Полезное:
Как сделать разговор полезным и приятным
Как сделать объемную звезду своими руками
Как сделать то, что делать не хочется?
Как сделать погремушку
Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами
Как сделать идею коммерческой
Как сделать хорошую растяжку ног?
Как сделать наш разум здоровым?
Как сделать, чтобы люди обманывали меньше
Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили?
Как сделать лучше себе и другим людям
Как сделать свидание интересным?
Категории:
АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника
|
Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложени тĕп предложени пĕлтерекен ĕçе кăтартать. Вырăс чĕлхинче кун пек пăхăнуллă предложенисене тĕп предложенипе как союз тата как, как будто, словно, точно, что союзла сăмахсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем: Шел Самгин осторожно, как весною люди ходят по хрупкому льду реки (М.Горький). – Самгин çынсем çуркунне юханшывăн çÿхе пăрĕ çийĕпе утнă пек асăрханса утрĕ. Руки мне жгло и рвало, словно кто-то вытаскивал кости из них (М.Горький). – Алăсем такам вĕсенчен шăмă туртса кăларнă чухнехи пек тÿсмелле мар ыратаççĕ. Палец только притронулся к книге и тотчас отдернулся, точно это была не книга, а горящий уголек. – Пÿрне кĕнекене перĕнчĕ кăна – çавăнтах кĕнеке мар, тĕлкĕшекен кăмрăка перĕннĕ пек каялла туртăнчĕ. Вырăс чĕлхинче пăхăнуллă предложени тĕп предложени хыççăн тăрать. Чăвашла вара вăл тĕп предложени варрине кĕрсе ларать е ун хыççăн тăрать, пек евĕр, чухлĕ хыçсăмахсемпе çыхăнать. Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем Çак пăхăнуллă предложени тĕп предложени пĕлтерекен ĕçĕн сăлтавне кăтартать, почему? отчего? – мĕншĕн? мĕн пирки? ыйтусем çине ыйтăнать. Вырăс чĕлхинче ăна тĕп предложенипе потому что, так как, оттого что, ибо тата ытти союзсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем: Я не спал всю ночь, потому что работал в ночной смене. – Эпĕ çĕрĕпех çывăрмарăм, мĕншен тесен каçхи сменăра ĕçлерĕм. Лошадь не смогла сдвинуть воз, потому что заднее колесо соскочило. – Лаша лава туртаймарĕ, мĕншĕн тесен урапан кайри кустăрми тухса ÿкнĕ. Чăваш чĕлхинчи пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă хутлă предложенисем тытăмĕпе вырăс чĕлхинчи пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă хутлă предложенисемпе шăл та шай пĕр пек, çавăнпа ун пек предложенисене чăвашла куçарма питĕ ансат. Date: 2015-05-22; view: 1147; Нарушение авторских прав |