Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Предложенири сăмахсен йĕрки
Предложенире сăмахсене ытти çынсем ăнланмалла, уçăмлă вырнаçтарса тухаççĕ. Вырăс чĕлхин правилисемпе сăмахсен предложенири яланхи йĕрки çакăн пек пулмалла: подлежащи е сказуемăй умĕнче (тÿрĕ йĕрке), е сказуемăй хыçĕнче (хирĕçле йĕрке) пулмалла. Тĕслĕхсем: Папа вчера уехал в командировку (тÿрĕ йĕрке). В командировку вчера уехал не папа, а Иван Петрович (хирĕçле йĕрке). Хирĕçле йĕркепе ытларах поэзире усă кураççĕ, анчах вăл калаçу чĕлхинче те час-часах тĕл пулать: а) ли татăклă ыйтуллă предложенисенче: Знаете ли вы английский язык? ă) тÿрĕ пуплев варринче е ун хыççăн тăракан автор сăмахĕсенче: «Кто это?» - спросил хозяин дома. «Ку кам?» - ыйтрĕ кил хуçи. Ку тĕслĕхсенче сказуемăй яланхи йĕркери пек подлежащи хыçĕнче мар, ун умĕн тăрать. Предложенин кĕçĕн членĕсене илес пулсан, вĕсем вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те синтаксис правилисене пăхăнса вырнаçаççĕ. Вырăс чĕлхинче паллă ятĕнчен, хисеп ятĕнчен, местоименирен пулнă определенисем ăнлантарса паракан сăмахсем умĕнче тăраççĕ: старый рабочий, свой опыт, апрельское солнце, второй человек. Пăхăнтаракан сăмахпа падеж, хисеп, род тăрăх килăшсе тăман определенисем ун хыççăн тăраççĕ: шапка отца, письмо брата, счастье мамы т.ыт.те. Дополненисем пăхăнтаракан сăмахсем хыççăн, мĕнлелĕх обстоятельствисем сказуемый умĕн, вырăнпа вăхăт обстоятельствисем е малта, е хыçалта тăраççĕ: Солнце ласково греет Землю. Зимой в лесу хорошо кататься на лыжах. Чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенири йĕрки, вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, çирĕпрех. Кунта, ытти тĕрĕк чĕлхисенчи пекех, пăхăнакан сăмах яланах пăхăнтаракан сăмах умĕн тăрать, дополненипе обстоятельство сказуемăй умĕн тăраççĕ, сказуемăй ытларах предложени вĕçĕнче тăрать. Чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенири йĕрки тĕпрен илсен çакăн пек: подлежащи, ун умĕн ăна пăхăнакан сăмахсем, предложени вĕçĕнче – сказуемăй, ун умĕн ăна пăхăнакан ытти мĕнпур сăмахсем (обстоятельствăсемпе дополненисем). Тĕслĕх: Малти лав çинчи хĕрлĕ ялав илемлĕн явкаланса вĕçсе пырать. Чăваш чĕлхинче предложенири пăхăнакан (кĕçĕн) членсен йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ: вĕсене кам мĕнле вырнаçтарас тет, çавăн пек вырнаçтараймасть, ахальлĕн предложени ăнланмалла мар пулса тухать. Пăхăнтаракан пĕр сăмах умĕнче тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен пулнă пĕр йышши мар темиçе определени пулма пултарать. Çакăн пек чухне пăхăнтаракан сăмах умĕн паллă ятĕнчен пулнă определени, унтан япала ятĕнчен, причастирен, юлашкинчен кăтарту местоименийĕнчен пулнă определенисем вырнаçаççĕ. Камăнлăх падежĕнчи япала ятĕнчен е местоименирен пулнă определени ытти определенисенчен маларах тăрать: Манăн кÿршĕ ялти чи çывăх тусăм клубра ĕçлет. Обстоятельствăсем предложенире çакăн пек вырнаçаççĕ: мĕнлелĕх обстоятельстви сказуемăй умĕнче тăрать, унтан малалла тĕллев, сĕлтав, вырăн тата вăхăт обстоятельствисем тăраççĕ. Хальхи литература чĕлхинче вăхăт обстоятельстви, хăш-пĕр предложенисенче вырăн обстоятельстви те предложени пуçламăшĕнче, подлежащие пăхăнакан сăмахсем умĕнче тăма пултарать. Тĕслĕх: Çав вăхăтра Кавăрле вышка патĕнчи Кĕтеснер çырми патнеллепĕр-пĕччен утать (М.Трубина). Анчах та калаçу чĕлхи предложенири сăмахсен яланхи йĕркине пур чухнех те пăхăнмасан та пултарать. Çак йĕркерен пăрăннине вырăс чĕлхинче те асăрхама пулать (уйрăмах илемлĕ пуплевре, поэзире). Тĕслĕх: Ехал он берегом широкого озера. – Пынă вăл сарлака кÿлĕ хĕррипе. Çак предложенире пынă сказуемăй предложени пуçламăшĕнче, ун хыççăн вăл подлежащи тăрать. Предложенири сăмахсен яланхи йĕркине çакăн пек улăштарнине инверси теççĕ. Инверси пуплевре стиль тĕлĕшĕнчен питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне вăл пуплеве сăнарлă, хавхалануллă, çавна май асра юлмалла тăвать: Тĕслĕх: Не сияет на небе солнце красное, Не любуются им тучки синие. Вырăс чĕлхинче инверсиллĕ предложенисенче определени япала ячĕ хыççăн тăма пултарать: солнце красное, девица красная, парень молодой. Тĕслĕхрен: Взошло солнце красное. Чăваш чĕлхинче кун пекки тĕл пулмасть. Асăннă йышши вырăс предложенийĕсене сăмах хыççăн (буквально) куçарма май çук: «Тухрĕ хĕвел сарă» теместпĕр. Определенипе тĕп сăмах (хăйне пăхăнтарса ларакан сăмах) вырăнне улăштарсан, предложении содержанийĕ е улшăнать, е ăнланмалла мар пулса тухать. Тĕслĕхрен, парень высокий сăмах майлашăвне тÿрремĕн куçарсан, шухăш, чăнах та, улшăнать. Вырăс чĕлхинче высокий сăмах иккĕмĕш вырăнта тăрсан та, определени пулма пăрахмасть: парень высокий; чăваш чĕлхинче сказуемăй пулать: каччă çÿллĕ. Çавăн йышши ытти тĕслĕхсем: берег высокий (определени) – çыран çÿллĕ (сказуемăй). Дорога длинная лежит (определени) – Мускав çулĕ вăрăм (сказуемăй). Вырăс чĕлхинче паллă ячĕсем те сказуемăй пулма пултараççĕ: Эта дорога длинная (сказуемăй). Этот парень высокий (сказуемăй). Вырăс чĕлхинче инверсипе усă курман чухне те сказуемăй предложени вĕçне мар, маларах вырнаçать: Преподаватель вошел в аудиторию. – Преподаватель аудиторие кĕчĕ. (Анчах Преподаватель кĕчĕ аудиторие мар). Пĕр йышши членлă предложенисенче вара сказуемăй обстоятельство умĕнче те тăма пултарать: «Преподаватель кĕчĕ те аудиторие, студентсене ăшшăн сывлăх сунчĕ». Çакăн пекех «Преподаватель аудиторие кĕчĕ те …» теме те пулать. Вырăс чĕлхинче сказуемăй маларах илсе кăтартнă йышши предложенисенче çеç мар, ытти йышши предложенисенче те хыçалта тăрасшăн мар: Кругом ярко светит солнце. Çакна чăвашла сăмах хыççăн сăмах куçарас пулсан, предложени ак мĕнле пулмалаччĕ: Йĕри-тавра ялтăртатать хĕвел. Анчах чăваш капла калама хăнăхман, вăл сказуемăя предложени вĕçне лартма тăрăшать: Йĕри-тавра хĕвел ялтăртатать. Хутсăр предложенисем çинчен каланă май тата çакна палăртса хăвармалла: вырăс чĕлхинчи подлежащисĕр предложенисене чылай чухне чăвашла подлежащиллĕ предложенисем тивĕçлĕ: Работы хватает. – Ĕç çителĕклĕ. Мне уши заложило. – Манăн хăлха хупланса (питĕрĕнсе) ларчĕ. Пахнет смолой. – Сăмала шăрши кĕрет. Работы было много. – Ĕç нумай пулчĕ. Нет времени – Вăхăт çук. Не было времени. – Вăхăт пулмарĕ. Хутсăр предложенисем çинчен каланă май вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи тата çак уйрăмлăха асăнса хăвармалла: вырăс чĕлхинче сыпăнтаракан и союз чăваш чĕлхинчи тата союзран ытларах тĕл пулать. Тĕслĕхсем: Я купил карандаш и ручку. – Эпĕ кăранташпа ручка туянтăм. «Эпĕ кăранташ тата ручка туянтăм» тесе калама эпир вырăс чĕлхин витĕмĕпе хăнăхнă. Чылай чухне тата союз çине-çинех тĕл пулса пуплеве кăткăслатать, янравлăхне пăсса вулама йывăрлатать. Вырăс чĕлхинчи икĕ пĕр йышши члена чылай чухне -па(-пе) аффикс тивĕçлĕ: Эпĕ аттепе аннене курманни çур çулталăк çитет. В комнате сидят Наташа и Петя. – Пÿлĕмре Наташăпа Петя лараççĕ. Чăваш чĕлхи çак конструкцие ытларах кăмăллать. Хаçат чĕлхинче умлă-хыçлă тĕл пулакан тата союза вырăсла шухăшласа çыракан журналистсен статйисенче тăтăшах асăрхама пулать. Тĕслĕх: «Шкул ачисем тата учительсем ача ашшĕ-амăшĕсене концертсем тата спектакльсем лартса параççĕ тата хăйсен ытти тĕрлĕ пултарулăхĕпе паллаштарса савăнтараççĕ» (хаçатран). Ку предложенире вырăс чĕлхин витĕмĕ вăйлă сисĕнет. Чăвашла çакнах тата союзсăр каласа пăхăр-ха: «Шкул ачисемпе учительсем ача ашшĕ-амăшĕсене концертсемпе спектакльсем лартса параççĕ, хăйсен ăсталăхĕпе пур енлĕ паллаштарса савăнтараççĕ». Вырăсла шухăшласа çырнипех хаçат чĕлхинче плеоназм текен йăнăшсем тĕл пулаççĕ. Акă çавăн пек тĕслĕхсенчен пĕри: «Пирĕн районти ял ĕçченĕсем 2005 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне тракторсем пе тата кăкарса ĕçлемелли хатĕрсене юсаса çитерме пулчĕç». Кунта и союз витĕмĕ яр уççăн палăрать: çак предложенире тата союзпа кирлĕ мар çĕртенех усă курнă. Тата союзпа - пе аффикс шăпах плеоназм текен йăнăш тăваççĕ.
Date: 2015-05-22; view: 1239; Нарушение авторских прав |