Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Фонетика
Вырăс чěлхипе чăваш чěлхи хушшинче фонетика уйрăмлăхěсем те яр уççăн палăраççě. Вěсем ак мěнрен килеççě: 1) çак икě чěлхере фонемăсен (сасăсен) йышě тěрлěрен пулнинчен; 2) пěр пекрех сасăсене кăшт урăхларах (раснарах) каланинчен; 3) уçă сасăсемпе хупă сасăсене сыпăкра, аффикссенче тата сăмахра пěр-пěринпе тěрлěрен çыхăнтарнинчен; 4) ударени (пусăм) уйрăмлăхěсенчен. Халě çак икě чěлхери уçă сасăсемпе хупă сасăсене пěр-пěринпе танлаштарса тухар. Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем Вырăс чěлхинче пурě 6 уçă сасă [а, о, у, ы, и, э]. Вěсем çÿллěш, рет тата тута паллисемпе çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççě:
Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем Чăваш чěлхинче пурě 9 уçă сасă: [а, ă, ě, и, о, у, ÿ, ы, э]. Рет, пусăм тата тута паллисемпе вěсене çапла ушкăнлаççě:
Çапла ěнтě, чăваш чěлхинче, вырăс чěлхинчипе танлаштарсан, виçě уçă сасă (ă, ě, ÿ) ытларах. Тěрěссипе каласан, ă, ě пекрех илтенекен уçă сасăсем вырăс чěлхинче те пур: [пътр'ио´т], [пóл'ь], [па´ртъ], анчах вěсем чăваш чěлхинчи ă, ě сасăсенчен кăшт урăхларах (туллинрех) илтěнеççě, çавăнпа та транскрипцире çав сасăсене ударениллě сыпăксем умěнче тăнă чухне ъ, ˆ паллăсемпе кăтартаççě: [ˆтчо´т], [jˆзы´к], [jъзык'и´], [пˆртр'э´т], [пътр'иту´ръ], [пˆjэхъл'и] т.ыт.те. Çав сасăсем тулли уçă сасăсемпе тулли мар уçă сасăсем хушшинче тăраççě. Хупă сасăсем – Согласные звуки Date: 2015-05-22; view: 894; Нарушение авторских прав |