Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Сыпăнуллă хутлă предложени





Сыпăнуллă хутлă предложенисен пайĕсем (хутсăр предложенисем) пĕр-пĕрне пăхăнмаççĕ, çавăнпа та вĕсем хăйсен тытăмне çаплипех сыхласа хăвараççĕ.

Сыпăнуллă хутлă предложенисенчи хутсăр предложенисене пĕр-пĕринпе сыпăнуллă союзсемпе интонаци çыхăнтараççĕ.

Хутсăр предложенисене çакăн пек союзсем çыхăнтараççĕ:

1. Сыпăнтаракан союзсем:

- вырăс чĕлхинче: и, да, ни-ни, тоже, также;

- чăваш чĕлхинче: та(те), тата, çавăн пекех.

Тĕслĕхсем: Дождь капал, ветер выл уныло, и с ним вдали во тьме ночной перекликался часовой (А.Пушкин). – Çумăр ÿккеленĕ. Çил салхуллăн уланă, тата унпа пĕр вăхăтра инçетре çĕрлехи тĕттĕмре часовойсем пĕр-пĕрне кăшкăр-кăшкăра чĕннĕ.

Гремят тарелки и приборы, да рюмок раздается звон (А.Пушкин). – Турилккесемпе приборсем шалтăртатаççĕ, тата черккесем чăнкăртатни илтĕнет.

Ни солнца мне не виден свет, ни для корней моих простору нет (А.Пушкин). – Хĕвел çути те мана курăнмасть, чун-чĕре те вырăнта мар.

2. Хирĕçлев союзĕсем:

- вырăс чĕлхинче: а, но, да, однако, зато, же;

- чăваш чĕлхинче: анчах, çапах.

Тĕслĕхсем: На востоке уже начало светать, но звезды блестели по-прежнему. – Хĕвелтухăç çуталма пуçларĕ ĕнтĕ, çăлтăрсем вара малтанхи пекех йăлтăртатса тăраççĕ.

3. Уйăру союзĕсем:

- вырăс чĕлхинче: или, либо, то-то, не то-не то;

- чăваш чĕлхинче: е, те-те.

Тĕслĕхсем: То птица из-под ног вспорхнет, то лисица в кусты нырнет. – Е ура айĕнчен кайăк вĕçсе тухать, е йывăç тĕмисем айне тилĕ чăмтарать.

Тонкий голос Муму никогда не раздавался даром: либо чужой близко подходил к забору, либо где-то поднимался подозрительный шум или шорох. – Муму çинçе сасăпа нихçан та пĕр сăлтавсăр вĕрмен: е ют çын хÿме патне çывхарнă, е ăçтан та пулсан шанчăклах мар шав е сас-чĕвĕ илтĕннĕ.

Date: 2015-05-22; view: 4105; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.005 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию