Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем





Сасăсене çыру чěлхинче ятарлă паллăсемпе – саспаллисемпе кăтартаççě. Вěсен пěтěмěшле йышне алфавит теççě. Вырăс алфавичě 33 саспаллинчен, чăваш алфавичě 37 саспаллинчен тăрать.

Вырăс алфавичě (саспаллисен ячěсене кăтартса): Аа [а], Бб [бэ], Вв [вэ], Гг [гэ], Дд [дэ], Ее[е], Ёё [jо], Жж [жэ], Зз [зэ], Ии [и], Йй [ кěске и ], Кк[ка], Лл [эль], Мм [эм], Нн [эн], Оо [о], Пп [пэ], Рр [эр], Сс [эс], Тт [тэ], Уу [у], Фф [эф], Хх [ха], Цц [цэ], Чч [чэ], Шш [ша], Щщ [ща], Ъъ [хытăлăх палли], Ыы [ы], Ьь [çемçелěх палли], Ээ [э], Юю [jу], Яя [jа].

Чăваш алфавичě (сас паллисен ячěсене кăтартса): Аа [а], Ăă [ă], Бб [бă], Вв [вă], Гг [гă], Дд [дă], Ее [jэ], Ёё [jо], Ěě [ě], Жж [жă], Зз [зă], Ии [и], Йй [ кěске и – ăй ], Кк [кă], Лл [ăллă], Мм [ăммă], Нн [ăннă], Оо [о], Пп [пă], Рр [ăррă], Сс [сă], Çç [çă], Тт [тă], Уу [у], У"ÿ [ÿ], Фф [фă], Хх [хă], Цц [цă], Чч [чă], Шш [шă], Щщ [щă], Ъъ [хытăлăх палли], Ыы [ы], Ьь [çемçелěх палли], Ээ [э], Юю [jу], Яя [jа].

Саспаллисен списокĕнчен çакă курăнать: чăваш алфавитĕнче, вырăс алфавичĕпе танлаштарсан, тăватă саспалли [Ăă, Ĕĕ, Çç, Ϋÿ] ытларах.

Чăваш алфавичĕ вырăс алфавичĕ çинче никĕсленсе тăрать. Унта саспаллисене вырăс алфавитĕнчи йĕркепе вырнаçтарса тухнă. Чăваш алфавитне кĕртнĕ хушма саспаллисене хăйсемпе пĕр пекрех çырăнакан саспаллисем хыççăн вырнаçтарнă: ă саспаллине а хыççăн, ĕ саспаллине е хыççăн, ÿ саспаллине у хыççăн, ç саспаллине с хыççăн.

Чăваш çырăвĕ чăваш сăмахĕсене çырма алфавитри пур саспаллисемпех усă курмасть: б, г, д, ж, з, ц, о, ф, ё саспаллисене вырăс чĕлхинчен улшăнмасăр кĕнĕ сăмахсенче çеç çыратпăр. Асăрхаттару. О сасăпа тури диалектра сăмахăн пĕрремĕш сыпăкĕнче анлă усă кураççĕ. Тури диалектра о сасăллă пайăр ятсем литература чĕлхине хăш-пĕр чух о сасăпах кĕреççĕ, тĕслĕхрен: –Ой! –Мĕн ойлататăн? Чăваш чĕлхинче ы саспалли сăмах пуçламăшĕнче те пулма пултарать (ыран, ыхра, ырлăх, ывăл, ывăс, ыйт, ылмаш), вырăс чĕлхинче ы саспаллипе пуçланакан пĕр сăмах та çук. Кунта тата тепĕр уйрăмлăх пур: ы саспалли вырăс сăмахăсен вĕçĕнче тĕл пулать (сыны, ответы, телеграммы, столы, портреты), чăваш сăмахĕсенчен пĕри те асăннă саспаллипе вĕçленмест.

Date: 2015-05-22; view: 772; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.007 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию