Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Сыпăнуллă хутлă предложени
Сыпăнуллă хутлă предложенисен пайĕсем (хутсăр предложенисем) пĕр-пĕрне пăхăнмаççĕ, çавăнпа та вĕсем хăйсен тытăмне çаплипех сыхласа хăвараççĕ. Сыпăнуллă хутлă предложенисенчи хутсăр предложенисене пĕр-пĕринпе сыпăнуллă союзсемпе интонаци çыхăнтараççĕ. Хутсăр предложенисене çакăн пек союзсем çыхăнтараççĕ: 1. Сыпăнтаракан союзсем: - вырăс чĕлхинче: и, да, ни-ни, тоже, также; - чăваш чĕлхинче: та(те), тата, çавăн пекех. Тĕслĕхсем: Дождь капал, ветер выл уныло, и с ним вдали во тьме ночной перекликался часовой (А.Пушкин). – Çумăр ÿккеленĕ. Çил салхуллăн уланă, тата унпа пĕр вăхăтра инçетре çĕрлехи тĕттĕмре часовойсем пĕр-пĕрне кăшкăр-кăшкăра чĕннĕ. Гремят тарелки и приборы, да рюмок раздается звон (А.Пушкин). – Турилккесемпе приборсем шалтăртатаççĕ, тата черккесем чăнкăртатни илтĕнет. Ни солнца мне не виден свет, ни для корней моих простору нет (А.Пушкин). – Хĕвел çути те мана курăнмасть, чун-чĕре те вырăнта мар. 2. Хирĕçлев союзĕсем: - вырăс чĕлхинче: а, но, да, однако, зато, же; - чăваш чĕлхинче: анчах, çапах. Тĕслĕхсем: На востоке уже начало светать, но звезды блестели по-прежнему. – Хĕвелтухăç çуталма пуçларĕ ĕнтĕ, çăлтăрсем вара малтанхи пекех йăлтăртатса тăраççĕ. 3. Уйăру союзĕсем: - вырăс чĕлхинче: или, либо, то-то, не то-не то; - чăваш чĕлхинче: е, те-те. Тĕслĕхсем: То птица из-под ног вспорхнет, то лисица в кусты нырнет. – Е ура айĕнчен кайăк вĕçсе тухать, е йывăç тĕмисем айне тилĕ чăмтарать. Тонкий голос Муму никогда не раздавался даром: либо чужой близко подходил к забору, либо где-то поднимался подозрительный шум или шорох. – Муму çинçе сасăпа нихçан та пĕр сăлтавсăр вĕрмен: е ют çын хÿме патне çывхарнă, е ăçтан та пулсан шанчăклах мар шав е сас-чĕвĕ илтĕннĕ. Date: 2015-05-22; view: 4304; Нарушение авторских прав |