Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Пайташ – причасти
Причасти – глаголăн сăпатсăр форми, вăл чăваш чĕлхинче япала ятне ăнлантарнă чухне падеж тăрăх та, сăпат тăрăх та улшăнмасть: Пĕреллĕ хисеп Нумайлă хисеп 1 с. Эпĕ юрлакан юрă Эпир юрлакан юрăсем 2 с. Эсĕ юрлакан юрă Эсир юрлакан юрăсем 3 с. Вăл юрлакан юрă Вĕсем юрлакан юрăсем Вырăс чĕлхинче причастисем падеж тăрăх та, вăхăт тăрăх та, хисеп тăрăх та улшăнмаççĕ, анчах вĕсен наклоненипе сăпат формисем çук: Поющая женщина Поющей женщины Поющей женщине Поющую женщину С поющей женщиной О поющей женщине Поющие женщины Поющим женщинам Поющих женщин С поющими женщинами О поющих женщинах. Причасти – глаголăн хăйне евĕрлĕ форми: унăн глагол паллисем те, паллă ячĕн паллисем пур. Глаголăн тĕп категорийĕсем – залог, вид, вăхăт – пуррипе причасти глагол формисен шутне кĕрет. Вырăс причастийĕ, сăпатлă формăри глагол пекех, хăйнпе çыхăнакан япала ячĕсене пĕр-пĕр падежра тытса тăрать: Он читает книгу. – Человек, читающий книгу. Сăпатлă формăри читает глагол та, читающий причасти те книга япала ятне винительнăй падежра тытса тăраççĕ. Вырăс причастийĕсен, паллă ячĕсен пекех, падеж, хисеп тата арлăх (род) формисем пур. Мĕнлелĕх паллă ячĕсем пекех, хальхи вăхăтри вырăс причастийĕсем тулли тата кĕске формăсенче пулаççĕ: любим – любимый (Он мною любим. – Любимый человек). Вырăс чĕлхинче причастисем чылайăшĕ паллă ятне куçса кайнă: дутый, сердитый, неиссякаемый, непобедимый т.ыт.те. Унта причасти хальхи тата иртнĕ вăхăтра (читающий – читавший) пулма, совершеннăй тата несовершеннăй вид формисене йышăнма пултарать (работавший – проработавший; побеждающий – победивший). Вырăс причастийĕсен пулас вăхăт формисем çук. Вĕсем тĕп тата таврăну залогĕсенче пулма пултараççĕ: использующий – используемый, прочитавший – прочитанный, читающий – читаемый. Тулли причастисемсĕр пуçне, вырăс чĕлхинче хальхи тата иртнĕ вăхăтри таврăну залогĕнчи тулли мар причастисем пур: приписан, отправлен, обожаем. Тулли мар причастисем тулли причастисем пек падеж тăрăх вĕçленмеççĕ, мĕншĕн тесен предложенире вĕсем яланах сказуемăй пулаççĕ, анчах вĕсен род тата нумайлă хисеп формисем пур: письмо было написано; справка была составлена; были даны правильные ответы т.ыт.те. Паллă ячĕсем пекех, вырăс причастийĕсем япала ячĕ вырăнĕнче çÿреме пултараççĕ: учащийся восьмого класса; трудящиеся нашей страны; будущее нашего университета. Чăваш чĕлхинче причастисен формисем, вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, пуянрах, предложенире те вĕсен пĕлтерĕшĕ анлăрах. Причастисем кунта паллă ятне куçмаççĕ, япала ятне çеç куçма пултараççĕ (вĕри сăмахсăр пуçне). Чăваш чĕлхинче причасти çичĕ формăра пулать: - хальхи вăхăтра (ĕçлекен); - иртнĕ вăхăтра (ĕçленĕ); - пулас вăхăтра (ĕçлес); - пулмалли формăра (ĕçлемелле, ĕçлемелли); - çителĕклĕх форминче (утмалăх вăй; асăнмалăх çыртăм); - пулма пултараслăх форминче (пули-пулми, пиçи-пиçми, ути-утми); - юрилĕх форминче (çывриш пул, курмăша пер). Чăваш чĕлхинче те, вырăс чĕлхинчи пекех, причасти япала ятне куçма пултарать: вĕренекенсем – учащиеся, ĕçлекен – трудящиеся, çыран (çыракан причастирен), автан (авăтакан причастирен) т.ыт.те. Чăваш чĕлхинче, çапла ĕнтĕ, хăш-пĕр япала ячĕсем хăй вăхăтĕнче причастисенчен пулса кайнă. Ытти тĕслĕхсем: пиçен (пиçекен причасти кĕскелнипе), сĕрен (сĕрлекен причастирен), суран (суракан причастирен) т.ыт.те. Анчах кĕске формăри сăмахсем пуплевре причасти те пулма пултараççĕ: пиçен яшка, çыран çыру, тăван ĕç т.ыт.те. Чăваш причастийĕсем, -и, -скер аффиксем йышăнса, предложенире хăйсене уйрăммăн япала ячĕ вырăнĕнче çÿреме пултараççĕ: çыраканни, çыраканскер; вĕренни çутă, вĕренменни – тĕттĕм. Кун йышши причастисем предложенире подлежащи, дополнени, сказуемăй пулаççĕ. Вырăс чĕлхинче ун пек формăсем çук, унта вĕсене ытларах темиçе сăмах тивĕçлĕ: вĕренекенни – тот, кто учится вĕренекенскер – тот, кто учится Чăваш чĕлхинчи процесса кăтартакан причастисем вырăсла пĕр сăмахпа куçарăнаççĕ; вĕренни – учение, вĕрентесси – учиться (Вĕренесси çăмăл мар – Учиться нелегко). Юлашкинчен çакна та палăртса хăвармалла: чăваш чĕлхинче пĕр причастиех тĕп залогра та, таврăну залогĕнче те пулма пултарать: Эпĕ вуланă кĕнеке (таврăну залогĕ). – Книга, прочитанная мною. Ку кĕнекене вуланă çын (тĕп залог). – Человек, читавший эту книгу. Эпĕ çырнă (таврăну залогĕ) статья. – Статья, написанная мною. Ку статьяна çырнă (таврăну залогĕ) ученый. – Ученый, написавший эту статью. Date: 2015-05-22; view: 1075; Нарушение авторских прав |