Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Фонетика





Вырăс чěлхипе чăваш чěлхи хушшинче фонетика уйрăмлăхěсем те яр уççăн палăраççě. Вěсем ак мěнрен килеççě:

1) çак икě чěлхере фонемăсен (сасăсен) йышě тěрлěрен пулнинчен;

2) пěр пекрех сасăсене кăшт урăхларах (раснарах) каланинчен;

3) уçă сасăсемпе хупă сасăсене сыпăкра, аффикссенче тата сăмахра пěр-пěринпе тěрлěрен çыхăнтарнинчен;

4) ударени (пусăм) уйрăмлăхěсенчен.

Халě çак икě чěлхери уçă сасăсемпе хупă сасăсене пěр-пěринпе танлаштарса тухар.

Уçă сасăсем – гласные звуки

Вырăс чěлинчи уçă сасăсем

Вырăс чěлхинче пурě 6 уçă сасă [а, о, у, ы, и, э].

Вěсем çÿллěш, рет тата тута паллисемпе çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççě:

Рет   Çÿллěш Малти Вăта çěрти Кайри
Тутапа каламаннисем Тутапа калаканнисем
Çÿлти пусăмри и ы у
Вăта пусăмри э - о
Аялти пусăмри - а -
         

 

Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем

Чăваш чěлхинче пурě 9 уçă сасă: [а, ă, ě, и, о, у, ÿ, ы, э]. Рет, пусăм тата тута паллисемпе вěсене çапла ушкăнлаççě:

Рет   Çÿллěш Малти Кайри
Тутасăр Тутапа Тутасăр Тутапа
Çÿлти пусăмри и ÿ ы у
Вăта пусăмри э ě   ă о
Аялти пусăмри     а  

 

Çапла ěнтě, чăваш чěлхинче, вырăс чěлхинчипе танлаштарсан, виçě уçă сасă (ă, ě, ÿ) ытларах. Тěрěссипе каласан, ă, ě пекрех илтенекен уçă сасăсем вырăс чěлхинче те пур: [пътр'ио´т], [пóл'ь], [па´ртъ], анчах вěсем чăваш чěлхинчи ă, ě сасăсенчен кăшт урăхларах (туллинрех) илтěнеççě, çавăнпа та транскрипцире çав сасăсене ударениллě сыпăксем умěнче тăнă чухне ъ, ˆ паллăсемпе кăтартаççě: [ˆтчо´т], [jˆзы´к], [jъзык'и´], [пˆртр'э´т], [пътр'иту´ръ], [пˆjэхъл'и] т.ыт.те. Çав сасăсем тулли уçă сасăсемпе тулли мар уçă сасăсем хушшинче тăраççě.

Хупă сасăсем – Согласные звуки

Date: 2015-05-22; view: 851; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.005 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию