Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Татăк – Частица
Татăксем – пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, вĕсем сăмахсен е предложенисен пĕлтерĕшĕсене хушма сĕм парса кăштах улăштараççĕ. Татăксем хăй пĕлтерĕшлĕ сăмах умĕнче тăраканнисем (разве, неужели, кое-) тата ун хыçĕнче тăраканнисем (же, ли, бы т.ыт.те) пулаççĕ. Чăваш чĕлхинче сăмах умĕнче тăракан татăксем çук. Та- (те-), ни- татăксене çеç палăртмалла: такам, темĕн, нихăçан, нимĕн те, - ни татăк чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕнĕ (никто, никакой, ничто, ничего, ничем). Сăмах умĕнче тăракан татăксенчен ан татăка палăртмалла: ан кала, ан тарăх, ан тавлаш, ан сÿпĕлтет т.ыт.те. Татăксем хăйсен пĕлтерĕшĕпе тата вырăнĕпе икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Пĕрремĕш ушкăна калаканĕ предложенире мĕн çинчен калаççĕ, çавăн çине мĕнле пăхнине пĕлтерекен татăксем кĕреççĕ. Вĕсем хăйсем темиçе ушкăнран тăраççĕ: - ыйту татăкĕсем: разве, неужели, ли (выр.), -и, -им, -ши, -шим, нивушлĕ (чăв.). Разве ты так думаешь? – Эсĕ çапла шутлатăн- и вара? Неужели он даже этого не знает? – Нивушлĕ вăл çакна та пĕлмест вара? Так ли уж он все забыл? – Çакăн çинчен вăл пĕтĕмпех манса кайнă- ши вара? - вăйлату татăкĕсем: даже, уже (уж), ведь, и, же, ни (выр.); -ах (-ех), та, те, тата, вара, -çке, вĕт, ĕнтĕ (чăв.). Çаплах-ши вара? Пухура вăл та пулчĕ. Вĕсен ĕне çеç мар, лаша та пур. Это знает даже маленький ребенок. На собрание пришел и Петр Петрович. Я же сказал это. Ведь он даже на заседании отсутствовал; - уйăру татăкĕсем: только, лишь только (выр.), анчах, çеç (çех), кăна (чăв.). Студентсен анчах хăçан татăк, хăçан наречи пулнине лайăх уйăрса илме пĕлмелле: Вăл анчах (нар.) тухса кайрĕ – Анчах (татăк) пухура вăл пĕр сăмах та шарламарĕ; - кăтарту татăкĕсем: вот, вон, это (выр.), акă, авă (ак, ав) (чăв.). Ак эп килтĕм те. Вот я пришел. Вон он сидит; - тĕрĕслетÿ татăкĕсем: именно, подлинно, как раз (выр.); шăп; шăп та шай, шăп та лăп (чăв.); - иккĕленÿ татăкĕсем: -тăр (-тĕр). Вăл паян яла кайнă- тăр. Вăл хулана ĕнер таврăннă - тăр. Хăнана Петĕрпе арăмĕ те килнĕ- тĕр. Вырăс чĕлхинче иккĕленÿ татăкĕсем çук. Иккĕмĕш ушкăна сăмах формисемпе çĕнĕ сăмахсем тăвакан татăксем кĕреççĕ. Вырăс чĕлхинче – бы, бывало: был бы, хоть бы, чтобы; -нибудь: кто-нибудь, как-нибудь, когда-нибудь; -либо: кто-либо, что-либо, когда-либо; -то: кто-то, что-то, как-то, когда-то; кое-: кое-кто, кое-что, кое-как, да, пусть; не, -не: не пишу, некогда, недоумевать, некто, несмелый; ни-: никто, ничто, никакой, ни один (человек). Чăваш чĕлхинче – шап- (шап-шурă), хуп- (хуп-хура), кăн- (кăн-кăвак), чи (чи лайăххи), сĕм- (сĕм-ешĕл). Кусем паллă ячĕн вăйлă степеньне тăваççĕ; ан, мар, çук: ан кала, апла мар, каяс çук. Кусем глаголăн хирĕçлев аспектне тăваççĕ.
Date: 2015-05-22; view: 1293; Нарушение авторских прав |