Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
Çавăн пек законсем чăваш вокализмĕнче те, вырăс вокализмĕнчĕ те палăраççĕ. Чăваш вокализмĕ çакăн пек фонетика законĕсем (уйрăмлăхĕсем) пуррипе палăрса тăрать: 1) сингармонизм законĕ; 2) хăш-пĕр чухне ă, ĕ сасăсем сăмахран тухса ÿкни; 3) икĕ е ытларах уçă сасă юнашар тăма пултарайманни; 4) уçă сасăсен пахалăхĕ (мĕнле илтĕнесси) ударенирен пачах та килменни; 5) çемçе (е малти ретри) уçă сасăсем хăйсен умĕнчи хупă сасăсене те, хыçĕнчи хупă сасăсене те çемçетни; 6) ударени (пусăм) уйрăмлăхĕсем. Халĕ асăннă уйрăмлăхсене (фонетика законĕсене) кашнине уйрăммăн пăхса тухар. Сингармонизм законĕ Сингармонизм (гр. sun – пĕрле, harmonia – сасă килĕшĕвĕ) законĕ чăваш фонетикин тĕп законĕсенчен пĕри шутланать. Çак закон тăрăх, сăмахăн кашни сыпăкĕнче с малти (çемçе) уçă сасăсем, е кайри (хытă) уçă сасăсем пулмалла: илéмлĕ, хитрерéх, пĕ'чĕккĕ, хýрăн, çĕ'мĕрт, çéпĕççĕн, çемçешкé, перекéт, пắчăр, килешÿ', кĕтмéл т.ыт.те. Çак закон вырăс чĕлхишĕн характерлă мар. Çакна маларах илсе кăтартнă чăваш сăмахĕсемпе вырăс чĕлхинчи вĕсен эквиваленчĕсене танлаштарса пăхни те яр уççăн кăтартса парать: илéмлĕ – красúвый çемçешкé – мя'гкий хитрерéх – красúвее перекéт – эконóмия пĕ'чĕккĕ – мáленький пắчăр – ря'бчик хýрăн – бер'ёза килĕшÿ' – соглáсие çĕ'мĕрт – чер'ёмуха кĕтмéл – бруснúка çéпĕççĕн – нéжно Илсе кăтартнă тĕслĕхсенче вырăс сăмахĕсенчен пĕри те сингармонизм законне пăхăнмасть. Вырăс чĕлхинчен калаçу урлă кĕнĕ сăмахсем вара чăваш чĕлхинче чылайăшĕ сингармонизм законне пăхăннă. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем: овúн – áвăн рождествó – раштáв скúрда – ĕ'çкĕрт Илья' – Иллé крестья'нин – хресчéн Никúта – Мĕкĕтé ведрó – витрé Никúфор – Микихвéр бревнó – пĕренé крéсло – кĕреслé обéд – апáт кýдри – кăтрá цéрковь – чиркÿ матица – маччá. Чăваш чĕлхинче сингармонизм законне вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕрекен сăмахсем вара пачах та пăхăнмаççĕ: телегрáмма граммáтика áдрес геомéтри хирургú биолóги отлúчник метóдика патриóт матемáтика герóй истóри Чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕпе килĕшÿллĕ янăравлăхĕ чылай енчен сингармонизм законĕнчен килĕççĕ. Date: 2015-05-22; view: 819; Нарушение авторских прав |