Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Ылмаш – Местоимение
Местоименисем шутне япаласемпе вĕсен паллисене, хисепне конкретлă кăтартман сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсен конкретлă пĕлтерĕшĕ çыхнуллă текстра çеç палăрать. Местоименисем япаласемпе вĕсен паллисем çинчен сигнал çеç параççĕ, конкретлă палăртмаççĕ. Çавнăпа та ун пек сǎмахсен пĕлтерĕшĕсене сигналлă пĕлтерĕшсем теççĕ. Акă вăл – он местоимени çыхăнуллă текст тулашĕнче пĕр-пĕр çын е япала çине кăтартать, ун çинчен сигнал парать çеç, анчах кам е мĕн вăл – çакă çыхăнуллă текстра çеç паллă пулать. Илле Тукташăн пĕр сăввинче çакăн пек йĕркесем пур: Ан тутăх эс, нихçан ан мăкал! Сана пăрахмăп паттăр аллăмран! Кам вăл эс? Çакна пĕтĕм сăвва вуласан çеç пĕлсе илетпĕр: эсĕ кунта хĕç тенине пĕлтерет иккен. Е акă Мария Цветаева сăввинчи çак йĕркесене сăнаса пăхар: Ты мудрый, ты не скажешь строго: «Терпи, еще не кончен срок». Кам вăл ты? Çак йĕркесенчен паллă мар. Сăмахĕ турă çинчен пырать-мĕн. Эпир местоименисемпе пуплевре япала ячĕ, паллă ячĕ тата хисеп ячĕ вырăнне усă куратпăр. Пĕлтерĕшĕсене кура местоименисем уйрăм ушкăнсене пайланаççĕ: вырăс чĕлхинче – сакăр ушкăна, чăваш чĕлхинче – çичĕ ушкăна. Вырăс чĕлхинче: Чăваш чĕлхинче: 1. Личные местоимения: я, ты, он; 1. Сăпат местоименийĕсем: эпĕ, эсĕ, вăл; мы, вы, они. эпир, эсир, вĕсем. 2. Возвратные местоимения: себя; 2. Таврăну местоименийĕсем: хам, ху, хăй; хамăр, хăвăр, хăйсем. 3. Указательные местоимения: тот, 3. Кăтарту местоименийĕсем: ку, çак(ă), этот, такой, таков, столько, сей. çав(ă), леш(ĕ). 4. Определительные местоимения: 4. Паллă местоименисем: пур, пурте, весь, всякий, каждый, всяческий, всяк, кашни, ытти, тепĕр, урăх. сам, самый, любой, иной, другой. 5. Вопросительные местоимения: кто, 5. Ыйту местоименийĕсем: кам, мĕн, что, какой, который, чей, каков, хăш(ĕ), миçе, епле. сколько. 6. Отрицательные местоимения: никто, 6. Çуклăх местоименийĕсем: никам, ничто, некого, нечего, никакой, ничей, нимĕн, ним, нихăш(ĕ). нисколько. 7. Неопределенные местоимения: некто, 7. Паллă мар местоименисем: такам, нечто, несколько, кое-кто, кто-то, темĕн, тем, тахăш(ĕ), темиçе, хăш-пĕр, кто-либо, кто-нибудь, чей-то, чей-либо, хăшĕ-пĕри. чей-нибудь, кое-какой, какой-то, какой-либо, какой-нибудь. 8. Притяжательные местоимения: мой, твой, наш, ваш, свой. Çапла ĕнтĕ, чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхин камăнлăх (притяжательнăй) местоименийĕсене тивĕçлĕ местоименисем çук, кунта вĕсене сăпат мсстоименийĕсен камăнлăх падеж форми тивĕçлĕ: мой – манăн, ман; твой – санăн, сан; наш – пирĕн; ваш – сирĕн. Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхинчи местоименисем хушшинче тата çакăн пек уйрăмлăхсем пур: 1. Вырăс чĕлхинче кто? что? ыйту местоименийĕсем пĕрреллĕ хисепре çеç вĕçленеççĕ, чăваш чĕлхинче вара кам? мĕн? местоименисем нумайлă хисепре те вĕçленеççĕ. Им.п. кто что Т.п. кам мĕн камсем мĕнсем Род.п. кого чего К.п. камăн мĕнĕн камсен мĕнсен Дат.п. кому чему П.п. кама мĕне камсене мĕнсене Вин.п. кого что В.п. камра мĕнре камсенче мĕнсенче Тв. п. кем чем Т.п. камран мĕнрен камсенчен мĕнсенчен Пр. п. о ком о чём П.п. кампа мĕнпе камсемпе мĕнсемпе Ç.п. камсăр мĕнсĕр камсемсĕр мĕнсемсĕр П.п. камшăн мĕншĕн камсемшĕн мĕнсемшĕн 2. Вырăс чĕлхинчи ыйту местоименийĕсем пуплевре çыхăну пĕлтерĕшĕпе çÿреме пултараççĕ. Вĕсем, чăваш чĕлхинчи тивĕçлĕ местоименисемпе танлаштарсан, тухăçлăрах пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ку вăл вĕсен синтаксисри (предложенири) пĕлтерĕшĕпе çыхăннă: вырăс чĕлхинче относительнăй (çыхăну) местоименисем союзла сăмахсен пĕлтерĕшĕпе çÿреме пултараççĕ – пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтарма пултараççĕ. Тĕслĕхсем: Что посеешь,то и пожнешь. Кто не работает, тот не ест. Кун пек тĕслĕхсене вырăс чĕлхинче пиншер илсе кăтартма пулать. Чăваш чĕлхинче вĕсен тухăçлăхĕ чылай пĕчĕкрех. Тĕслĕх: Мĕн акатăн, çавна вырса илетĕн. Кун пек конструкци чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхин витĕмĕпе вăй илнĕ. 3. Вырăс чĕлхинче таврăну местоименийĕ тĕп мар падеж форминче çеç пулать: себя, себе, собою, о себе. Чăваш чĕлхинче вара таврăну местоименийĕ хам пур падежра та, сăпатра та, пĕрреллĕ тата нумайлă хисепре те пулать: хам, ху, хăй, хамăр, хăвăр, хăйсем, хамăн, хама, хамра, хамран, хамсăр, хамшăн. 4. Чăваш чĕлхинче местоименисен евĕрлĕх формипур: манашкал, санашкал, унашкал, кунашкал, пирешкел,сирешкел (çынсем). -Ашкал (-ешкел) аффикслă местоименисем япала е çын мĕн евĕрлине кăтартаççĕ. Çак форма вырăс чĕлхинче çук, унта кун пек чухне синтаксис мелĕпе, урăхла каласан икĕ е ытларах сăмах майлашăвĕпе, усă кураççĕ: манашкал çын – похожий на меня человек ( е человек, похожий на меня); санашкал çамрăк – похожий на тебя молодой человек. 5. Чăваш чĕлхинче кам? местоимени çынна çеç пĕлтерет пулсан, вырăс чĕлхинче кто? местоимени çынна çеç мар, пур чĕрчунсене те пĕлтерет: Кто идет? – Человек идет. Кто лежит? – Змея лежит. Кам утать? – Ача утать. Мĕн шăвать? – Çĕлен шăвать. Местоимени вĕçленĕвĕ Чăваш чĕлхинче падеж тăрăх япала ячĕсем вырăнне усă куракан местоименисем çеç вĕçленеççĕ. Тĕслĕхсем:
Сăпат местоименийĕсем Пĕрреллĕ хисеп Нумайлă хисеп
Таврăну местоименийĕсем Пĕрреллĕ хисеп Нумайлă хисеп
Кăтарту местоименийĕсем
Ыйту местоименийĕсем
Çуклăх местоименийĕсем нумайлă хисеп пулмасть
Паллă мар местоименисем
Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ Сăпат местоименийĕсем – личные местоимения
Таврăну местоименийĕсем – возвратные местоимения
Им.п. - Род.п. себя Дат. п. себе Вин.п себя Тв.п. собою Пр.п. о себе Притяжательные местоимения
Вырăс чĕлхинчи ытти ушкăнсене кĕрекен местоименисене вĕренесси те студентсене нимле йывăрлăх та кÿмест. Местоименисене тĕрĕс çырасси Çуклăх местоименийĕсене çапла çырмалла: - вĕсене предлогпа каланă чухне -не, -ни татăксене уйрăм çырмалла: ни у кого, не у кого, ни с кем, ни с чем, не за чем, не от кого, не от чего. Чăваш чĕлхинче ни татăка местоименисемпе пĕрле çырмалла: никам, нимĕн. Сăмах хыçĕнче тăракан та татăка уйрăм çырмалла: никам та, нимĕн те, нимле те, нимĕскер те; Паллă мар местоименисене çапла çырмалла: - то, -нибудь, -либо, кое- татăксене дефиспа çырмалла: кто-то, что-то, что-либо, кого-либо, что-нибудь. Анчах та паллă мар местоимени, кое- татăк пĕрлешнипе пулнăран, предлогпа çыхăннă чухне кое татăка уйрăм çыраççĕ: кое о чем, кое с кем. кое с чем. Та татăк пĕрлешнипе пулнă паллă мар местоименисене яланах пĕрле çырмалла: такам, темскер, темĕн, темиçе, темĕнле. Кирек, та (те), пулин татăксем çыхăннипе пулнă паллă мар местоименисене яланах уйрăм çырмалла: кирек кам та, кирек мĕн те, кам та пулин, мĕн те пулин, кирек мĕнле те; Паллă местоименисене çапла çырмалла: пур местоимение те татăкпа çыхăнтарса каланă чухне пĕрле çырмалла: пурте. Çак местоимение тĕп падежра пĕрле çырмалла, ытти пур падежра та уйрăм çырмалла: пурте. пурин те. пурнете.пуринче те, пуринчен те, пуринсĕр те, пуринпе те, пуриншĕн те. 43-мĕш хăнăхтару. Пăнчăсем вырăнне всякий – каждый – любой сăмахсенчен пĕрне çырса тухăр. Унтан предложенисене чăвашла куçарăр та ик чĕлхери местоименисене пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерĕр. 1. Охотнику-спедопыту знаком... куст,... тропка в дремучем лесу. 2. Хозяйка приветливо встречает дорогих гостей, для … находит доброе слово. 3. Дом-музейП.И. Чайковского в Клину нетрудно найти:... человек ни станции укажет ему дорогу. 4. Придется задержаться здесь на некоторое время: осталось еще много... дел. 5. Почти на... лекции профессор приводит подобные примеры. 6. Депо это не трудное,... из нас может его легко выполнить. 7. Я вспоминаю своего товарища... раз, когда речь идет о том вечере. 8. Экскурсия состоится при... погоде. 9. Наш новый учитель производил впечатление человека внимательного и заботливого, без... надменности в чертах лица. 10. ... на его месте ответил бы на этот вопрос точно так же. 11. Не... способен терпеть такие унижения. 12. Он раздражался, когда... пытался учить его, как себя вести в подобных случаях. 13. Неотложная помощь оказывается в … время. 14. В драматический кружок принимали..., кто обнаруживал артистические данные. 15.... студент может выполнить подобное задание по морфологии. 16. Книг много, выбирайте... по своему вкусу. 44-мĕш хăнăхтару. Çак предложенисене чăвашла куçарнă чухне пуплев йăнăшĕсем тăвасран асăрханăр. 1. По тротурару медленно шли мужчина и женщина. Он молчал, а она вот уже почти час рассказывала о том, как провела время в санатории. 2. Директор предложил секретарю не допускать к себе посетителей до двенадцати часов. 3. Я застал помощника у себя в кабинете. 4. Дедушка приказал нас с сестрой посадить за стол прямо против себя. 5. Он не разрешает, чтобы я производил опыты над собой. 6. Профессор попросил, чтобы ассистент прочитал его реферат. 45-мĕш хăнăхтару. Çак местоименисене падеж тăрăх вĕçлĕр: никто, ничто, какой-либо, кто-нибудь, что-нибудь, какой-нибудь, кое-что, что-либо; никам, нимĕн, кам та пулин, мĕн те пулин. 46-мĕш хăнăхтару. Çак предложенисенчи пуплев йăнăшĕсене тупса палăртăр, унтан вĕсене чăвашла куçарса ик чĕлхери местоименисене пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерĕр. 1. Сюда приезжают каждые туристы. 2. Инструкцию нужно передать всякому счетчику по переписи населения. 3. Подобное можно встретить на всяком шагу. 4. Выбирайте всякую картину. 5. Мне нравятся каждые новости, которые передаются по российскому радио. 6. У меня занят всякий день недели. 7. Всякое из посаженных растений нуждается в уходе. 8. Любой раз, когда мы встречаемся, она мне задает один и тот же вопрос. 9. Когда наступили каникулы, студенты поехали к своим родным; они их ждали с большим нетерпением, надеясь хорошенько отдохнуть. 10. Больной попросил сестру налить себе воды. 11. Хозяйка сняла со стола чемодан и отодвинула его в сторону. 12. Группа сдала уже все зачеты и просила проэкзаменовать их в первую очередь. 13. Эти участки яровых необходимо убирать простыми машинами, не дожидаясь их полной спелости.
Date: 2015-05-22; view: 1703; Нарушение авторских прав |