Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
Вырăс чĕлхинчи изъявительнăй наклонение чăваш чĕлхинче кăтарту наклоненийĕ тивĕçнĕ. Унта та, кунта та асăннă наклонени пулса иртнĕ е пулман, халĕ пулакан е пулман, пулас е пулас мар ĕçе пĕлтерет. Çак наклоненин вăхăт формисем пур. Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те глаголсем виçĕ вăхăт форминче пулаççĕ: хальхи, иртнĕ тата пулас вăхăт формисенче. Вырăс чĕлхинче пулас вăхăтпа иртнĕ вăхăтри глаголсем икĕ тĕслĕ: совершеннăй тата несовершеннăй видра пулаççĕ: Я прочитаю (будущее совершенное). Я буду читать (будущее несовершенное). Я прочитал (прошедшее совершенное). Я читал (прошедшее несовершенное). Хальхи вăхăтри глаголсем яланах несовершеннăй видра пулаççĕ: Я читаю книгу (ĕç тăсăлать). Он учится в педагогическом университете. Мы сегодня идем на педагогическую практику. Чăваш чĕлхинче пулас тата иртнĕ вăхăтăн вид категорийĕ çук. Кунта пулас вăхăтăн пĕр форма çеç: эпĕ кайăп, эсĕ кайăн, вăл кайĕ, эпĕ каймăп, эсĕ каймăн, вăл каймĕ. Анчах пулас вăхăтри глагол ĕç пуласса çирĕплетсех памасть. Ĕç пуласса шаннине глаголăн хальхи вăхăт форми кăтартса парать: Эпĕ ыран Мускава каятăп. – Я завтра еду в Москву. Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхин хальхи вăхăт формисем хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Чăваш чĕлхинчи глаголăн иртнĕвăхăт формисем виçĕ тĕслĕ: пĕрре иртнĕ вăхăт (Эпĕ ĕçлерĕм); темиçе иртнĕ вăхăт (Эпĕ ĕçлеттĕм); малтан иртнĕ вăхăт (Эпĕ ĕçлесеттĕм). Вырăс чĕлхинче: Я работал (Эпĕ ĕçлерĕм); Я работал тогда (Эпĕ ĕçлеттĕм); Я работал было (Эпĕ ĕçлесеттĕм). Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те пĕр вăхăт формипе тепĕр вăхăт форми вырăнне усă курнине час-часах асăрхама пулать. Çапла, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтри глаголпа акă мĕнле усă кураççĕ: а) иртнĕ вăхăт форми вырăнне: Выходит Петр. Его глаза сияют (Пушкин). – Петĕр тухать. Унăн куçĕсем ялкăшаççĕ. Петĕр патша тахçанах вилнĕ, ун çинчен поэт халь пурăннă пек, хальхи вăхăт формипе каласа парать; ă) пулас вăхăт вырăнне: Он завтра куда едет? – Вăл ыран ăçта каять? б) вырăс чĕлхинче пулас вăхăт формипе иртнĕ вăхăт форми вырăнне усă кураççĕ: Зимой, бывало, в ночь глухую заложим тройку удалую (Пушкин). Чăваш чĕлхинче пулас вăхăт формипе иртнĕ вăхăт форми вырăнне усă курмаççĕ. Пушкинран илнĕ тĕслĕх чăвашла çапла куçарăнать: Хĕлле, лăпкă каç, кÿлеттĕмĕрччĕ çивĕч тройкăна (Куçару. - А.Г.). Date: 2015-05-22; view: 1238; Нарушение авторских прав |