Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Определени пулакан пăхăнуллă предложени
Вырăс чĕлхинче определени пулакан пăхăнуллă предложенисем тĕп предложенин япала ятĕнчен е местоименирен пулнă пĕр-пĕр членне ăнлантарса параççĕ, вĕсем тĕп предложенипе какой, который, что, где, куда, откуда, когда союзла сăмахсем урлă çыхăнаççĕ. Тĕслĕхсем: Я смог видеть только те предметы, которые находились вблизи меня. – Эпĕ хама çывăхри япаласене çеç курма пултаратăп. Какой дорогой вы пойдете, той же пойдем и мы. – Эсир мĕнле çулпа каятăр, эпир те çав çулпах каятпăр. Пĕрремĕш предложенире чăвашсем вырăс чĕлхинчи определени пулакан пăхăнуллă предложение причастиллĕ сăмах майлашăвĕпе куçараççĕ, иккĕмĕш предложенире вырăс предложенийĕн конструкцийĕпе усă кураççĕ. Пĕрремĕш предложенире чăвашсем авалхи, чăн чăвашла, конструкципе, иккĕмĕш предложенире çĕнĕ, вырăслипе пĕр евĕрлĕ, конструкципе усă кураççĕ. Анчах иккĕмĕш предложенине авалхи конструкципе те куçарма пулать: Эпир эсир каякан çулпах кайăпăр (ку чăн чăвашла конструкци). Чăвашла çĕнĕ конструкципе усă курсах каймаççĕ, вăл ытларах вырăсларан чăвашла куçаракан текстсенче тĕл пулать. Чылай предложение чăвашла çĕнĕ конструкципе калама май çук. Тĕслĕх: Письмо, которое я написал вчера, еще не отправлено. – Эпĕ ĕнер çырнă çырăва халĕ те яман-ха (авалхи конструкци). Вырăсларан тÿрĕ куçарас пулсан, предложени çакăн пек калăпланнă пулĕччĕ: Çырăва, хăшне эпĕ ĕнер çыртăм, халĕ те яман-ха. Паллах, ку вăл пĕртте чăвашла мар. Тепĕр тĕслĕх: Необозримое поле, которое было перерезано неглубокими овражками, блестело мокрой зеленью. – Тарăн мар пĕчĕк çырма-çатрасем татса каçнă вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир йĕпе симĕс курăкпа йăлтăртатса тăнă (авалхи конструкци). Халĕ çакна çĕнĕ конструкципе каласа пăхар: Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир, хăшне тарăн мар çырма-çатрасем татса кайнă, йĕпе симĕс курăкпа йăлтăртатса тăнă (чăваш пуплевне пăсакан çĕнĕ конструкци). Калаçу чĕлхинче те, вырăсларан чăвашла куçаракан текстсенче те кун пек чăвашла мар предложенисене тăтăшах асăрхама пулать. Date: 2015-05-22; view: 1553; Нарушение авторских прав |