Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Пултарайманни





Чăваш сăмахĕсенче пĕр сыпăкра икĕ е ытларах шавлă хупă сасă сайра хутра кăна тĕл пулаççĕ. Чăваш пуплевĕн çепĕçлĕхĕпе илемлĕ янравлăхĕ ытларах акă мĕнрен килет: чăваш сăмахĕсенче уçă сасăсемпе хупă сасăсем пĕрин хыççăн тепри черетленсе пыраççĕ, çавăнпа та кунта икĕ хупă сасă пĕр сыпăкра сайра хутра кăна тĕл пулать. Çак йĕркене вырăс чĕлхи пачах та пăхăнмасть, унта пĕр сыпăкра юнашар тăракан икĕ е ытларах хупă сасăллă сăмахсем çине-çинех тĕл пулаççĕ: взгóрье, вздýмал, вброд, вдвойне, вздвоить (4 хупă сасă), вздёрнуть, предложéние, бригáда, взгруснýть, вздвáивать, вздéть, вздрóгнуть (4 хупă сасă) т.ыт.те.

Чăваш чĕлхине калаçу урлă кĕнĕ вырăс сăмахĕсенчи икĕ е ытларах хупă сасă юнашарлăхне чăвашсем тĕрлĕ майпа катертсе пынă:

- икĕ хупă сасă хушшинче уçă сасă кĕртсе лартнă: крупа – кĕрпе, грабли – кĕрепле, клеть – кĕлет, кресло – кĕресле, стол – сĕтел, бревно – пĕрене, смола – сăмала, шляпа – шĕлепке;

- икĕ хупă сасăран пĕрне каламасăр хăварнă: уéзд – уéс, úзвесть – úзвĕç, корáбль – карáп, смотрú – мотрú, груздь – кắрăç, крест – хĕрéс, поезд – пуйăс, скля'ница – кĕленчé;

- пĕр сыпăкри хупă сасăсене икĕ сыпăка кĕртме уçă сасăсем хушса каланă: шкап – ăш + кап > ăшкап, стакан – ăс + так + кан > ăстаккáн, скирда – ĕс + кĕрт > ĕскĕрт, винт – винт + тă > винттă, станок – ăс+танăк>ăстанăк, Степан – Ăç+таппан>Ăçтаппан, кшалик – ăш-кальккă>ăшкальккă. Чăвашсемшĕн пĕр сыпăкри икĕ е ытларах хупă сасса калама çеç йывăр пулнă, икĕ сыпăкри хупă сасăсене каласси вĕсене нимлĕ йывăрлăх та кÿмен. Ун пек сăмахсем чăваш чĕлхинче хăйĕнче те питĕ йышлă: ап+ла>апла, ат+пăри>атпăри, хăт+лă>хăтлă, ут+па>утпа, чуп+тар>чуптар т.ыт.те;

- икĕ хупă сасăран тăнă щ аффрикатăна ш сасăпа ылмаштарнă: ямщик – я'мшăк, рóща – рошшá (тури диал.).







Date: 2015-05-22; view: 720; Нарушение авторских прав



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.006 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию