Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Лексика тата фразеологи
Пěр-пěр чěлхене вěренсе алла илме чи малтанах унăн сăмах йышне ăша хывма тăрăшмалла, унсăрăн нихăш чěлхене те вěренсе çитме çук. Чěлхери сăмахсен мěнпур йышне лексика, ăна тěпчекен ăслăлăха лексикологи теççě. Кирек хăш чěлхен сăмах йышě те общество пурнăçě аталаннă май улшăнсах тăрать: вăл е çěнě сăмахсемпе пуянланать, е кивě сăмах çěнě пěлтерěш йышăнать, е пачах кивелсе манăçа тухаççě. Чěлхе лексики мěн чухлě йышлăрах, чěлхе те çавăн чухлě пуянрах чěлхе шутланать. Çěнě сăмахсем е тăван чěлхе никěсě çинче пулса пытаççě (йěлтěр – йěлтěрçě, кăмпа – кăмпаçă, çěнет – çěнетÿ, ура айě – урай, кěрет – кěретлěх т.ыт.те), е урăх чěлхесенчен йышăннипе хушăнса пыраççě. Çапла майпа лексика пěр вěçěмсěр аталанать. Вырăс чěлхин лексики çав тери пуян. Унта тěрлě япала ячěсем, терминсем, синонимсемпе антонимсем, омоним текен сăмахсем питě йышлă. Чăваш чěлхин сăмах йышě те пуян. Чăваш чěлхи чухăн тесе ăна япăх пěлекен çынсем çеç калаççě. Акă курăк, йывăç, кăмпа, тумтир, килте тыткаламалли япала ячěсенех илер. Мěн чухлě япалапа ăнлав, çавăн чухлě сăмах. Çěршер курăк – çěршер чăваш сăмахě. Эпир вěсене чылайăшне пěлместпěр, çавăнпа хăш-пěрисемшěн пирěн чěлхе лексики чухăн пек туйăнать. Танлаштаруллă лексикологи танлаштарса тишкерекен чěлхесем хушшинчи лексика пěрпеклěхěсемпе уйрăмлăхěсене сăнаса наука пěтěмлетěвěсем тăвать. Чи малтанах вырăс чěлхипе чăваш чěлхи хушшинчи лексика пěрпеклěхěсене пăхса тухар. Вырăс чěлхинче хăйěн сăмахěсемсěр пуçне ытти чěлхесенчен йышăннă сăмахсем те йышлă, анчах унта тěп вырăнта вырăс сăмахěсем тăраççě. Йышăннă сěмахсенчен пăлхар сăмахěсене палăртма пулать (страж, врата, злато, гражданин, общество, состязание, польза, учитель, жизнь, ходатайство т.ыт.те). Пăлхар сăмахěсемсěр пуçне вырăс чěлхинче грек, латин, француз, акăлчан, нимěç, голланд, итальян, араб, перс, тěрěк сăмахěсем те йышлă тěл пулаççě. Çав сăмахсенчен чылайăшě чăваш чěлхине те кěнě. Акă вěсен паллăрах ушкăнěсем: - грек сăмахěсем: автомат, агони, алоэ, алфавит, анархи, варвар, гармони, гастроном, географи, демон, орфографи, орфоэпи; - латин сăмахěсем: автор, акт, альбом, вена, виза, верси, витамин, генерал, гени, герой, деканат, депутат; - француз сăмахěсем: аванс, актер, бригада, бульвар, бутон, ваза, галантерея, грави, дама, дата; - акăлчан сăмахěсем: аврал, акр, блок, буфер, вагон, интервью; - нимěç сăмахěсем: арест, бакен, баржа, биржа, будка, бутерброд, ванна, вахтер, вексель; - голланд сăмахěсем: кабель, каюта, киль, койка, кок; - итальян сăмахěсем: авари, аккорд, ари, балкон, бандит, валюта, граната, газета (чăв. хаçат), концерт, квартет; - араб сăмахěсем: адмирал, арсенал, атлас, бакалея, кофе; - перс сăмахěсем: арбуз, диван, киоск; - тěрěк сăмахěсем: карандаш (чăв. кăранташ), алтын (чăв. ылтăн), кибитка, аркан, башка т.ыт.те. Юлашки вунăçуллăхсенче Чăваш Республикинче пурăнакан вырăссен чěлхине чăваш сăмахěсем те кěрсе пыраççě, тěслěхрен: кагай шюрби, хуплу, хуран кукли, «Нарспи», «Сетнер», «Чечек», «Хěвел», «Салампи», «Илемпи» (çын ячěсемпе тěрлě магазинсемпе учрежденисен ячěсем). Çав сăмахсемпе кулленхи калаçу чěлхинче вырăссем те, ытти халăх çыннисем те тăтăшах усă кураççě. Акă калаçу чěлхинчен илнě тěслěхсем: - Ты где купила это платье? - В магазине «Салампи» (или «Чечек», «Хěвел» т.ыт.те). Е тата: - Ты где работаешь? - В ателье «Нарспи»…(В магазине «Сетнер»). Паллах, ытти чěлхе сăмахěсем вырăс чěлхинче ытлашшиех пысăк вырăн йышăнмаççě, вěсем пурри вырăс чěлхин нацилле хăйевěрлěхне ним чухлě те хавшатмасть, мěншěн тесен, хăйěн грамматика тытăмěпе тěп словарь фондне упраса хăварса, вырăс чěлхи малалла хăйěн шалти законěсемпе аталанса тата пуянланса пырать. Чăваш чěлхи тěрěк чěлхисен ушкăнне кěрет. Вăл ытти тěрěк чěлхисенчен фонетикăри, морфологири тата синтаксисри хăш-пěр уйрăмлăхсемпе çеç кăшт урăхларах. Чăваш чěлхин лексика йышне илес пулсан, унăн тěп словарь фончě ытларах тěрěк чěлхисенчи тымар сăмахсенчен тăрать: атте, анне, пуç, хул, тÿшек, пěлěт, тинěс, ěне, пулă, чăрăш, ылтăн, сěт, сăхман т.ыт.те. Ытти тěрěк чěлхисенчи кунта асăнса тухнă сăмахсен тулаш форми кăшт урăхларах: пуç – баш, паш, пас; хул – кол; атте – ата; пěлěт – болут, болот; тинěс – тенгиз; ěне – инек; пулă – балык; чăрăш – чырыш; ылтăн – алтын; сěт – сÿт; сăхман – сукман. Пěрлехи тěрěк сăмахěсем кашни пуплев пайěнчех пур. Вырăс чěлхипе чăваш чěлхинчи пěр пек сăмахсен йышě чăвашсем вырăс патшалăхне кěнěренпе хушăнса пыма тытăнать. Çав вăхăтран пуçласа чăваш чěлхине вырăс сăмахěсем йышлă кěме тытăнаççě. Октябрьти социализмлă аслă революци хыççăн вара вырăс чěлхинчен тата ун урлă ытти чěлхесенчен (ытларах Европăри халăхсен чěлхисенчен) сăмахсем йышăнас туртăм пушшех вăйланса каять. Акă юлашки 10-15 çул хушшинче кăна чăваш чěлхине вуншар та çěршер интернациллě сăмах кěчě: бартер, экс-президент, экс-премьер, спикер, эксклюзивлă интервью, инвестици, конверси, теракт (террористический акт), регион, АО (акционер обществи), альтернативлă суйлав, муниципалитет, альтруизм, РАО (Российское акционерное общество), «Газпром» т.ыт.те. Çавăн пек сăмахсем чăваш чěлхине кунсерен тенě пекех кěрсе пыраççě. Халě кěскен урăх чěлхе сăмахěсем пирěн чěлхене мěнле кěрсе пынине сăнаса пăхар. Чěлхери кашни сăмах тенě пекех икě е ытларах пěлтерěшлě. Акă Мускавра 1971 çулта пичетленсе тухнă «Вырăсла-чăвашла словаре» уçса пăхар-ха: абитуриент – 1) вăтам шкултан вěренсе тухакан; 2) аслă шкула вěренме кěрекен; автоколонна – 1) ретпе пыракан автомашинăсем; 2) автомобиль хуçалăхě; авторитет – 1) сум, хисеп (авторитетлă пул); 2) хисеплě çын, сумлă çын; азбука – 1) алфавит; 2) букварь; пуçламăш, никěс, тěп положении (азбучная истина – пурте пěлекен япала); акт – 1) ěç; 2) документ; 3) театр искусствин терминě; спектакль пайě; 4) чаплă пуху. Мěнле кěрсе пыраççě-ха вырăс сăмахěсем чăваш чěлхине: хăйсем пур пěлтерěшěсемпе те-и е хăш-пěр пěлтерěшěсемпе çеç? Авалрах кěнě сăмахсем чылайăшě чăваш чěлхинче хăйсен семантикине ансăрлатнă е хăш-пěр пěлтерěшěсене çухатнă. Тěслěхрен, хитрый паллă ячě чăваш чěлхине пěр пěлтерěшпе çеç кěнě (хитре çын – красивый человек), тепěр пěлтерěшě (чее) çухалнă, мěншěн тесен çак пěлтерěшлě сăмах чăваш чěлхинче хăйěнчех пур: чее çын, чее ача, чее хěрарăм. Хитрый сăмахăн ытти пěлтерěшсем те пур: 1) лукавый, обнаруживающий какой-то скрытый умысел, намерение (хитрый взгляд; хитрая удыбка); 2) изобретательный, искусный в чем-нибудь (хитрый ум); 3) замысловатый, мудрёный (хитрый механизм, хитрый вопрос). Чăвашсем хитрый сăмаха пěр пěлтерěшпе çеç (хитре, илемлě) йышăннă, ытти пěлтерěшсене катертнě. Çапла ěнтě, асăннă вырăс сăмахě чăваш чěлхинче хăйěн пěлтерěшне ансăрлатнă. Вырăс чěлхинче ěлěкрех ружьё сăмах пěлтерěшне пищаль сăмахпа палăртнă, кайрантарах çак сăмах (пищаль) вырăс чěлхинче архаизм пулса юлнă. Чăвашсем вара ăна хăй вăхăтěнче йышăнса юлма ěлкěрнě (пăшал). Ěлěкрех пищаль сăмахăн тата тепěр пěлтерěш пулнă: свирель, сопель (народный музыкальный инструмент, род свистковой флейты, свирели). Чăвашсене ку пěлтерěш те кирлě пулман, мěншěн тесен вěсен ун пек инструмент пулман пулас, Çапла ěнтě, пищаль сăмах та чăваш чěлхинче хăйěн семантикине ансăрлатнă. Батюшка сăмах чăваш чěлхине пачăшкă формăпа кěрсе юлнă, вăл кунта священник, чиркÿ çынни тенине пěлтерет. Батюшка сăмахě хăй вырăс чěлхинче урăх пěлтерěшсемпе те çÿрет: 1) отец (кивелнě пěлтерěш); 2) фамильярное или дружеское обращение к собеседнику. Çак сăмах та чăваш чěлхине пěр пěлтерěшпе (пачăшкă) çеç кěнě, ытти пěлтерěшсем çухалнă. Хăш-пěр вырăс сăмахěсем чăваш чěлхине хăйсен семантикине сарса кěнě, анчах ун пек сăмахсем сайра хутра кăна тěл пулаççě. Акă вěсенчен хăш-пěрисем: обед – вырăс чěлхинче кăнтăр апачě пěлтерěшпе усă кураççě; чăваш чěлхинче анлăрах пěлтерěшлě: вăл çимелли кирек мěнле апата та пěлтерет (вěри апат, выльăх апачě, каçхи апат, ирхи апат, кăнтăр апачě); кунсăр пуçне вăл вырăс чěлхинче кăнтăр вăхăтне те пăлтерет (будем работать до обеда; после обеда они пошли на митинг). Ку пěлтерěш апат сăмахра сыхланса юлман. Чăваш калаçăвěнчи самай сăмах вырăс чěлхинчи самый сăмаха йышăннипе пулнă. Вăл кунта çěнě пěлтерěшсем туяннă: 1) питě нумай (кунсем самай вăрăмланчěç); 2) лайăх (Вăл самай вěренет); 3) çăмăлрах, лайăхрах (Пуçу самай-и? –Легче ли голове?) Вырăс чěлхинче скляница сăмах сосуд с горлышком пěлтерěшлě çеç пулнă, чăваш чěлхинче (кěленче) тěкěр текен пěлтерěш те туяннă: пысăклатса кăтартакан кěленче; сехет кěленчи; кěленче курка; кěленче савăчě; кěленче шăрçа. Хăш-пěр вырăс сăмахěсем чăваш чěлхинче хăйсен чăн пěлтерěшне пачах çухатса çěнě пěлтерěшсем туяннă. Çак тěлěшрен утнаккă (однако сăмахран) сăмах курăмлă. Вырăс чěлхинче унăн (однако) çакăн пек пěлтерěшсем пур: 1) хирěçлев союзě (Сам маленький, однако достаточно бойкий); 2) кÿртeм сăмах (Вы, однако, не забудьте об обещанном); 3) междометии (О! Хороши и вы! Однако, это уж слишком). Чăваш чěлхинчи утнаккă сăмах пачах çěнě пěлтерěш туяннă: сносно, удовлетворительно, легче (Вăл утнаккăран утнаккă пула пуçларě – После этого он стал выздоравливаться; Кăçал пурнăç пěлтěрхинчен утнаккăрах – В нынешнем году жизнь стала лучше, чем в прошлом году). Колодник сăмах вырăс чěлхинче ěлěкрех тăлланă арестант тенине пěлтернě. Чăваш чěлхинче вăл, хăйěн чăн пěлтерěшне çухатса, пачах çěнě пěлтерěш туяннă: кунта вăл ятлаçу сăмахě пулса кайнă (Ах, кулатник, пěтěм тетраде варалса пěтернě! Ку кулатник ачасемпе мěн тумалла ěнтě халь?) Ма'тка сăмах та чăваш чěлхинче пачах çěнě пěлтерěш туяннă: вырăс чěлхинче вăл – анатоми терминě, чăваш чěлхинче (матка') арăм, качча тухнă хěрарăм текен пěлтерěшлě. Юлашки сакăр вун-тăхăр вун çул хушшинче, е совет тапхăрěнче тата çěнетÿ хыççăнхи çулсенче, вырăс чěлхинчен чăваш чěлхине сăмахсем хăйсен пěлтерěшěсемпех кěреççě. Ку вăл сăмахсене пичет урлă йышăннинчен килет. Тěслěхрен, автосервис, агропром, агропромышленник, адреналин, альтернатива, альянс, исламизм, аудитор, аура, аудокассета, аудиоплейер, афганец, аэробика, бармен, банкнот тата ытти çěршер сăмах чăваш чěлхине хăйсен пěлтерěшěсемпех кěчěç. Акă аура сăмахах сăнаса пăхăр. Унăн çакăн пек пěлтерěшсем пур: 1) чěрě чунăн ÿт-пěвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисěмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийě: çын аури; Иисус Христос аури; 2) этем, чěрчун е япала хăй таврашěнчи çынсене кÿрекен витěм; 3) пěр-пěр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ěç-пуç. Г.А.Дегтярев «Чăваш чěлхин çěнěлěх словарěнче» (Шупашкар, 2003) чăваш çыравçисем аура сăмахăн пур пěлтерěшěсемпе те усă курнине хаçат-журналтан илнě тěслěхсемпе çирěплетсе панă. Çак енěпе юлашки вăхăтра чăваш чěлхинче анлă усă курма тытăннă видео сăмах та курăмлă. Унăн çакăн пек пěлтерěшсем пур: 1) электричество сигналěсене экран çине куçарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел; 2) видеокамера; 3) видеоплёнка; 4) видеофильм. Çак сăмаха та чăваш чěлхине унăн семантикине пěр ансăрлатмасăрах йышăннă. Маларах асăннă «Çěнěлěх словарěнче» çакна çирěплетме конкретлă тěслěхсем илсе кăтартнă: 1) «Хăвăрах шутлăр-ха: нивушлě видео юхăмне чарса çитереттěмěр?» (Коммунизм ялавě, 1990, окт.27); 2) «Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ÿкересе илнě» (Çамрăксен хаçачě, 1999, 29 №); «Ывăл эпир стройпа пынине видеопа ÿкерсе илнě те, пăхасшăн-ха» (Хыпар, 2006, майăн 12); 3) «И.Ульянов çул çÿреври пур утăма та видео çине ÿкернě» (Çамрăксен хаçачě, 1998, майăн 29); «Эпě ку юрра … видео çине пěрремěш хут 1993 çулхине çыртарнă» (Аван-и, 2003, 1№); 4) «Юлташě видео курма пырса ларать» (Çамрăксен хаçачě, 1998, апрелěн 10); «Халь кашни килтех видео пăхаççě» (Хыпар, 1990, июлěн 7). Маларах илсе кăтартнă сăмахсем пурте – интернациллě сăмахсем, тěслěхсем кăтартса панă тăрăх, вěсем пурте тенě пекех чăваш чěлхине хăйсен пěр пěлтерěшне те çухатмасăр кěреççě. Вырăс чěлхин никěсě çинче пулса кайнă нумай пěлтерěшлě сăмахсем вара чылайăшě чăваш чěлхине термин пěлтерěшěпе çеç кěнě. Вěсем хушшинче грамматика терминěсем йышлă тěл пулаççě. Тěслěхрен, вырăс чěлхинче предложени сăмахăн çакăн пек пěлтерěшсем пур: 1) представление на обсуждение чего-нибудь как возможного (предложение нового проекта); 2) то, что предложено, предлагается (рационализаторское предложение); 3) просьба стать женой (принять, сделать предложение); 4) поступление товаров на рынок (законы спроса и предложения); 5) синтаксис терминě (простое предложение; члены предложения). Чăваш чěлхине çак сăмах грамматика терминěн пěлтерěшěпе çеç кěнě: хутсăр предложени тытăмě; предложени членěсем. Ытти пěлтерěшсене палăртма чăваш чěлхин хăйěн сăмахěсем пур. Вырăс чěлхинчен пирěн чěлхене хăйсен семантикине ансăрлатса кěнě сăмахсенчен тата çаксене кăтартма пулать: обстоятельство, определени, дополнени, приложени, согласовани, управлени, примыкани, подлежащи, сказуемăй т.ыт.те. Çакăн йышши сăмахсем пурте чăваш чěлхине лингвистика трминěсен пěлтерěшěпе çеç кěнě. Калаçупа çыру чěлхинче вěсемпе ытти пěлтерěшсем хывса усă курни тăван чěлхене çÿпěлет, пуплев культурине пăсать. Тěслěхрен: «Вăл мана питě усăллă предложени пачě» (сěнÿ пачě вырăнне); «Тěрлě обстоятельствăсенче вěсем хăйсене тěрлěрен тытаççě» (Тěрлě лару-тăрура вырăнне); «Ку предложенипе килěшме çук» (сěнÿпе вырăнне). Калаçупа çыру чěлхинче хамăр сăмахсем пур çинчех урăх чěлхе сăмахěсемпе усă курни пуплев тасалăхне хавшатать. Калаçу чěлхинче хăш-пěр вырăс сăмахěсем хăйсен семантикине сарнине те асăрхама пулать. Тěслěхрен, ун пек çынсен калаçăвěнче милици сăмах милиционер пěлтерěшпе те тěл пулать: «Пирěн яла икě милици килсе кайрě» (милиционерсем вырăнне). Кун пек сăмахсем шутне техника сăмах та кěрет: унпа час-часах машина сăмах вырăнне усă кураççě: «Кăçал пирěн колхоз ял хуçалăхěнче кирлě тěрлě техникăсем туянчě» (машинăсем вырăнне). Чăваш чěлхинче вырăс чěлхинчен тата ун урлă ытти чěлхесенчен (ытларах Европăри халăхсен чěлхисенчен) йышăннă сăмахсем хушшинче пěр пекрех илтěнекен, анчах расна пěлтерěшлě сăмахсем те асăрхама пулать. Халě вěсенчен хăшне-пěрне сăнаса пăхар: абонемент – абонент. Пěрремěш сăмахě мěнпе те пулин усă курма ирěк паракан документа (театр абонеменчě; библиотека абонеменчě), иккěмěш сăмахě абонементлă çынна пěлтерет (абонент ответлемест), çавăнпа та вěсене пěр-пěринпе пăтраштарни, пуплев тěрěслěхне хавшатса, калас тенě шухăша тěтрелетет; газовик – газовщик: газовик – газ промышленноçěнче ěçлекен çын (Саратов газовикěсем; газовиксен пěлтерхи çитěнěвěсем); газовщик – çуртсене газ кěртекен, газ хатěрěсене ěçлеттерекен тата тěрěслесе тăракан çын; факт – фактор: факт – пулса иртнě ěç, событи, пурнăçра чăн пурри (фактсем илсе кăтарт; фактсене тěрěслесе тух); фактор – мěне те пулин малалла аталанма май паракан, пулăшакан вăй, услови (революци факторěсем; вăхăт факторě); эффектлă – эффективлă: эффектлă – тěлěнтерекен, асра юлакан, чуна витерекен (япала е ěç-пулăм) (эффектлă ÿкерчěк); эффективлă – тухăçлă ěçлекен, кирлě результатсем паракан (мерăсем, йышăнусем) т.ыт.те. Вырăс чěлхинчен йышăннă сăмахсем хушшинче пěр пекрех пěлтерěшлě, анчах пачах расна илтěнекен сăмахсем тěл пулаççě. Вěсене те пěр-пěринпе пăтраштарса калас шухăша пăсасран асăрханмалла. Калаçупа çыру чěлхинче тěл пулакан хăш-пěр тěслěхсем: професси – специальность: професси – анлăрах пěлтерěшлě сăмах (учитель профессийě, рабочи профессийě); специальность – ансăртрах пěлтерěшлě термин (чăваш чěлхин специальноçě; искусствовед специальноçě, хирург специальноçě). Çапла ěнтě, наука работникěн профессийě – математика специальноçě; учитель профессийě – чăваш чěлхин специальноçě т.ыт.те; койка – кровать: койка – карап çинчи çакăнса тăракан çывăрмалли вырăн; больницăри, казармăри, тěрмери кравать; кравать – килте çывăрмалли вырăн. Маларах асăнса тухнă пěр пекрех пěлтерěшлě, пачах расна илтěнекен сăмахсем чăваш чěлчинчи йышăннă сăмахсем хушшинче татах та тěл пулма пултараççě. Вěсемпе те калаçупа çыру чěлхинче тěрěс усă курма пěлмелле. Ун пек сăмахсен пěлтерěшěсене ăнланса ăша хывма словарьсемпе справочниксем пулăшаççě. Вырăс чěлхинчен тата ун урлă ытти чěлхесенчен йышăннă хăш-пěр сăмахсен чăн пěлтерěшěсене пěлсех каймасăр пěр ăнлавах икě хут каласа пуплеве ытлашши сăмахпа кăткăслатнине те асăрхама пулать. Халě ун пек сăмахсене кěскен тишкерсе тухăпăр. Автобиографи - (кам та пулин) хăй пурнăçě çинчен каласа е çырса кăтартни. Çак сăмахăн пěрремěш пайě авто грек чěлхинчен autos сăмахран пулса кайнă, вăл хамăн, хăвăн, хăйěн текен пěлтерěшлě. Çапла вара автобиографи хамăн (хăвăн, хăйěн) биографи(йě) тени пулать. Апла-тăк хамăн (манăн), хăвăн (санăн), хăйěн (унăн) автобиографи(йě) тенинче плеоназм пур. Дебют – ěçе пуçласа тытăнни: артист дебючě, ур.к.артист сцена çинче пуçласа (пěрремěш хут) выляни. Çак сăмахăн асăннă пěлтерěш пуртан малтанхи, пуçламăш, пěрремěш е пирвайхи дебют тени плеоназмлă сăмах майлашăвě шутланать. Итог – пурě, мěн пурě, пěтěмěшпе, результат, вывод, пěтěмлетÿ. Çак сăмахăн асăннă пěлтерěшсем пуртан итогсене пěтěмлетмелле (хаçат-журналта тăтăш тěл пулакан сăмах майлашăвě) тени тěрěс мар: вăл пěр шухăша кирлě мар çěртенех икě хут палăртнине пěлтерет. Патриот – Тăван çěршывне юратакан çын. Çак сăмахра хăйěнчех Тăван çěршывне юратакан пěлтерěш пуррипе Тăван çěршыва юратакан патриот тени плеоназм шутланать. Çавăнпа та патриот тенипех çителěклě. Пионер – пěр-пěр çěнě ěçе пуçласа янă çын: Ю.А.Гагарин – космос (е тěнче уçлăхěн) пионерě. «Юрий Алексеевич Гагарин – тěнче уçлăхне парăнтарас тěлěшпе чаплă ěç тунă пěрремěш пионер (хаçатран) тенинче каллех плеоназм палăрать, мěншěн тесен пěрремěш, малтанхи, пирвайхи текен пěлтерěш пионер сăмахра хăйěнчех пур. Премьера – пěр-пěр спектакле, цирк программине, кинофильма пуçласа (пěрремěш хут) лартни, кăтартни: «Праски инке хěр парать» спектаклěн премьери; «Чапаев» кинофильмăн премьери т.ыт.те. Çак сăмахра хăйěнчех пěрремěш текен пěлтерěш пуррипе пěрремěш премьера плеоназмлă сăмах çаврăнăшěн сěмне туянать. Прейскурант – тавар хакěсен справочникě. Çак сăмахра хăйěнчех хаксем пěлтерěш пур, çавăнпа хаксен прейскуранчě сăмах çаврăнăшě те плеоназмлă шутланать. Вырăс чěлхинчен тата ун урлă ытти чěхесенчен йышăннă сăмахсем хушшинче кунта асăннă йышши сăмахсем татах та пур. Калаçупа çыру чěлхине сăнанă май вěсемпе вырăнлă усă курма пěлменрен пулакан тавталоги е плеоназм тěслěхěсене чылаях асăнма пулать. Пуплевре уйрăм сăмахсемпе вырăнсăр усă курни хăш-пěр чухне вырăс чěлхинчи нумай пěлерěшлě сăмахсен витěмěнчен килнине те палăртмалла. Тěслěхрен, острый паллă ячě япала çивěччине те, шěвěррине те пěлтерет: острый нож, острое лезвие, острый кинжал; острый карандаш, острый нос, сапоги с острыми носками. Чăвашла япала çивěччине çивěч, шěвěррине шěвěр паллă ячěсемпе палăртаççě. Анчах та вырăс сăмахěн витěмěпе калаçупа çыру чěлхинче (ытларах хаçатсенче) çивěч кăранташ, кăранташ çивěчлет, шалча çивěчлет тесе калас туртăм вăй илсе пырать (каламалла: шěвěр кăранташ, кăранташ шěвěрт, шалча шěвěрт). Маларах каланинчен çакă курăнать: вырăс чěлхипе чăваш чěлхи хушшинчи çыхăну малалла аталаннăçемěн вěсем хушшинчи лексика пěрпеклěхсем сарăлса, вăй илсе пыраççě, ку вăл чи малтанах вěсенчи пěр пек сăмахсен йышě ÿссе, семантика пěлтерěшěсем пěрпекленсе пынинчен килет. Çак туртăм чěлхе аталаннăçемěн вăй илсе пырать. Кунсăр пуçне, пěр пек грамматика формиллě сăмахсемпе сăмах майлашăвěсен йышě те ÿснеçемěн ÿсет. Чăваш чěлхи вырăс чěлхинчен уйрăм сăмахсем йышăннипех çырлахмасть, вăл вырăс сăмахěсене морфологи пайěсем тăрăх куçарса тунă сăмахсемпе тата сăмах майлашăвěсемпе те пуянланса пырать. Ун пек сăмахсене калькăсем теççě. Çак мелпе чăваш чěлхинче çěршер сăмах пулса кайса тарăн тымар янă. Чăваш чěлхинче калькăсем XIX ěмěрěн юлашки чěрěкěнче, оригиналлă тата куçарнă литература тухма тытăнсан, пулса пыма пуçланă. Вěсем 1906-1907 çулсенче, чăвашсен пирвайхи «Хыпар» ятлă хаçачě тухса тăнă çулсенче, йышлă курăнма тытăннă: ěç çынни «трудящийся человек», çěр тытакан «землевладелец», тавар тăвакансем «товаропроизводители», Пăрлă Океан «Ледовитый океан», Министрсен Канашě «Совет Министров», пěтěм çěршывсенчи чухăнсем «пролетарии всех стран», аслă шкул «высшая школа», уçă çыру «открытое письмо», суйланă çынсем «выборные лица», халăх çурчě «народный дом», хула пуçлăхě «градоначальник», шухăш ирěкě «свобода мысли», сăмах ирěкě «свобода слова», тěн ирěкě «свобода веры», çěр законě «земельный закон» т.ыт.те. Революцичченхи тапхăрта çак мелпе çунатлă сăмах çаврăнăшěсем те чылай ăсласа тунă: ěмěр пурăн, ěмěр вěрен «век живи, век учись», чăнлăх пурне те çěнтерет «правда все побеждает», вěренни çутă, вěренменни тěттěм т.ыт.те. Ěлěкрех тунă калькăсем чылайăшě паян кунчченех упранаççě: ěç çынни, ěç халăхě, Пăрлă Океан, сасă пар, уçă çыру, хупă çыру … Совет тапхăрěнче калькăлас мел тата анлăрах сарăлса каять. Акă хăш-пěр тěслěхсем: безопасность – хăрушсăрлăх плоскогорье – тÿремсăртлăх бесплановый – плансăрлăх бездорожье – çулсăрлăх бездушие – чунсăрлăх беззаконие – законсăрлăх беззащитность – хÿтлěхсěрлě х безземельность – çěрсěрлěх безответственность – ответсăрлăх, явапсăрлăх безыдейность – идейăсăрлăх. Хаçат-журнал чěлхинче çакăн йышши сăмахсемпе (калькăласа тунă сăмахсемпе) тăтăшах усă кураççě. Чăваш чěлхинче калькăласа тунă сăмах çаврăнăшěсем вара уйрăм сăмахсенчен чылай ытларах. Вěсене совет тапхăрěн малтанхи çулěсенчех тума тытăннă; ун пек калькăсем халě те йышлă пулса пыраççě: Красная Армия – Хěрлě Çар Белая Армия – Шурă Çар Красный уголок – Хěрлě кěтěс Переходящее Красное Знамя – Куçса çÿрекен Хěрлě ялав зеленый корм – симěс апат рабочий день – ěç кунě мелкая торговля – вак суту-илÿ Доска Почета – Хисеп Хăми. Чăваш писателěсемпе журналисчěсем вырăс чěлхинчи фразеологизмсемпе çунатлă сăмах çаврăнăшěсене те, ваттисен сăмахěсемпе каларăшěсене те калькăласа тăван чěлхе лексикипе фразеологине палăрмаллах пуянлатрěç. Акă вěсенчен хăш-пěрисем: разбить наголову – пуçěпех çапса аркат светлый образ – çутă сăнар век прожить – не поле перейти – ěмěр ěмěрлесси – уй урлă каçасси мар кто не работает, тот не ест – кам ěçлемест, çав çимест человек человеку волк – çыншăн çын кашкăр а вы, друзья, как ни садитесь, все в музыканты не годитесь – эсир, туссем, темле ларсан та, музыкантсем пулаймăр нихăçан та береги честь смолоду – чысна çамрăкран упра человек человеку друг, брат и товарищ – çыншăн çын – тус, тăван тата юлташ если враг не сдается, его уничтожают – тăшман парăнмасть пулсан, ăна тěп тăваççě человек – это звучит гордо – этем тени мăнаçлă янăрать правда светлее солнца – тěрěслěх хěвелтен те çутăрах лучше меньше, да лучше – сахалрах пулсан та лайăхрах пултăр. Кунта илсе кăтартнă тěслěхсенчен чылайăшě – ваттисен сăмахěсемпе каларăшсем. Çавăнпа пěрлех, чăваш чěлхи хăйěнче пулса кайнă ваттисен сăмахěсемпе каларăшсенчен те пуян, вěсенчен нумайăшě шухăшěпе вырăс чěлхинчи ваттисен сăмахěсемпе каларăшсене тÿр килеççě, урăхла каласан адекватлă тěслěхсем шутланаççě. Тěслěхсем: Не удержишь в седле – не удержишь в селе. – Хěрěх шăл витěр тухсассăн, хěрěх яла сарăлать «Если прорвется сквозь сорок зубов, разойдется по сорока деревням»; Правду говорить, друга не нажить. – Тÿрě кулакан ашшě-амăшě юрайман «Говоривший правду родителям не угодил»; Свинью за бобра продали. – Лаша вырăнне пакша тыттарса хăварнă «Вместо лошади вручили ему белку»; Делает из мухи слона. – Пěр шăрпăкран çěр шăрпăк тăвать «Из одной спички делает сто спичек». Чăваш чěлхинче вырăс чěлхинчи ваттисен сăмахěсемпе тата каларăшěсемпе эквивалентлă çěршер ваттисен сăмахěпе каларăш тупма пулать. Апла пулин те, маларах каланă пек, чылай вырăс пословиципе каларăша чăваш чěлхи калькăласа йышăнать. Ку вăл тěрлě сăлтавсенчен килет: пěрремěшěнчен, вырăс чěлхинчи хăш-пěр пословицăсемпе каларăшсене содержанийěпе тивěçлě е адекватлă чăваш пословицисемпе каларăшсем тупма çук, çавна пула чăваш тăлмачисен вырăсларан калькăлама тивет; иккěмěшěнчен, вěсем оригиналтан пăрăнас мар тесе, вырăс пословиципе каларăш шухăшне тěрěс сыхласа хăварас тěллевпе калькăлас мелпе усă кураççě. Тěслěхрен, чăваш чěлхинче вырăс чěлхинчи «Жизнь прожить – не поле перейти» пословицăна тивěçлě (унпа эквивалентлă) ваттисен сăмахě пур: «Ěмěр сакки сарлака». Апла пулин те чăваш тăлмачисем çак вырăс пословицине те калькăлççě: «Пурнăç пурăнса ирттересси – уй урлă каçасси мар». Сăлтавě – вырăс оригиналěн шухăшне тěрěс сыхласа хăварасси. Сăмах пулăвěпе фразеологи калькисемсěр пуçне чăваш чěлхинче семантика калькисем те тăтăшах тěл пулаççě. Вырăс чěлхипе чăваш чěлхинчи пěр пек тÿрě пěлтерěшлě сăмахсем (тěслěхрен очаг – вучах) пěр-пěринпе семантика калькисем пулма пултараççě. Вырăс чěлхинчи пěр-пěр куçăмлă пěлтерěшлě сăмахăн витěмěпе чăваш чěлхинчи унăн эквиваленчě (тěслěхрен, очаг – вучах) куçăмлă пěлтерěш туянса семантика кальки пулма пултарать: очаг культуры – культура вучахě; военный очаг –вăрçă вучахě; очаг инфекции – инфекци вучахě. Çак тěлěшрен хěç-пăшаллан сăмах та курăмлă: вăл та вырăс чěлхинчи куçăмлă пěлтерěшлě вооружаться глаголăн витěмěпе куçăмлă пěлтерěш туянса семантика кальки пулма пултарать: вооружиться теорией – теорипе хěç-пăшаллан т.ыт.те. Вырăс чěлхинчи фразеологизмсен витěмěпе чăваш чěлхинче чылай фразеологи кальки пулса кайса çыру чěлхинче те, калаçу чěлхинче те анлă сарăлчě: плыть по течению – юхăма май иш (вырăсла: жить и действовать, пассивно подчиняясь ходу окружающей жизни); поднять на ноги (сельское хозяйство) - (ял хуçалăхне) ура çине тăрат (вырăсла: восстановить сельское хозяйство). Вырăс чěлхин витěмěпе чăваш чěлхинче лексикăпа фразеологи калькисем тăтăшах пулса пыраççě. Анчах çак мелпе тăван чěлхе картне ларайман калькăсем тăвасран та асăрханмалла. Ку енчен уйрăмах вырăс чěлхинчи на предлог витěмěпе чăваш чěлхинче юрăхсăр сăмах майлашăвěсем анлă сарăлнине палăртмалла. Асăннă предлог, чăваш чěлхинчи çине (çинче, çинчен) хыçсăмахпа танлаштарсан, чылай анлăрах пěлтерěшлě, çавăнпа та ăна пур чухне те çине тесе куçарма çук. Çакна шута илменрен чăваш чěлхинче юрăхсăр калькăсем, чылай пулса кайса, калаçупа çыру чěлхинче анлă сарăлчěç. Тěслěхсем: жениться на ней – ун çине авлан (тěрěс: ăна качча ил); перевести на чувашский язык – чăваш чěлхи çине куçар (тěрěс: чăвашла куçар); на пристани, вокзале – пристань, вокзал çинче (ěрěс: пристаньре, вокзалта); на троллейбусе – троллейбус çинче (ларса пыратăп) (тěрěс: троллейбуспа пыратăп); играть на пианино – пианино çинче выля (тěрěс: пианино кала); разделить на части – пайсем çине уйăр (тěрěс: пайсене уйăр); развести краску на воде – сăрра шыв çинче ирěлтер (тěрěс: сăрра шывра ирěлтер); выйти на пенсию – пенси çине тух (тěрěс: пенсие тух) т.ыт.те. Çакăн йышши юрăхсăр калькăсем, тăван чěлхене ют элементсемпе çÿпěлесе, унăн тасалăхěпе хăйевěрлěхне палăрмаллах хавшатаççě. Çапла ěнтě, çак икě чěлхе хушшинче лексика уйрăмлăхěсем те, пěрпеклěхсем те пур. Чăваш чěлхипе вырăс чěлхи хушшинчи лексика уйрăмлăхěсенсен тата çакна палăртмалла: вěсенчи эквивалентлă сăмахсем хушшинче хăйсен пур пěлтерěшěпе те пěр-пěрне тÿр килмен сăмахсем сайра хутра кăна тěл пулаççě, ку вăл кашни чěлхе хăйне майлă аталаннинчен килет. Акă ик чěлхинче те анлă усă куракан волосы – çÿç сăмахсен пěлтерěшěсене танлаштарса пăхар. Чăваш сăмахěн пěр тÿрě пěлтерěш кăна: этем пуçě çинче ÿсекен çип-çинçе пěрчěсем (кăвак çÿç; çÿç кастар; çÿç кăвакариччен); вырăс сăмахě икě пěлтерěшлě: 1) этем çÿçě (длинный волос; до седых волос); 2) выльăх ÿчě çинче ÿсекен хěлěх; унпа техникăра усă кураççě: конский во'лос – ут хěлěхě (çÿç мар); матрас из во'лоса – хěлěх матрас (кунта та çÿç мар). Вырăс чěлхинче волос сăмахпа усă курса чылай пословцăпа каларăш тунă: Снявши голову, по волосам не плачут; ни на' волос; схватиться за' волосы (за волосы); во'лосы рвать на себе т.ыт.те. Чăваш сăмахě тÿрě пěлтерěшлě çеç пулнăран унпа пословицăсемпе каларăшсем, фразеологизмсем тума усă курсах кайман. Тепěр тěслěх: живой – чěрě. С.И.Ожеговпа Н.Ю.Шведовăн «Вырăс чěлхин ăнлантаруллă словарěнче» (М.,2005) живой паллă ячě – çичě пěлтерěшлě сăмах тесе палăртнă: 1) такой, который живет, обладает жизнью (живое существо; старик еще жив); 2) подлинный, самый настоящий (живой пример героизма); 3) деятельный, полный жизненной энергии (живой ребенок; живой ум); 4) легкий и занимательный, выразительный (живое изложение); 5) отвечающий реальным потребностям, жизненный (живое дело; живое начинание); 6) остропереживаемый (живая обида; живое воспоминание); 7) такой, который существует благодаря кому-чему-нибудь (жив надеждой; жива только детьми). Чěрě – вун пěрлтерěшлě паллă ячě («Чăвашла-вырăсла словарь». – М., 1982): 1) живой, здравствующий (ни вилě, ни чěрě; чěрě организм); 2) живой, одушевленный (чěрě çутçанталăк); 3) живой, подвижный, бойкий, проворный (чěрě ача; чěрě куç; чěрě сăн); 4) свежий (чěрě пахчаçимěç; чěрě пулă); 5) суровый, грубый (чěрě пир; чěрě çын); 6) сырой, сырцовый, являющийся сырцом (чěрě кирпěч; чěр ě пурçăн); 7) сырой, влажный (чěрě вутă; чěрě сывлăш; чěрě çăнăх); 8) сырой, невареный (чěрě аш; чěрě сěт); 9) сырой, необработанный (чěрě сăран); 10) яркий, выразительный, живой (чěрě калаçу; чěрě сăнар); 11) настоящий, сущий (чěрě асап; чěрě мăшкăл). Живой – чěрě сăмахсен пěлтерěшěсене танлаштарса пăхнинчен çакă курăнать: вěсен пěлтерěшěсем чылайăшě пěр-пěринпе тÿр килеççě. Çакăн сăлтавěсенчен пěри – чăвашла вырăс сăмахěн хăш-пěр пěлтерěшěсене калькăласа йышăнни (живой образ – чěрě сăнар; живая природа – чěрě çутçанталăк; живой организм – чěрě организм). Ытти пěлтерěшсем – чăваш чěлхинче пулса кайнисем (чěрě пулă; чěрě пир; чěрě сěм; чěрě пахчаçимěç т.ыт.те). Чěрě сăмахăн хăш-пěр пěлтерěшěсем вырăс сăмахěн пěлтерěшěсемпе тÿр килмеççě (живое участие в работе – ěçе хастар хутшăн; живо описать что-либо – мěне те пулин асра юлмалла, сăнарлă çырса кăтарт; жив надеждой – шанчăка çухатмасăр пурăн (анчах чěрě шанчăк мар). Вырăс чěлхипе чăваш чěлхи хушшинчи лексика пěрпеклěхěсемпе уйрăмлăхěсене лайăхрах тавçăрма тата тепěр мăшăр сăмах илсе пăхăр: окно – чÿрече. Вырăс сăмахěн пěлтерěшěсем çакăн пек: 1) отверстие в стене для света и воздуха, а также рама со стеклом, закрывающая это отверстие (комната в два окна; стоять под окном); 2) отверстие в разделяющей что-нибудь стенке, перегородке (окно кассира); 3) просвет, отверстие в чем-нибудь (окно между тучами; окно в болоте); 4) ничем не занятое время, промежуток в цикле работ, в учебном расписании (окно между лекциями). Чÿрече сăмахăн вара пěр пěлтерěш çеç (тÿрě пěлтерěш). Ытти пěлтерěшсем унра аталанман, мěншěн тесен вěсем чăвашсене кирлě пулман. 1-мěш хăнăхтару. Словарьсемпе усă курса, вырăс чěлхинчи çак фразеологизмсене тивěçлě чăваш фразеологизмěсене е калькăсене тупса çырăр: По гроб жизни; ветер в голове; как банный лист (пристал); валить с больной головы на здоровую; стреляный воробей; садиться в лужу; одного поля ягода; авгиевы конюшни; сходить с ума; ад кромешный на душе (на сердце); бабушка на'двое сказала; бесструнная балалайка; дубовая башка; биться как рыба об лед; капли (маковой росинки) в рот не брать; бросать на ветер; бросаться в глаза; валяться со смеху (от смеха); валять дурака; волосы становятся дыбом; ногтя не сто'ит; водит за нос; обвести вокруг пальца.
2-мěш хăнăхтару. Словарьсемпе усă курса, чăваш чěлхинчи çак фразеологизмсене тивěçлě вырăс фразеологизмěсем е калькăсем тупса çырăр. Чěре лăштах пулчě; çил хăвала; ăш вăркать; пуç çаврăнать; куçран хěм сирпěнчě; тур пани; хăнк та тумасть; йытă çимен патак çитер; çěр тěпне анса кай; хăлхуна чанк тăрать; ура тупанне кăтарт; кěсре хÿри мар; арăш-пирěш калаç; алли кукăр; пырать хăйне май; чике тăршшě ларт; чěлхене çăтса ярăн; сăмах çукран сăмах ту; çын ташшине ташла; ěнсе çинче лар; кěтсех тăр; шăл хăйраса çÿре; йěп чиксен те куç курмасть.
3-мěш хăнăхтару. Вырăс чěлхинчи жизнь тата чăваш чěлхинчи пурнăç сăмахсен пěр пек пěлтерěшěсене кăтартса тухăр.
4-мěш хăнăхтару. Вырăс чěлхинчи труд тата чăваш чěлхинчи ěç сăмахěсен расна пěлтерěшěсене кăтартса тухăр.
5-мěш хăнăхтару. Вырăс чěлхинчи красивый тата чăваш чěлхинчи хитре паллă ячěсен пěр пек тата расна пěлтерěшěсене палăртса тухăр.
6-мěш хăнăхтару. Чăваш чěлхине вырăс чěлхинчен калаçу урлă кěнě салтак, пăшал, кěрепле, пичке, витре, униче, пăталăх, вырăс, мăк, вěлле, утар, суха, кусиле, лапатка, тăпач, купăста, хăмăт, кантур, куланай, тěрме, чиркÿ, раштав, хěрес, пăшал, мачча сăмахсен вырăс чěлхинчи формисене (тулаш сăн-сăпатне) тěрлě словарьсемпе тата А.Е. Горшковăн «Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики» кěнекепе усă курса кăтартса тухăр (тěслěхрен, сăмавар – самовары, йěлме – ильма).
7-мěш хăнăхтару. Вырăс чěлхинчи большой тата чăваш чěлхинчи пысăк паллă ячěсен синонимěсене май пур таран ытларах кăтартса тухăр.
Date: 2015-05-22; view: 969; Нарушение авторских прав |