтăшах тăваççĕ: длинная гвоздь, прямая путь, таежная олень, холодная апрель т.ыт.те. Date: 2015-05-22; view: 979; Нарушение авторских прав |