Главная Случайная страница


Полезное:

Как сделать разговор полезным и приятным Как сделать объемную звезду своими руками Как сделать то, что делать не хочется? Как сделать погремушку Как сделать так чтобы женщины сами знакомились с вами Как сделать идею коммерческой Как сделать хорошую растяжку ног? Как сделать наш разум здоровым? Как сделать, чтобы люди обманывали меньше Вопрос 4. Как сделать так, чтобы вас уважали и ценили? Как сделать лучше себе и другим людям Как сделать свидание интересным?


Категории:

АрхитектураАстрономияБиологияГеографияГеологияИнформатикаИскусствоИсторияКулинарияКультураМаркетингМатематикаМедицинаМенеджментОхрана трудаПравоПроизводствоПсихологияРелигияСоциологияСпортТехникаФизикаФилософияХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника






Умсăмах





Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи – Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем. Вĕсем типологи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ ушкăнсене кĕреççĕ: вырăс чĕлхи – флексиллĕ, чăваш чĕлхи – агглютинациллĕ чĕлхесем, çавăнпа та вĕсем хушшинче – лексикăра та, фонетикăпа сăмах пулăвĕнче те, морфологипе синтаксисра та – пысăк уйрăмлăхсем пур.

«Грамматика» терминăн ансăр пĕлтерĕшĕ – морфологипе синтаксис; анлă пĕлтерĕшĕ: морфологипе синтаксис çеç мар, чĕлхен ытти шайĕсем те: лексикăпа фразеологи те, сăмах пулăвĕпе фонетика та. «Танлаштаруллă грамматика» сăмах майлашăвĕнче «грамматика» термина анлă пĕлтерĕшпе калаççĕ, çавăнпа та вĕренÿ пособийĕсенче ик чĕлхен морфологийĕпе синтаксисне çеç мар, вĕсен пур пайĕсене те (шайĕсене) – ансăр пĕлтерĕшлĕ грамматикăсăр пуçне лексикăпа фразеологие те, сăмах пулăвĕпе фонетикăна та танлаштарса тишкереççĕ.

Халĕ çакăн пек ыйту тухса тăрать: типологи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ ушкăнсене кĕрекен вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерни мĕн тума кирлĕ-ха? Маларах асăннăччĕ-ха: асăннă чĕлхесем – Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем. Вырăс чĕлхи пирĕн çĕршывра нацисене пĕр-пĕринпе хутшăнма май паракан чĕлхе пулса кайрĕ, çавăнпа ăна пĕлни кашни чăваш çыннине кирлĕ, ахальтен-и асăннă патшалăх чĕлхине пирĕн республикăри пур вăтам шкулсенче те, аслă шкулсенче те вĕрентеççĕ. Анчах та çак ĕçре преподавательсем умне те, вĕренекенсем умне те чылай йывăрлăх тухса тăрать, ку вăл чи малтанах тата пуринчен ытларах асăннă чĕлхесем пĕр-пĕринчен хăйсен тытăмĕпе (структурипе) тĕпренех уйрăлса тăнинчен килет. Çавăн йышши йывăрлăхсем куçаруçăсемпе журналистсем, писательсемпе редакторсем умĕнче те тăраççĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ, хурăнташ чĕлхесене историпе типологи енчен танлаштарса тишкернипе пĕрлех, лингвистикăра тĕрлĕ ушкăнсене кĕрекен чĕлхесене шайлаштарса тĕпчени те пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев шутланать, çакна паллă вырăс чĕлхеçисем те пысăка хурса хакланă. Çавăнпа та тĕрлĕ ушкăнсене кĕрекен чĕлхесен лексикипе фразеологине, фонетикипе грамматикине шайлаштарса çырнă пособисен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Вырăс тата чăваш чĕлхисене шайлаштарса тĕпченине Н.И.Ашмаринăн, В.Г.Егоровăн, С.П.Горскин ĕçĕсенче сахал мар асăрхама пулать. Ку темăпа ятарласа çырнă кĕнекесем те пур. Вĕсенчен пĕри – чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Н.А.Резюков çырса кăларнă «Очерки сравнительной грамматики русского и чувашского языков» (Чăвашгосиздат, 1954) (пĕрремĕш кăларăм) тата унăнах «Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков» (Чăвашгосиздат, 1959) (иккĕмĕш кăларăм) ятлă кĕнеки. Унта вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхин пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене питĕ тĕплĕ çырса кăтартнă, анчах та чăваш чĕлхин грамматики (морфологипе синтаксис) ыйтăвĕсене кивĕлле çутатса панăран асăннă ĕçсем чылай енчен усă курма меллех мар.

Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине М.М.Михайлов, В.И.Котлеев, Л.П.Сергеев, З.Ф.Мышкин, М.Ф.Чернов тата ытти ăсчахсем те сахал мар тишкернĕ.

Çак темăпа ытти халăх чĕлхеçисем те тухăçлă ĕçлеççĕ. Акă тутар чĕлхипе вырăс чĕлхин грамматикине Р.С.Газисов «Сопоставительная грамматика татарского и русского языков» ятлă кĕнекере туллин тишкерсе тухнă. Асăннă ĕç темиçе хут та пичетленсе тухма ĕлкĕрнĕ. Вырăс чĕлхипе казах чĕлхин морфологине Е.Н.Шипова, В.А.Исенгалиева, Ш.Мухамеджанов, З.Абельтаева, Ш.Ш.Сарыбаев, С.В.Шкуриндин, И.Е.Мамаков, К.И.Ищанов, К.Бейсенбаева, С.А.Имашева, Б.Бекмухамедов, Н.Туркенбаев «Сопоставительная грамматика русского и казахского языков» кĕнекере танлаштарса тухнă. Кун пек ĕçсене татах та илсе кăтартма пулать.

Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине танлаштарнă май вĕсем хушшинчи пĕрпеклĕхсене те чылай асăрхама пулать. Тĕслĕхрен, юлашки икĕ ĕмĕр хушшинче çак чĕлхесенче пĕр тымартан пулнă сăмахсен йышĕ вĕçĕмсĕр ÿссе пыни яр уççăн палăрать. Ку вăл чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен сăмахсем йышлă кĕрсе пынипе çыхăннă. Акă Октябрь революцийĕ хыççăн тăван чĕлхе лексики çĕршер те пиншер вырăс сăмахĕпе тата интернациллĕ сăмахсемпе пуянланчĕ. Вĕсем хушшинче обществăпа политика, наукăпа техника терминĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăн йышши сăмахсем çак икĕ чĕлхешĕн пĕрлехи сăмахсем пулса кайрĕç, тĕслĕхрен, техника, промышленность, наука, фабрика, завод, предприяти, машина, токарь, слесарь, трактор, комбайн, жнейка т.ыт.те. Вĕсем чăваш чĕлхинче унăн грамматикине пăхăнса тăван сăмахсем пек пулса кайрĕç. Çавăнпа пĕрлех вырăс чĕлхи те тĕрĕк чĕлхисенчен сăмахсем йышăнсах тăрать. Юлашки вунăçуллăхсенче вырăссем чăваш сăмахĕсене те пĕрин хыççăн теприне хăнăхса пыраççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисене пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерни уйрăмах студентсемшĕн – пулас вĕрентекенсемшĕн усăллă. Вырăс чĕлхине лайăх пĕлни чăваш чĕлхине вĕренме те пысăк çăмăллăх кÿрет. Сăнанă тăрăх, студентсем вырăсла калаçнă чухне чылай йăнăш тăваççĕ, çакна педагогика практикинче вĕсем ирттерекен уроксенче асăрхама пулать. Йăнăшсене студентсем ытларах тăван чĕлхе витĕмĕпе тăваççĕ. Тĕслĕхрен: «В сочинении Иры Петровой ошибки нет», «Необходимо уделять внимание на правила правописания числительных», «От этого нельзя бояться» т.ыт.те.

Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерни çакăн пек йăнăшсенчен хăтăлма пулăшать, сăмахсемпе тата грамматика формисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарать.

Date: 2015-05-22; view: 884; Нарушение авторских прав; Помощь в написании работы --> СЮДА...



mydocx.ru - 2015-2024 year. (0.006 sec.) Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав - Пожаловаться на публикацию