Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
Вырăс чĕлхипе уçă сасăсен пахалăхĕ ударенирен килет. Çакна сăмахсен транскрипцийĕ яр уççăн кăтартса парать. Тĕслĕхсем: обед - [^бۥэ'т] телеграмма - [тۥ э″лۥэгрáмъ] отвечать - [^твۥэ″чáтۥ] колобок - [къл^бóк] театральный - [тۥэ″^трáлۥнъj] телефон - [тۥьлۥэ″фóн] ворóта - [в^рóта] воскресенье - [въскрۥэ″сэ'нۥjь] вооружение - [въружۥэ'нۥиjь] Тĕслĕхсенчен çакă курăнать: ударени ÿкмен уçă сасăсем кашни хутĕнчех мĕн чухлĕ те пулин редукциленеççĕ (вăйсăрланаççĕ). Халĕ чăваш сăмахĕсене транскипцилер: асаннé - [азанۥэ'] асаттесемпé - [азатۥэзэмۥбۥэ'] айкашýллă - [аjгажýлъ] акăлчанлá - [агълчанлá] аркантáр - [аргандар'] кăвакáрчăн - [къвагáрчън] нушалантáр - [нужаландáр] çаврашкалáн - [çаврашкалáн]. Транскрипцирен çакă курăнать: чăваш сăмахĕсенче уçă сасăсем ударени ÿкмен чухне те редукциленмеççĕ,ударениллĕ уçă сасăсем пекех илтĕнеççĕ. Чăваш сăмахĕсенчи ударениллĕ тата ударенисĕр уçă сасăсен пахалăхĕ пирки паллă фонетист В.И. Котлеев çапла çырать: «Чăваш фонетикин тĕп законĕсен шутне… уçă сасăсем ударениллĕ тата ударенисĕр сыпăксенчен пахалăх енчен пĕр пек пулни кĕрет. Ку закона тĕпчевçĕсем тахçанах пĕлнĕ: Н.И. Золотницкий, И.Я. Яковлев ученăйсем чăваш çырулăхне тăвас ĕçре ăна шута илни аванах палăрать… Асăннă закон – чылай уççăн палăракан япала, çавăнпа пирвайхи тĕпчевçĕсем, приборсемпе усă курман пулин те, хăлхапа итлесех ăна çăмăллăнах туйма пултарнă…». Малалла вăл çакна палăртать: «Спектограммăсем акă мĕн кăтартаççĕ: а, э, ы, и, у, ÿ уçă сасăсен спектрĕсем ударениллĕ сыпăксенче те, ударенисĕр сыпăксенче те пĕр майлă, вĕсен пур формантисем те малтан пуçласа вĕçне çитиех пĕр пек шайлă». Тĕпчевçĕ хăйĕн шухăшне çирĕплетме каскá сăмахăн спектрĕсене илсе кăтартать. Прибор кăтартнă тăрăх, çак сăмахри а – а сасăсем, ударенипе те, ударенисĕр те пĕр пек пахалăхлă тесе палăртать В.И. Котлеев. Date: 2015-05-22; view: 829; Нарушение авторских прав |