Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те глаголсем хăйсемпе çыхăнакан ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăма пултараççĕ. Ку тĕлĕшрен çак икĕ чĕлхе хушшинче пĕрпеклĕхсем чылай тĕл пулаççĕ пулсан та, уйрăмлăхсем те сахал мар. Çав уйрăмлăхсене пĕлмесĕр чăвашла е вырăсла калаçнă чухне çынсем йăнăш час- часах тăваçĕ. Акă, тĕслĕхрен, брезговать – йĕрĕн глаголсем хăйсемпе çыхăнакан япала ячĕсене пĕр формăра тытса тăмалла пек: брезговать пьяным человеком – ÿсĕр çынпа йĕрĕн, анчах чăвашла ÿсĕр çынран йĕрĕн темелле. Ытти тĕслĕхсем: руководить кем-то – кама (мĕне) ертсе пыр (кампа – мĕнпе мар ). Санран хăратăп тенине хăш-пĕр чăвашсем вырăсла боюсь от тебя тесе йăнăш тăваççĕ (санран хăратăп темелле ). Участвовать в соревновании – ăмăртăва хутшăн (ăмăртура хутшăн мар). (Вырăсла на соревновании мар, в соревновании темелле). Кататься на лодке. – Кимĕпе ярăн. (Кимĕ çинче мар). Кататься на лыжах. – Йĕлтĕрпе ярăн. (Йĕлтĕр çинче мар). Разводить на воде. – Шывра ирĕлтер. (Шыв çинче мар ). Пользоваться авторитетом. – Авторитетлă, сумлă пул. (Авторитетпа усă кур мар). Польститься на его деньги. – Ун укçине хапсăн. (Ун укçи çине хапсăн мар). Пользоваться свободой. – Ирĕкре пурăн. (Ирĕкпе усă кур мар). Полюбоваться рекой. – Юхан шыв çине пăхса килен (савăн). (Юхан шывпа килен тени те йăнăш мар). Помазать вазелином. – Вазелин сĕр. (Вазелинпа сĕр мар ). Помахать головой. – Пуçа сулла,пуçа ух.(Пуçпа сулла мар). Помериться силами. – Вăй виç. (Вăйсемпе виç, вăйсемпе тупăш мар). Поморщить лоб. – Çамкана пĕркелентер. (Çамка пĕркелентер мар). Помочь горю. – Хуйха ирттерме пулăш. (Хуйха пулăш мар). Понесло ветерком. – Çил вĕре пуçларĕ. (Çилпе вĕре пуçларĕ мар). Попасть на спектакль. – Спектакле ĕлкĕр. (Спектакль çине ĕлкĕр мар). Попахивать гарью. – Çунăк шăрши кĕрет. (Çунăк шăршипе кĕрет мар). Поправиться в седле. – Йĕнер çинче тÿрленсе лар. (Йĕнерте тÿрленсе лар мар). Попыхивать трубкой. – Чĕлĕм паклаттар. (Чĕлĕмпе мар). Порадоваться успехам сына. – Ывăл çитĕнĕвĕсемшĕн савăн. (Çитнĕвĕсемпе мар). Тропинка пророслатравой. – Сукмака курăк пусса илнĕ. (Сукмак курăкпа ÿссе ларнă мар). Порочить доброе имя. – Ырă ята пăс. (Ыра ят пăс мар). Сесть в троллейбус (автобус). – Троллейбуса (автобуса) лар. (Троллейбус çине мар). Едуна троллейбусе. – Троллейбуспа пыратăп. (Троллейбус çинче мар). Посвятить жизнь искусству. – Пĕтĕм пурнăçа искусствăшăн пар. (Пурнăç мар). Поселить гостя в гостинице. – Хăнана гостиницăна вырнатар. (Гостиницăра мар). Поселиться в центре города. – Хула варринне пурăнма вырнаç. (Хула варринче мар). Поставить капкан на волка. – Кашкăр тытма капкăн ларт. (Кашкăр çине ларт мар). Принять его на работу. – Ăна ĕçе ил. (Ăна ĕç çине ил мар ). Посягнуть на чужое добро. –Çын япалине хапсăн. (Çын япалиçине мар). Потрепать по щеке. – Питрен ачашласа лăпка. (Пит çийĕпе мар). Падеж тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕрне тивĕçтермен тĕслĕхсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче вĕçĕ-хĕррисĕрех илсе кăтартма пулать. Вĕсм йывăрлăх кÿреççĕ те ĕнтĕ чăвашсене вырăсла е чăвашла калаçнă чухне. Кунпа пĕрлех çак икĕ чĕлхере падеж тĕлĕшнчен пĕр-пĕрне тивĕçтерекен тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ: Породниться с ним. – Унпа хурăнташлан. Мать ругает сына. – Амăшĕ ывăлне ятлать. Он спорит с отцом. – Вăл ашшĕпе тавлашать. Он любит Наташу. – Вăл Наташăна юратать. Что вижу? – Мĕн куратăп? Кого вижу? – Кама куратăп? Кун пек пĕрпеклĕхсем те çак икĕ чĕлхере çине-çинех тĕп пулаççĕ, анчах уйрăмлăхĕсем ытларах. Date: 2015-05-22; view: 908; Нарушение авторских прав |