Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Хыç сăмах – Предлог





Вырăс чĕлхинчи предлогсене чăваш чĕлхинче хыç сăмахсемпе пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем тивĕçлĕ:

о нем – ун çинчен (хыçсăмах);

перед домом – пÿрт умĕнче (пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕ).

Вырăс предлогĕсем те, чăваш хыçăмахĕсемне пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсем те тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тĕрлĕ падежсенче тытса тăраççĕ. Уйрăмлăхĕ кунта акă мĕн: вырăс предлогĕсем сăмахсене тĕп (именительнăй) падежра тытса тăма пултараймаççĕ пулсан, чăваш хыçсăмахĕсем тĕп падежра та тытса тăма пултараççĕ:

сĕтел (тĕп п.) тавра – вокруг стола (род.п.);

юлташ çинчен – о товарище;

кĕнеке хыççăн – после книги.

Чăваш хыçсăмахĕсен пĕлтерĕшĕ, вырăс предлогĕсен пĕлтерĕшĕпе танлаштарсан, анлăрах: хыçсăмах, хăй пĕлтерĕшне сăмахсем хушшинчи çыхăнусене кăтартнисĕр пуçне, пăхăнуллă предложенисемпе тĕп предложени хушшинчи çыхăнăва та кăтартма пултарать.

Хĕвел аннă хыççăн урамра пĕр арçын ача та юлмарĕ.

Экзамен ирттерес умĕн студентсем валли икĕ консультаци пулчĕ.

Вырăс предлогĕн кун пек функци – пăхăнуллă предложение тĕп предложенисемпе çыхăнтарас функци – çук:

После захода солнца на улице не осталось ни одного мальчика.

Перед экзаменом для студентов провели две консультации.

Ку предложенисенче предлогсем предложенисене мар, уйрăм сăмахсене çыхăнтараççĕ.

Вырăс предлогĕсем пĕр-пĕр падежри сăмахпа (тĕп падежри сăмахсăр пуçне) çыхăнаççĕ: у реки, у дома, у института (род.п.). Хăш-пĕрисем икĕ падежри сăмахсемпе çыхăнма пултараççĕ: в комнату (вин.п.), в комнате (предл.п.); на стол (вин.п.), на столе (предл.п.), под столом (тв.п.), под стол (вин.п.); по улице (предл. п.), по горло (вин.п.).

Чăваш хыçсăмахĕсем ытларах тĕп тата камăнлăх падежĕсенчи сăмахсемпе çыхăнаççĕ: сĕтел тавра, ун çинчен, пирĕн патра.

Хăш-пĕр хыçсăмахсем пару, пĕрлелĕх, туху падежĕсенчи сăмахсемпе те çыхăнма пултараççĕ: çула май; юлташпа пĕрле; унран пуçне; мансăр пуçне.







Date: 2015-05-22; view: 1379; Нарушение авторских прав



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.007 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию