Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Паллă ячĕ – Имя прилагательное
Вырăс чĕлхинче паллă ячĕсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) мĕнлелĕх паллă ячĕсем – качественные прилагательные; 2) çыхăну паллă ячĕсем – относительные прилагательные. Мĕнлелĕх паллă ячĕсем япала паллине тÿрех, урăх япалапа çыхăнтармасăр, кăтартаççĕ: красивый дом, высокий парень, неряшливая девочка, сладкий пирог (мĕнлелĕх паллă ячĕсем); вчерашний день, зимняя погода, троллейбусный парк (çыхăну паллă ячĕсем). Чăваш чĕлхинче мĕнлелĕх паллă ячĕсем çеç пур: хитре хула, пысăк çурт, илемлĕ хĕрача, пăсăк çын, чее тилĕ т.ыт.те. Ку таранччен чăваш чĕлхин морфологийĕнче çыхăну паллă ячĕсен ушкăнĕ пурине кăтартатчĕç: сумкăллă ача, портфельлĕ студент, вăрăм ураллă çын т.ыт.те. Халĕ ун йышши сăмахсене пурлăх падежĕнчи япала ячĕсем тесе пăхаççĕ. Ку шухăшпа эпир те килĕшетпĕр. Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те мĕнлелĕх паллă ячĕсем танлаштару степенĕсенче пулма пултараççĕ: важный – важнее, более важный; добрый – добрее, более добрый; хороший – лучше; красивый – красивее; высокий – выше, низкий – ниже; широкий – шире; лайăх – лайăхрах; япăх – япăхрах; вăрăм – вăрăмрах; кĕске – кĕскерех т.ыт.те. Паллă ячĕсен вăйлă форми çакăн пек пулать: вырăс чĕлхинче – добрый – добрейший, самый добрый; важный – важнейший, самый важный; тонкий – тоньчайший; великий – величайший; хитре – чи хитре (ÿкерчĕк); илемлĕ – чи илемлĕ (хĕрача); симĕс – сип-симĕс, шурă – шап-шурă; хĕрлĕ – хĕп-хĕрлĕ; кăвак – кăн-кăвак; хура – хуп-хура; хĕрлĕ-хĕрлĕ (чечексем); шурă-шурă (тутăрсем); симĕс-симĕс (чечексем). Асăрхаттарни: важнейший, тоньчайший, величайший, добрейший йышши паллă ячĕсене самый местоименипе çыхăнтарса калани плеоназм текен йăнăш тутарать. Çавăн пекех питĕ шап-шурă, питĕ сип-симĕс, питĕ кăн-кăвак тени те асăннă йышши йăнăш çуратать. Вырăс чĕлхинчи мĕнлелĕх паллă ячĕсен çакăн пек уйрăмлăхсем пур: вĕсем икĕ формăра – тулли тата кĕске формăсенче – пулаççĕ: тяжелый (-ая, -ое) – тяжел, тяжела, тяжело; красивый (-ая, -ое) – красив, красива, красиво; неряшливый (-ая, -ое) – неряшлив, неряшлива, неряшливо; высокий (-ая, -ое) – высок, высока, высоко т.ыт.те. Кĕске формăри паллă ячĕсем предложенире сказуемăй çеç пулаççĕ, çавăнпа падеж тăрăх вĕçленмеççĕ. Тĕслĕхсем: Этот раздел очень труден. Ты похож на своего отца. Озеро богато рыбой. Она согласна пойти сегодня в театр. Маларах каланинчен çакă курăнать: кĕске формăри паллă ячĕсем пурте тенĕ пекех тулли формăри паллă ячĕсенчен пулаççĕ. Анчах чĕлхере кĕске формăра çеç пулакан паллă ячĕсем те пур: рад (рада, радо); надобен (надобна, надобно); горазд; должен (должно). Вĕсемпе çыру чĕлхинче те, калаçу чĕлхинче те пĕр пекех тухăçлă усă кураççĕ. Анчах кĕске формăра çеç пулакан паллă ячĕсем вырăс чĕлхинче питĕ сайра тĕл пулаççĕ. Кунта тата çакна палăртса хăвармалла: вырăс чĕлхинчи чылай паллă ятĕнчен кĕске формăллă паллă ячĕсем пулмаççĕ, вĕсем шутне çаксем кĕреççĕ: 1) -ский сасăсемпе вĕçленекеннисем (братский, дружеский, вражеский т.ыт.те); 2) -ов(ый) суффикслă паллă ячĕсем (передовой, деловой); 3) глаголтан пулнă -л(ый) суффикслă паллă ячĕсем (отсталый, обветшалый, устарелый); 4) дохлый, прошлый, обрюзглый; 5) япала пахалăхне пысăклатсарах кăтартакан суффикслă тата приставкăллă паллă ячĕсем (здоровенный, худющий, пренеприятный, разудалый); 6) большой, старший, младший, меньший паллă ячĕсем т.ыт.те. Чăваш чĕлхинче паллă ячĕсем кĕске формăра пулмаççĕ. Вырăс чĕлхинче паллă ячĕсем япала ячĕпе çыхăннă чухне род, хисеп, падеж тăрăх улшăнаççĕ; чăваш чĕлхинче пачах улшăнмаççĕ: красивый дом, красивого дома, красивая девушка, красивой девушке, красивых девушек; хитре çурт, хитре çуртăн, хитре çуртсем; хитре хĕр, хитре хĕре, хитре хĕрсем, хитре хĕрсене т.ыт.те. Вырăс чĕлхинче паллă ячĕсем япала ячĕсем умĕнче те, хыçĕнче те тăма пултараççĕ, апла пулин те вĕсен пĕлтерĕшĕ улшăнмасть: красное солнце – солнце красное; высокий парень – парень высокий; чăваш чĕлхинче япала ятне ăнлантаракан паллă ячĕсем ун умĕнче çеç тăраççĕ: çутă хĕвел, хитре хĕр, çÿллĕ каччă. Паллă ятне япала ячĕ хыççăн каласан, шухăш улшăнать: каччă çÿллĕ, хĕр хитре, хĕвел çутă. Уйрăмлăхĕ çакăнта: çÿллĕ каччă, çутă хĕвел, хитре хĕр сăмах майлашăвĕсем япалан е çыннăн яланхи паллине, каччă çÿллĕ, хĕр хитре, хĕвел çутă сăмах майлашăвĕсем япалан е çыннăн хальхи вăхăтри паллине кăтартаççĕ. Çак сăмах майлашăвĕсем хушшинче синтаксис уйрăмлăхĕ те пур: япала ячĕ умĕнче тăракан паллă ячĕсем определени, хыçĕнче тăраканнисем сказуемăй пулаççĕ. Вырăс чĕлхинче лексика пĕлтерĕшĕсемпе грамматика пĕлтерĕшĕсене кура паллă ячĕсем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) мĕнлелĕх паллă ячĕсем (красивый дом, хороший мальчик, большой город); 2) çыхăну паллă ячĕсем (вчерашний день, пожарная лошадь, морские волны, дедовские обычаи, дежурный милиционер); 3) камăнлăх (притяжательные) паллă ячĕсем (сестрин платок, отцова шапка, мамино счастье). Чăваш чĕлхинче çыхăну паллă ячĕсемпе камăнлăх паллă ячĕсем çук. Кунта вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсене икĕ япала ячĕн майлашăвĕсем тивĕçлĕ: отцова шапка – атте çĕлĕкĕ, мамино счастье – анне телейĕ, сестрин платок – аппа (йăмăк) тутăрĕ. Чăваш чĕлхинчи паллă ячĕсен çакăн пек уйрăмлăхсем пур: - вĕсем те, вырăс чĕлхинчи мĕнлелĕх паллă ячĕсем пекех, танлаштару степенĕпе вăйлă степеньре пулаççĕ, анчах пулăвĕпе вырăс чĕлхинчи паллă ячĕсенчен чылаях уйрăлса тăраççĕ (маларах каланине пăхăр); - паллă ячĕсенчен абстрактлă пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем пулма пултараççĕ: чее – чеелĕх (хитрость, уловка, ухищрение, плутовство), паттăр – паттăрлăх (героизм, доблесть, храбрость, отвага, мужество), хăюллă – хăюлăх (смелость, храбрость, решительность, отвага). Вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, асăннă пулăм чăваш чĕлхинче тухăçлăрах палăрать; -чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр паллă ячĕсем предложенири япала ячĕн пĕлтерĕшне туянма пултараççĕ: çамрăк çын – çамрăксем (яп.я.), паттăр салтак – паттăрсем (яп. я.) т.ыт.те; -чăваш чĕлхинчи кашни паллă ячĕ танлаштару степенĕнче пулма пултарать, вырăс чĕлхинче хăш-пĕр паллă ячĕсем ун пек форма йышăнмаççĕ (мëртвый); -вырăс чĕлхинчи чылай паллă ятĕнчен наречисем пулма пултараççĕ пулсан (активный – активно, беспомощный – беспомощно, зверский – зверски т.ыт.те), чăваш чĕлхинчи пĕр паллă ятĕнчен те наречи пулмасть: паттăррăн, çÿллĕн, хаяррăн, тикĕссĕн йышши формăна халĕ чăваш грамматикинче паллă ячĕн мĕнлелĕх форми тесе пăхаççĕ. Date: 2015-05-22; view: 1105; Нарушение авторских прав |