Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Падеж категорийě – Категория падежа





Вырăс чěлхипе чăваш чěлхи пěр-пěринчен падеж категорийěпе те чылаях уйрăлса тăраççě.

Вырăс чěлхинче пурě ултă падеж:

Именительный падеж: книга студент журнал

Родительный падеж: книги студента журнала

Дательный падеж: книге студенту журналу

Винительный падеж: книгу студента журнал

Творительный падеж: книгой студентом журналом

Предложный падеж: о книге о студенте о журнале

Чăваш чěлхинче сакăр падеж:

Тěп падеж: кěнеке студент журнал

Камăнлăх падежě: кěнекен студентăн журналăн

Пару падежě: кěнекене студента журнала

Вырăн падежě: кěнекере студентра журналта(ра)

Туху падежě: кěнекерен студентран журналтан(ран)

Пěрлелěх падежě: кěнекепе студентпа журналпа

Çуклăх падежě: кěнекесěр студентсăр журналсăр

Пирке падежě: кěнекешěн студентшăн журналшăн

Юлашки вăхăтра тěпчевçěсем чăваш чěлхинче тăххăрмěш падеж пурине палăртаççě, ăна вěсем пурлăх падежě тесе ят парасшăн. Сăмахě кунта -лă(-лě) аффикслă япала ячěсем çинчен пырать. Ку таранччен вěсене çыхăну паллă ячěсем тесе пăхатчěç: сукмкăллă ача, портфельлě студент, лашаллă хуçалăх, куçлăхлă çын, дипломатлă чиновник, фотоаппаратлă журналист т.ыт.те. Вырăсла вěсене ик тěрлě калама пулать: мальчик с сумкой – мальчик, имеющий сумку; хозяйство с лошадью – хозяйство, имеющее лошадь; чиновник с дипломатом – чиновник, имеющий дипломат.

Çак çěнěлěх норма пулса çирěпленсен, чăваш чěлхинче мěнлелěх паллă ячěсем çеç пур тесе йышăнма тивет. Ку таранччен çыхăну паллă ячěсем тесе пăхнă сăмахсене (лашаллă хуçалăх, лашасăр хуçалăх) япала ячěсем шутне кěртме тивет.

Вырăс чěлхинче кто? кого? кому? кем? о ком? тесе чěрě япаласене пěлтерекен сăмахсем ыйтăнаççě, чěрě мар япаласене пěлтерекеннисем что? чего? чему? чем? о чем? тесе ыйтăнаççě. Чăваш чěлхинче кам? тесе çынна пěлтерекен сăмахсем çеç ыйтăнаççě, ытти сăмахсен ыйтăвě пурин те мěн? Тěслěхсем: кто лежит? – змея лежит; что лежит? – молоток лежит; мěн выртать? – çěлен выртать, кам выртать? – çын выртать.

Кашни падежăн хăйěн пěлтерěшěсем пур, анчах вырăс падежěсемпе чăваш падежěсен пěлтерěшěсем чылай чухне пěр-пěрне тÿр килмеççě.Çак уйрăмлăха пěлменни чăвашсене вырăсла калаçнă чухне час-часах йăнăшсем тутарать. Тěслěхсем: Брезгуя от пьяного мужа, жена не захотела остаться с ним в одной комнате (тěрěс: брезгуя пьяным мужем). Çак предложенири йăнăш чăвашла шухăшласа çырнипе пулнă: камран йěрěн? – от кого брезговать? камран хăра? – от кого бояться? Чăваш предложенийěсенчи йăнăшсем вырăсла шухăшласа çырнипе е каланипе пулаççě: мěнпе ертсе пыр? – руководить чем? (Манăн атте колхозпа çирěм çул ертсе пырать). Ку тěслěхре колхоз сăмаха пару падежне лартса каламалла пулнă: колхоза ертсе пыр.

Ытти йышши йăнăшсем: участвовать в лыжных соревнованиях – йěлтěрçěсен ăмăртăвěнче хутшăн (тěрěс: ăмăртăвне хутшăн); на пристани – пристань çинче (тěрěс: пристаньре); на вокзале – вокзал çинче (тěрěс: вокзалра е вокзалта); на лодке – кимě çинче ярăн (тěрěс: кимěпе ярăн); на поезде, троллейбусе, трамвае, автобусе – поезд, троллейбус, трамвай, автобус çинче ларса пыр (тěрěс: поездпа, троллейбуспа, трамвайпа, автобуспа ларса пыр); играть на пианино, рояле – пианино, рояль çинче выля (тěрěс: пианино, рояль кала); растворить на воде – шыв çинче ирěлтер (тěрěс: шывра ирěлтер); стрелять из ружья – пăшалтан пер (тěрěсрех: пăшалпа, пистолетпа, тупăпа пер); перевести с русского на чувашский язык – вырăсларан чăваш чěлхи çине куçар (тěрěс: вырăсларан чăвашла куçар). Чăваш предложенийěсенчи çакăн йышши йăнăшсем вырăсла, вырăс предложенийěсенчи йăнăшсем чăвашла шухăшласа çырнипе е каланипе пулаççě. Çакă вăл чăвашсене ик чěлхери падеж пěлтерěшěсене лайăхрах пěлсе ăша хывма хистет.

Вырăс чěлхинче падеж тата хисеп тăрăх улшăнман сăмахсем пур. Вěсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççě:

1. Урăх чěлхесенчен йышăннă пайăр мар ятсем: депо, шоссе, такси, интервью, алоэ, пенсне, кофе, кольраби, пенальти, динамо, виски, либретто, пальто, авеню, авторалли, амплуа, бигуди т.ыт.те.

2. Урăх чěлхесенчен йышăннă хěрарăм хушамачěсем (хупă сасăсемпе вěçленекеннисем): Рéмчук, Мацкéвич, Шлéгель, Бáйнтон, Твен, Ремáрк, Блок, Руссó, Чáпек.

3. -аго, -яго, -яг, -ых, -их, -ово сасă майлашăвěсемпе вěçленекен хушаматсем: Шамбинáго, Седых, Дубяг, Долгúх, Дурнóво.

4. Ют çěршывсенчи уçă сасăсемпе вěçленекен хушаматсем: Дáнте, Гюгó, Золя, Додé, Вéрди, Шóу, Прúстли.

Вырăс чěлхинчи падеж тăрăх вěçленмен сăмахсем чăваш чěлхинче пурте вěçленеççě:

Т.п. такси Мацкевич Чапек Седых Гюго

К.п. таксин Мацкевичăн Чапекăн Седыхăн Гюгон

П.п. таксие Мацкевича Чапека Седыха Гюгона

В.п. таксире Мацкевичра Чапекра Седыхра Гюгора

Т.п. таксирен Мацкевичран Чапекран Седыхран Гюгоран

П.п. таксипе Мацкевичпа Чапкепа Седыхпа Гюгопа

Ç.п. таксисěр Мацкевичсăр Чапексăр Седыхсăр Гюгосăр

Пурл.п. таксиллě Мацкевичлă Чапеклă Седыхлă Гюголлă

П.п. таксишěн Мацкевичшăн Чапекшăн Седыхшăн Гюгошăн

Çакăн йышши сăмахсем чăваш чěлхинче хисеп тăрăх та улшăнаççě: таксисем, Мацкевичсéм, Чапексéм, Седыхсéм, Гюгосéм.

Вырăс чěлхинчи ятпа хушамат майлашăвě чăваш чěлхинче падеж тăрăх çапла вěçленет:

Т.п. Александр Дюма Константин Седых

К.п. Александр Дюман Константин Седыхăн

П.п. Александр Дюмана Константин Седыха

В.п. Александр Дюмара Константин Седыхра

Т.п. Александр Дюмаран Константин Седыхран

П.п. Александр Дюмапа Константин Седыхпа

Ç.п. Александр Дюмасăр Константин Седыхсăр

Пурл.п. Александр Дюмаллă Константин Седыхлă

П.п. Александр Дюмашăн Константин Седыхшăн

Вěçленÿрен çакă курăнать: падеж тăрăх çын ячě вěçленмест, хушамачě çеç вěçленет.

Date: 2015-05-22; view: 851; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.004 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию