Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение





Çак наклоненири глагол ĕçе тума хушнине,ыйтнине, тархасланине, сĕннине пĕлтерет. Вырăс чĕлхинче хушу наклоненийĕнчи глагол иккĕмĕш сăпат формине йышăнать: читай, читайте; рисуй, рисуйте; гуляй, гуляйте; лей, лейте; береги. берегите; принеси, принесите; повтори, повторите; режь, режьте; ешь, ешьте.

Вырăс чĕлхинче хушу наклоненийĕ пĕрремĕшпе виççĕмĕш сăпатра та пулма пултарать. Пĕрремĕш сăпатри глагол нумайлă хисепре çеç пулать: Пойдем домой! Пойдем в магазин, купим книги и тетради. Ку формăпа пĕр çынна чĕннĕ чухне усă кураççĕ. Темиçе çынна чĕннĕ чухне -те суффикс хушса калаççĕ: Пойдемте домой! Идемте в общежитие! Анчах -те пур глагол çумнех хушăнмасть. Тĕслĕхрен, купимте, поставимте, решимте, дадимте темеççĕ.

Вырăс чĕлхинчи хушу наклоненийĕ виççĕмĕш сăпатра та пулма пултарать, вăл хальхи е пулас вăхăтри виççĕмĕш сăпатри пĕрреллĕ тата нумайлă хисепри глагол çумне пусть, пускай татăксем хушăннипе пулать:

Пусть читает, пускай читает.

Пусть сильнее грянет буря! (М.Горький).

Чĕнÿсенче, лозунгсенче пусть, пускай татăксем вырăнне да татăкпа усă кураççĕ:

Да здравствует мир во всем мире!

Да здравствует дружба между народами!

Килĕшÿ наклоненийĕ

Чăваш чĕлхинче тата килĕшÿ наклоненийĕ пур. Çак формăри глагол калаканĕ пĕр-пĕр ĕçе тăвассипе килĕшнине, анчах унпа интересленменнине кăтартать: ç ырин, çыртăрах, мана мĕн ĕç. Çак наклоненин сăпат формисем:

Пĕрреллĕ хисеп Нумайлă хисеп

1 с. çырăпин çырăпăрин

2 с. çырăсăн çырăсăр

3 с. çырин çырĕçин

Вырăс чĕлхинче кун пек наклонени çук, унта çак наклоненири глагол пĕлтерĕшне темиçе сăмахпа кăтартаççĕ:

çырăпин – что из того, что я пишу;

çырăсăн – ЧТО ИЗ ТОГО, ЧТО ТЫ пишешь;

çырин – ч то из того, что он пишет.

çырăпăрин – что из того, что мы пишем;

çырăсăр – что из того, что вы пишете;

çырĕçин – что из того, что они пишут.

Date: 2015-05-22; view: 1311; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.004 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию