Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Ccedil;-хĕл – Глагол





Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ

Пуплев пайĕ пулнă май глагол япала ĕçне е тăрăмне (состояние) пĕлтерекен сăмахсене пĕтĕçтерсе тăрать, вĕсем (глагол пулакан сăмахсем) хăйсемпĕлтерекенĕçе морфологи категорийĕсемпе палăртаççĕ. Глагол ĕçе, куçăма, тăрăма, япала палли улшăннине тата ытти процессене пĕлтерет.

Вырăс глаголĕн залог, вид, наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тата род категорийĕсем пур. Чăваш глаголĕн залог, наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп категорийĕсем пур. Вид тата род категорийĕсем чăваш глаголĕн çук. Çав грамматика пĕлтерĕшĕсене кунта синтаксис мелĕпе, урăхла каласан икĕ е ытларах сăмах майлашăвĕсемпе, кăтартаççĕ.

Вырăс чĕлхинче глаголăн пуçламăш форми сăмах вĕçне (окончание) кăларса пăрахсан пулать: писа+ть. нес+ти, пиш+ут, нес+ ут, скаж+ут.

Вырăс чĕлхин глаголĕсем чылайăшĕ икĕ тĕп пуррипе палăрса тăраççĕ. Пĕрремĕшĕ – хальхи вăхăтри глагол тĕпĕ: стерег+ут, реж+ут,. работаj+ ут,знаj+ут, корм' +ят, пил'+ат. Ку хутĕнче глагол тĕпĕ окончанисене кăларса пăрахсан юлать.

Глаголăн иккĕмĕш тĕпĕ – инфинитив тĕпĕ. Вăл инфинитив суффиксне кăларса пăрахсан юлать: зна+ть, работа+ть, вез+ти, грес+ти, бере+чь, сже+чь.

Чăваш чĕлхинче глагол тĕпĕ хушу наклоненийĕнчи2-мĕш сăпатри пĕрреллĕ хисепри глагол формипе танлашать: çыр, пĕл, кур, илт, чуп. Тĕслĕхрен, ç ырткалаттăм, çыртăм, çырмарăм,çырсассăн, çырмассерен, çыракан, çырнă, çырас, çыриччен, çырин,çырăпин,çырĕçин сăмахсен глагол тĕпĕ – ç ыр. Ун çумне тĕрлĕаффикссем хушăнса глаголăн тĕрлĕ формисене тăваççĕ.

Вырăс глаголĕ яланах иккĕмĕшле глагол шутланать. Вăл чылай чухне пĕлтерĕшсĕр тымартан пулать: чит+а+ть, пис+а+ть, бер+е+чь. Чăваш глаголĕсем чылайăшĕ тымартан çеç тăраççĕ: çыр, вула, кĕр, чуп, сик, тăр, йĕр т.ыт.те.

Чăваш глаголĕн тымарĕ пĕр сыпăкран (ту, сик,ил, пар, вĕр,чĕр), икĕ сыпăкран (кала, вула, вĕре), виçĕ сыпăкран (ĕшелен) тăма пултарать, анчах виçĕ сыпăклисем чăваш чĕлхинче питĕ сахал.

Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ

Вырăс чĕлхинче иккĕмĕшле глаголсем тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен çакăн пек суффикссем хушăннипе пулаççĕ:

-е: белый – бел+е+ть; зверь – звер+е+ть: чёрный – черн+е+ть; желтый – желт+е+ть: синий – син+е+ть;

-и: пила – пил+и+ть; синий – син+и+ть;

-я: ох – ох+а+ть, ах – ах+а+ть; умник – умнич+а+ть; плотник – плотнич+а+ть;

-ка: мяу – мяу+ка+ть; ши – ши+ка+ть;

-ова(-ева): беседа – бесед+ова+ть; горе – гор+ева+ть;

-ива: два – удва+ива+ть.

Чăваш чĕлхинче иккĕмĕшле глагол тĕрлĕ пуплев пайĕ çумне çакăн пек аффикссем хушăннипе пулать:

-ла(-ле): кĕр – кĕр+ле; тĕп – тĕп+ле; сăрă – сăр+ла;

-лан(-лен): вăй – вăй+лан; пăр – пăр+лан; кĕл – кĕл+лен;

-лаш(-леш): тав – тав+лаш; паллă – пал+лаш; пĕр – пĕр+леш;

-тат(-тет): шăлтăр – шăлтăр+тат; пакăл – пакăл+тат;

-лат(-лет): шарт – шарт+лат; тĕнкĕл – тĕнкĕл+тет;

-ал(-ел): шурă – шур(ă) +ал; хура – хур(а)+ал, таса – таса(а)+ал;

-н: йĕпе – йĕпе+н; ăшă – ăшă+н; сивĕ – сив(ĕ)+ĕн;

-шăн(-шĕн): ют – ют+шăн;

-ăл(-ĕл): ÿсĕр – ÿсĕр+ĕл; ватă – ват(ă)+ăл.

Date: 2015-05-22; view: 935; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.006 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию