Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Пуплев пайěсем – Части речи





Вырăс чěлхинче вунă пуплев пайě: имя существительное, имя прилагательное, имя числительное, местоимение, глагол, наречие, союз, частицы, предлог, междометие.

Чăваш чěлхинче вун пěр пуплев пайě: япала ячě, паллă ячě, хисеп ячě, ылмаш, ěç-хěл, наречи, евěрлев сăмахěсем, союз, татăк, хыç сăмах, междомети.

Çапла ěнтě, вырăс чěлхинче евěрлев сăмахěсем (подражательные слова) текен пуплев пайě çук. Унта асăннă сăмахсем питě сайра тěл пулаççě (мяу, динь, дзинь, ку-ку, трах!, бр-р-р!, о-хо-хо, го-го-го) тата ытти хăш-пěр сăмахсем, çавăнпа та вырăс чěлхин грамматикинче вěсене вун пěрмěш пуплев пайне уйăрмаççě, пуррисене междометисем шутне кěртеççě.

Вырăс чěлхинче хыç сăмахсене предлогсем тивěçлě (урам тăрăх – по улице, пÿрт патěнче – у дома, клуб умěнче – перед клубом).

Морфологи енчен пăхсан, вырăс чěлхинчи улшăнакан пур пуплев пайěсен те, хăйсен лексика пěлтерěшěсěр пуçне, ятарлă грамматика мелěсем – суффикссемпе сăмах вěçěсем (окончания слов) пур, вěсем сăмах хăш пуплев пайне кěнине текстсăрах кăтартса параççě. Тěслěхрен, черный, черная, черное сăмахсенче -ый, -ая, -ое вěçěсем çав сăмахсене паллă ячěсем тесе пăхма май параççě, читать, писать, нести, учиться сăмахсенчи -ть, -ти, -ся илсе кăтартнă сăмахсене ěç-хěлсем шутне кěртме май параççě.

Чăваш чěлхинче вара япала ячěсен, паллă ячěсен, ěç-хěлсен тата ытти пуплев пайěсене кěрекен сăмахсен хăйсен пуçламăш форминче хăш пуплев пайне кěнине кăтартакан ятарлă мелсем (суффиксем, сăмах вěçěсем) çук. Тěслěхрен, çутă – паллă ячě те, япала ячě те пулма пултарать (Çутçанталăк çути (яп.я.) пурне те çитет. – Тěрěслěх хěвелтен те çутăрах (пал.я.)). Ытти тěслěхсем: Васкакан вакка (яп.я.) сикнě тет. – Кил хушшинче вак (пал.я.) чулсем йăваланса выртаççě; Ялти çамрăксем (яп.я) халě ялтах ěçлесе пурăнасшăн. – Çамрăк (пал.я.) ěмěр иккě килмест, ăна лайăх ирттерес пулать т.ыт.те.

Пуплев пайěсем чăваш чěлхинче те, вырăс чěлхинче те улшăнаканнисем тата улшăнманнисем пулаççě. Вырăс чěлхинче улшăнакан пуплев пайěсем шутне япала ячěсем, паллă ячěсем, хисеп ячěсем, ылмашсем, ěç-хěлсем, улшăнманнисем шутне наречи, предлог, союз кěрет. Юлашки виçě пуплев пайě улшăнман пуплев пайěсем шутне кěреççě.

Чăваш чěлхинче пур чухне те улшăнакан пуплев пайěсем шутне япала ячěсемпе ěç-хěлсене çеç кěртме пулать: япала ячěсем падеж, хисеп тăрăх, ěç-хěлсем сăпат, хисеп, вăхăт, наклонени тăрăх улшăнаççě.

Паллă ячěсем япала ячěсен пěлтерěшěсемпе çÿренě чухне падеж тăрăх улшăнма пултараççě: Ырăран ырман, теççě; Вăл мана яланах ырăпа асăнать; Эпир яланах ырра ěмěтленетпěр. Хисеп ячěсем, ылмашсем хăйсем тěллěн çÿренě чухне падеж тăрăх тата хисеп тăрăх улшăнма пултараççě: иккě – иккěн, икке, иккěпе, иккěрен, иккěсěр; эпě – манăн, мана, манпа, мансăр; ку – кунăн, куна, кунпа. Япала ячěпе çыхăннă чухне вěсем те улшăнмаççě: икě çын – икě çыннăн, икě çынна, икě çынпа, икě çыншăн; ман атте, ман аттен, ман аттене, ман аттерен т.ыт.те.

Наречисемпе предлогсем вырăс чěлхинче улшăнман пуплев пайěсем пулсан, чăваш чěлхинче вара наречисемпе хыçсăмахсем (предлог пěлтерěшпе) хăш-пěр падежсемпе нумайлă хисеп формине йышăнма пултараççě:

ыран – ырана, ырантан, ырансем-мěнсем;

пат – сан патăнта, ун патěнче, ман патăмран

Пуплев пайěсем хăйсен тěп пěлтерěшне тата предложенире мěнле член пулнине кура хăй пěлтерěшлě тата пулăшу пěлтерěшлě пулаççě.

Хăй пěлтерěшлисем – япала ячě, паллă ячě, хисеп ячě, ылмаш, ěç-хěл, наречи, евěрлев сăмахěсем. Вěсем предложени членěсем пулаççě. Пулăшу пěлтерěшлисем – хыçсăмах, союз, татăк (чăваш чěлхинче); предлог, союз, частица (вырăс чěлхинче). Вěсем предложени членěсем пулмаççě, пулăшу пěлтерěшлě çеç пулаççě, хăй пěлтерěшлě сăмахсем хушшинчи çыхăнусене кăтартаççě. Кунсăр пуçне пулăшу пěлтерěшлě сăмахсем предложенисем хушшинчи çыхăнусене те кăтартма пултараççě.

Междомети – хăйне уйрăм пуплев пайě, вăл ытти сăмахсемпе çыхăнмасть, çавăнпа нихăш сăмах пěлтерěшне те улштармасть.

 

Date: 2015-05-22; view: 2958; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.005 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию