Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи тĕп сăнар

Татарстан Республикин Ҫĕпрел районĕнчи МБВУ

«Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕ»

 

Реферат

Юрий Скворцов «Уках хурăнĕ» повесть

 

 

Пурнăçлаканĕ: Маханова Ольга Анатольевна, 10-мĕш класра вĕренекен, Татарстан Республикин Ҫĕпрел районĕнчи МБВУ «Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕ»

 

Ертÿçĕ: Петрова Валентина Николаевна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

 

 

Чăваш Ҫĕпрел – 2016

Содержани

1. Ум сăмах………………………………………………………………………………….3 стр.

2. Тĕп пай

1)Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи тĕп сăнар……………….4- 6стр.

3. Хыç сăмах………………………………………………………………………………..7 стр.

4. Усă курнă литература………………………………………………………………8 стр.

 

Ум сăмах

Мӗнпе паха-ши ҫак чăннипех талантлă, тĕлĕнмелле ăста ҫырнă хайлав? Сăнлăх-сăнарăн символла туллилĕхĕпе, нумай пĕлтерĕшлĕхĕпе пулĕ. Мĕн ҫинчен «калать-ши» хайлав? Вăрҫă вăхăтĕнчи йывăрлăх ҫинчен, тен? Чăнах та, халăх самай нуша тӳсет, ҫынсем йывăр ĕçпе хуҫăлса, хĕне кайса вилеҫҫĕ, арҫынсем вăрҫă шарне тӳсеҫҫĕ, ялти лару-тăру — кăткăс та тертлĕ. Çапах та вăрç-харçă терчӗ ку повеçре пулăшу пĕлтерĕшлĕ пулăм кăна, идея чылай тарăнрах, аслăрах. Символсем никĕсре тăни хăех систерет — халăх, наци, чăваш, этем кун-çулĕсем ӳкĕç тĕпе, ӳкеççĕ те. Çавăнпа та эпĕ «Ю. Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» повеçе» темăна суйласа илтĕм. Хам ума çак тĕллевсене лартрăм:

1. Ю. Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» повеçе тишкересси;

2. Ю.Скворцовăн пултарулăхĕпе туллин паллашасси;

3. Тĕп сăнар урлă Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа

сăнласси

Тӗп пай

Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи тĕп сăнар

 

Юрий Илларионович Скворцов Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Хурăнкасси ялĕнче 1931 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ (1956-1965). Пĕр вăхăт Чăвашрадио корреспонденчĕ, «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕ пулнă. Унтан каллех Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă. Сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. Пĕрремĕш сăвви 1953 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Унăн пултарулăхĕнче «Уках хурăнĕ», «Хĕрлĕ мăкăнь», «Çын ăшши» повеçсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Чылай-чылай сăввине композиторсем кĕвве хывнă. Писатель ытти халăх произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те тимлесе ĕçленĕ.

Ю.Скворцов 1964 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă.

Вăл 1977 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче вилнĕ.

Паллăрах кĕнекисем: «Сурăм хĕрĕ» (1959), «Хĕрлĕ мăкăнь» (1962, 2003), «Уках хурăнĕ» (1963,1993), «Хĕвеле хирĕç» (1964), «Çын ăшши» (1969,1978), «Сарă кунсем» (1970), «Çул юлташĕ» (1975), «Сăваплă вут» (1982).


Юрий Скворцовăн пултару ĕçĕсем:


· Калавсем

· Пушмак йĕрĕ

· Хĕлĕх хӳре кăвакал

· Парăм

· Амаçури анне

· Асат хуçнă çын

· Ачалăх

· Тухтăр патĕнче

· Повесть «Уках хурăнĕ»

· Сăвăсем

· Кăпчăк йывăç çулçисем...

· Хытă мăйăр

· Хĕрлĕ улма

· Каçхи юрă

· Пирĕн яла пырса кĕрсен

· Петĕр ачисем

· Хĕвелçаврăнăш

· Хăнара

· Куккук

· Çамрăк çын çумĕнче яшланатъ çын чĕри...

· Тантăша тĕл пулсан

· Лайăх çынччĕ

· Çĕнĕ ялта

· Шăпчăк

· Сарă йĕкĕт

· Çĕршывăм, çĕршывăмçăм

· Улăхĕпе-улăхĕпе

· Хăш чух пулать студент чухне...

· Яла таврăнсан

· Эп мĕнле-ши сансăр?


Юрий Скворцов хайлавĕсенчи геройсен кун-çулĕ синкерлĕ те йывăр шăпаллă. Унăн хайлавĕсене вуланăçемĕн вулас килет, геройĕсене йывăр самантсенче пулăшас, вĕсен шăпине çăмăллатас килет. "Уках хурăнĕ" повеçнех илер.

Хайлаври тĕп сăнар - Укахви - çут тĕнчепе киленсе, тантăшĕсемпе выляса-кулса, чун савнийĕпе савăнса пурăнас вырăнне çамрăклах çĕре кĕрет. Мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ха унăн пурнăçĕ? Йывăр вăхăт, йывăр ĕç, йывăр чир, йывăр хуйхă... Пур йывăрлăх та пĕр çын çине тиенет. Ăçтан чăттăр ĕнтĕ çын чĕри?

Вун пиллĕкри хĕр ача пысăккисемпе пĕрле колхоз ĕçне çÿрет: тырă вырать, утă çулать. "Алăсем ывăнса тĕнсех ларатчĕç, хул-çурăм юлмастчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ".

Укахвин çамрăк чĕринче юрату туйăмĕ те çуралать. Хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Кольăна юратса пăрахать вăл, ăна çара ăсатать.

Часах ялти виçĕ хĕре: Укахвие тата Хĕветлипе Ольгăна окоп чавма яраççĕ. Шартлама сивĕре кунĕпе ĕçлесси, паллах, çамрăк хĕрсемшĕн чăтма çук йывăр пулнă ĕнтĕ. "Пуринчен ытла çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Çил тумтир витĕр сулăнтарса ярать. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе ярать, çул çинче те хăяккăн çеç, минутсерен çил енне çурăмпа çаврăна-çаврăна утатăн".

Çулталăка яхăн асапланнă хыççăн хĕрсем тăван ялне таврăнаççĕ. Анчах ку вăхăтлăха çеç. Виçĕ хĕр тантăш каллех çула тухать: хальхинче торф кăларма... Торф кăларасси те çăмăл ĕç мар: "çиелтен пĕр си илетĕн те - аялта шыв". "Атă кунчинчен сивĕ шыв юхса кĕрет", анчах нимĕн тума та çук: чăтмалла, тÿсмелле. Чăтаççĕ, тÿсеççĕ чăваш хĕрĕсем. Торф кăларнă çĕртен киле таврăнаççĕ. Яла çитме пĕр çухрăм çурра яхăн юлсан вăрçă чарăнни çинчен пĕлеççĕ.

"Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăнтăм темен, ним ĕçлесен те хуçăлса ÿкмен хĕрсем çак хыпара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăнах халтан кайнине сиссе, тинех пĕрре канлĕн ларса канма юранине пĕлсе лăштăрах çул хĕррине лăчăрăнса анчĕç."

Вăрçă чарăннă, хĕр туссем тĕрĕс-тĕкел таврăннă... Халĕ ĕнтĕ ирĕклĕ çĕр çинче пур кăмăлтан савăнса çеç ĕçлемелле, вăййа тухмалла, ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнмалла пек туйăнать. Анчах та... Йывăр ĕç хăйĕн йĕрне хăварнă-хăварнах. Укахви е хулĕ, е ура шăмми ыратнипе аптрама пуçлать, хушăран чăтмалла мар ыратни те пулать, анчах хĕр кун пирки никама та шарламасть. Çамрăк хĕре чир çапсах ÿкерет. Больницăна та кайса пăхать, унта та савăнтармаççĕ ăна. Чунĕ йĕрет пулсан та хăйне хаваслă тытма тăрăшать Укахви. Чирĕ ытла шала кайни çинчен никама та каламасть, пĕчченех асапланать.

Сывалаймасть Укахви: хулĕ тĕкĕнмелле мар ыратать, урисем шыçăнса каяççĕ, сывлăшĕ кĕскелет, чĕри тапма чарăнать... Пурнăçра ыррине кураймарĕ Укахви. Вилĕмрен хăрушши çук иккен, унран никам та хăтăлаймасть. Укахви вил тăприйĕ çинче шурă хурăн пуçне усса ларать. "Çав хурăн та - Укахви пекех - йывăр чухне, сивĕ чухне чунне хытарса куççульне пытарать... Хĕвел пăхсан çеç чунĕ ăшăнса çемçелсе каять те иртнине аса илсен ирĕксĕрех куççулĕ тухать … ".

Укахви юратнă савнине фронтран кĕтсе илеймесĕрех, телей мĕнне ăнланаймасăрах, çемье ырлăхне кураймасăрах вилет. Унăн хурлăхлă шăпи- чуна çÿçентерет, чуна ыраттарать. Йывăр шăпаллă Укахви сăнарне аса илсен - куççуль тухать.

Хыç сăмах.

«Уках хурăнĕ» повеçре Укахви сăнарӗпе халăхăн вăрçă вăхăтӗнчи терт-нушине, асаплă пурнăçне, трагедилле шăпине кăтартса панă. Юрий Скворцов чăннипех пысăк çыравçă та чăн-чăн этем. Вăл — талантлă прозаик, пултаруллă поэт, журналист, ăста куçаруçă. Унăн хайлавӗсем çамрăксене йывăрлăха парăнмасăр, шанчăка çухатмасăр, ăспа-тăнпа, таса чунпа, çутă ӗмӗтпе пурăнма вӗрентеççӗ.

Усă курнă литература:

1.Чăваш литератури, вӗренӳ кӗнеки, 11-мӗш класс, Г.И.Фёдоров, Ш-2010

2. П. Михайлов, В. М. Михайлов «Сочиненисем», Ш-2009

3. Интернет ресурссем: http://chuvash.org/lib/author/92.html

 


<== предыдущая | следующая ==>
Систематическая оценка результатов инновационной деятельности | Характеристика початкових даних моделі для виконання дизайну волосся згідно практичного завдання

Date: 2016-05-23; view: 5029; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.007 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию